Эрнелӗх гороскоп 15.09 – 21.09: кунсем хӗрӳ, анчах тухăçлă
Кунсем хӗрӳ, анчах тухӑçлӑ. Сентябрӗн 21-мӗшӗнче Хӗр паллинче çӗнӗ уйăх тухать – эпир кашни сăмаха, пулăма тимлетпӗр, закона, правилăсене астуса тăратпăр. Çак кунсенче ӗçе тимлӗн, тăрăшса тумалла (Хӗр паллинче-çке, вăл тирпее юратать), вӗчӗрхенсе тарăхсан та Меркурий Тарасасен паллинче пулни кăра шухăшсене путарать.
ТАКА 21.III – 20.IV
Вăй-хал хушăннине сисетӗр, туйăмсем çивӗчленнине туятăр. Шав мӗн-тӗр ӗçлес килет, анчах халь çăлтăрсем васкама хушмаççӗ. Малтанах хăвăра мӗн кирлине çирӗппӗн палăртăр. Çӗнӗ проектсене пуçăнни ăнăçлă, анчах килӗшиччен тӗплӗн шутламалла.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тунтикунранах кил-çуртăрта йӗрке тăватăр, çывӑх çынсене тимлетӗр. Хуçалăхра усăсăр тусанланса выртакан япаласенчен тасатнине çăлтăрсем ырлаççӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Тӗлпулусем, шăнкăравсем, почтăпа хыпарсем яратăр-илетӗр, çӗнӗ çыхăнусем – кунсем питӗ интереслӗ, хӗрӳ иртеççӗ. Анчах хутшăнакан çынсенчен хăшӗ сирӗн шанчăклă юлташ? Кампа эсир вута та, шыва та кӗме хатӗр?
РАК 22.VI – 22.VII
Эрне пуçламăшӗнче кил ăшши хăй патне туртать, çемье хăтлăхӗ илӗртет. Юнкун, кӗçнерникун тимлӗхӗр пӗтӗмпех ӗç çине куçать, карьера тума вăй хуратăр. Килпе ӗç хушшинче килӗшӳ тупсан йăлт аван пулать.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Марс вăй парса тăрать, çăлтăрсем ума тӗллев лартма хавхалантараççӗ. Эрне вӗренӳпе, çулçӳревпе çыхăннă, ăс-хакăл енчен ӳсӗм пулать. Халиччен ырантан ырана хăварнă ӗçе çак кунсенче пурнăçлама май килет.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Хӗвел сирӗн паллăра пулнипе эсир хальхи ӗçсене витӗр куратăр, питӗ лайăх ăнланатăр. Çемьере укçа-тенкӗ çинчен сăмах тухать – еткер пирки-и, кредит илесси çинчен-и – кашнин хăйӗн ыйтăвӗ. Çак эрнере тăкаксемпе перекетлӗрех, хутшăнусенче тӳрӗ кăмăллă пулмалла.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Таврари çынсем сирӗн çине çеç пăхаççӗ – эсир чи илемли, чи илӗртӳлли, мӗншӗн тесен Венерăпа Меркурий шăп сирӗн зодиак паллинче халь. Савнипе е ӗçтешпе тӗплӗ калаçу пулать. Хутшăнусен пуласлăхӗ вăл мӗнле вӗçленнинчен килет.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Эрне ӗçпе, сывлăхпа çыхăннă. Ӗç, çемье, хобби вăйран ан яччăр тесен мӗнле пулмалла? Кулленхи ӗçсенче хăвăра кăшт йывăртарах туятăр, апла мӗн-тӗр улăштармалла – тен, ӗç мелне, тен, режимне.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Юратупа творчествăра хӗрӳ лару-тăру. Çӗнӗ эмоцисем тытса илӗç сире. Тен, юратни çинчен пӗлтерӗç, хутшăнусем сасартăках улшăнӗç. Хавхалану, вăй-хăват иксӗлми туятăр. Ăна ырă ӗç тума ямалла, савăнса пурăнмалла.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ӗç те, кил те сирӗнтен тимлӗх кӗтеççӗ. Çемьепе çителӗклӗ пӗрле пулаймастăр курăнать. Паллах, ку çывăх çынсене çырлахтармасть. Сирӗн вӗсемпе калаçса ӳкӗте кӗртмелле, ăнлантармалла, пӗрле компромисс шырамалла.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Эрне хӗрӳ иртет: çула тухма та ӗлкӗрмелле, вӗренӳ те васкатать, тӗлпулусем-хутшăнусем тăтăш. Хăвăр пурнăçлама пултараймастăр-тăк, сăмах памалла мар. Килӗшӳ тума калаçусем ирттерме меллӗ вăхăт, анчах эмоцисене ирӗке ан ярăр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Финанс ыйтăвӗсем çивӗчленеççӗ. Ку эрнери картинăна çăлтăрсем яр уççăн кăтартаççӗ – хăшӗ санăн, хăшӗ ыттисен. Тăкаксем, тупăшсем çинчен ларсах шутлама тӳр килет. Хутшăнусенче уççăн калаçмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев