Эрне мӗн хатӗрлет?
Раксем вăрттăн хыпар пӗлеççӗ, Тарасасем тахçанхи ыйтусене татса параççӗ...
ТАКА 21.III – 20.IV Сирӗншӗн ку эрне вăй-хал пухмалли тапхӑр. Пӗтӗмӗшле илсен, çак кунсенче пурлӑхпа, хӑрушсӑрлӑхпа çыхăннă ыйтусене тимлемелле. Ӗçе планпа йӗркелени ку эрнере пысăк пулăшу пулӗ. Маларах тунă ӗçсемшӗн тӳлевсем илетӗр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V Ку эрнере эсир темӗнле хăюллă проекта та пуçăнма пултаратăр. Ӗçре ертӳçӗ пултарулăхне кăтартма май пулать. Тен, пуçлăхпа кăшт тавлашма тӳр килӗ, анчах ку пит пӗлтерӗшлех мар. Сывлăх çинчен ан манăр, тепӗр чух ытлашши вăй-хăват та ураран ӳкерет. Спортпа аппаланни сирӗншӗн питӗ усăллă пулӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI Питӗ нумай калаçма тӳр килет, хыпар çине хыпар илетӗр. Кун пек чухне тимлӗхе çухатасран асăрханмалла. Ӗçре эсир хирӗçекенсене мирлештерме пӗлнине пысăка хурса хаклаççӗ. Пит нумай хыпар пулнипе ыйхă çухалнипе аптратăр.
РАК 22.VI – 22.VII Интуици çивӗчленни те, пысăк туйăмсем капланса килни те пулать. Çывăх çынсене пăхасси, пулни-иртнине аса илсе шухăшра тепӗр хут пурăнса ирттересси çак кунсенче сирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ӗçтешӗрсем сирӗнтен канаш ыйтӗç, пулăшу кӗтӗç, вăрттăн хыпар пӗлтерӗç. Эсир шанчăклă çын пулнине пысăка хурса хаклӗç.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII Мухтав шевлийӗ сире (çемьере çеç пулин те) эрнипех çупăрлать. Эсир таврари çынсемшӗн пӗр тапхăр чи çирӗп кăмăллă, шанчăклă хӗрӳ çын пулса тăратăр. Анчах ăмсаннипе хурлакансем те тупăнаççӗ. Ӗçре пуçлăхсене хăвăрăн проектсемпе интереслентерме май тупатăр.
ХӖР 23.VIII – 22.IX Питӗ ӗçлӗ кунсем сирӗншӗн: пӗтӗммине асăрхаса, тӗрӗслесе ӗлкӗрмелле, пуринчен лайăхрах тума тăрăшмалла. Çавăнпах компьютерта, кухньăра, холодильникре, хутшăнусенче – пур çӗрте те йӗрке тума ăнтăлатăр. Ӗçре халь карьерăра ӳсме ăнăçлă вăхăт, анчах çын ӗçне ытлашши хурлама кирлӗ мар, тиркевçӗ ят кăларӗç.
ТАРАСА 23.IX – 23.X Сирӗншӗн вăрттăнлăхра пулни çак кунсенче куç умне яр-уççăн тухать. Пурнăçри приоритетсене улăштарас кăмăл вăранӗ. Ӗçре пурлăхпа тӗрӗс усă курасси, пӗр-пӗрне шанасси нихăçанхинчен пӗлтерӗшлӗ пулать. Нумайранпа сире кăсăклантаракан ыйтусене шăп çак эрнере татса паратăр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI Ку эрнере сирӗн тавралăхра илем курас килет, пур çӗрте те гармони патне туртăнатăр. Пӗтӗмӗшле илсен кунсем çынсемпе çирӗп çыхăну тытма, илемпе киленме май параççӗ. Ӗçре нумай калаçма тивет, командăпа ӗçлекенсен компромисс тупмалла. Ӗçпе кану хушшинче шайлашу пулсан сывлăх пирки ӳпкелешме тивмест.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Инçе çула тухассипе, вӗренӳпе çыхăннă плансем ăнăçлăн пурнăçланаççӗ. Çак кунсенче сăмах париччен тӗплӗн шутлăр, пурнăçлаятăр-и ăна? Ӗçре лару-тăру хӗрӳ, ăнăçуллă. Грантсем илме заявка пама, инвестор тупма лайăх вăхăт халь – эсир хавхалануллă, идейăсем нумай, вӗсене хапăлласа йышăнаççӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.IКу эрнере карьерăпа çыхăннă ӗмӗтӗрсене пурнăçлама май пулать. Стратегла шутлама хистеççӗ çăлтăрсем, çирӗп дисциплина, яваплăх пулмаллине аса илтереççӗ. Эсир ӗçе юратнине, тăрăшуллине, хăвăр профессире вăйлă ӗçчен пулнине кăтартма лайăх кунсем.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II Ку эрнере юлташăрсемпе курнăçма та, интереслӗ проектсем шутласа кăларма та ӗлкӗретӗр. Хăвăрта хавхалану, вăй-хал туятăр. Тен, хăшӗсем сирӗн идейăсене ăнланса та пӗтереймеççӗ пулӗ, анчах пӗр шухăшлисене хăвăр тавра пуçтараççӗ.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III Творчествăра пысăк çитӗнӳсем тума май пур çак кунсенче. Интуици вăйланнипе эсир çынсене çивӗч туятăр. Шыв çывăхӗнче вăхăт ирттерни сирӗншӗн питӗ усăллă пулӗ çак кунсенче. Профессире пӗччен юлса ӗçлени пысăк ӳсӗмсем тума май парать. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев