Эрнелӗх гороскоп
Йĕкĕрешсем пуçа килнӗ шухăша ӗçе кӗртме васкăр, хăюллăрах пулăр. Шывтăкансем юратнă çыннăра ӗç тума сахалтарах хушу памалла.
ТАКА 21.III-20.IV
Пурнăçăрти çитӗнӳсемпе çухатусем, йăнăшăрсем çинчен пӗр пытармасăр калакан юлташăрсем çине ан кӳренӗр. Çывăх çыннăрсенчен пӗри сире шанми пулса пырать.Стреслă лару-тăрăва чӗрене çывăх илмелле мар.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Ку эрнере ӗçре ытти чухнехинчен ытларах вăй хумалла. Çывăх çыннăрсемпе ӗçтешӗрсен канашӗсене тимлӗр. Укçа-тенкӗпе перекетлӗрех пулăр. Харкам хутшăнусенче тӳсӗмлӗх çитмест, «çилӗпе çил арман лартаймăн» тенине ан манăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Пуçа килнӗ шухăша ӗçе кӗртме васкăр, хăюллăрах пулăр. Пурнăçланман ӗмӗтӗрсем сире шалтан шӗкӗ пек кăшлӗç. «Пӗр çырмана икӗ хут кӗмеççӗ» тенине асра тытăр. Пӗччен юлнишӗн тунсăхлама кирлӗ мар, кăмăла килекен çӗнӗ ӗçпе аппаланăр.
РАК 22.VI-22.VII
Халиччен татса паман ыйтусем, шикленнисем малалла утма памаççӗ. Кӗтмен çӗртен сиксе тухса сиен кӳрекенсем пулассăн туйăнать сире. Пӗри те тӗрӗсе килмӗ, «шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ» тени сирӗн çинчен мар-и? Хăвăра тахçантанпа кăмăлласа пăхакан çынпа хутшăнма тăрăшăр.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Çак кунсенче хăвăра хаклама вӗренетӗр. Ку эрнере влаç та сирӗн алăра пулӗ, анчах тытса тăрайăр-и ăна? Ӗмӗтӗре пурнăçа кӗртме паянах укçа пуçтарма тытăнăр. Юратнă çыннăрпа хутшăнусем мӗнлерех аталанасси сирӗнтен килет.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Ӗçӗрте çутçанталăк панă илӗртӳлӗхпе усă курма тăрăшăр. Ытлашши тӗрӗс пулса çынсенчен пит çирӗп ыйтмасан та юрать ку эрнере. Таврари çынсене хавхалантарма хăнăхăр, пуласлăхăр çакăнпа çыхăннă. Çемьепе ӗç хушшинче пӗртанлăх тупсан çитӗнӳ сирӗн енче пулать.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Сирӗн ăшă кăмăл, юрату хăвăра та, çывăх çыннăрсене те çитет. Шăп çак эрнере эсир ӗçе те, çынсене те юратма вӗренетӗр. Мӗн пурришӗн савăнма тытăнатăр халь, «çын аллинчи кукăль» çине пăхма чарăнăр. Юратнă çыннăр сирӗн пурнăçа интереслӗрех, телейлӗрех тăвасшăн, анчах сирӗн пулăшусăр вăл çакна пурнăçлаймӗ. Кӳренӳсене айккинче хăварăр, пурнăçа туллин йышăнăр.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Ӗçӗрте хăвăра питӗ çăмăл, çаврăнăçуллă туятăр. Умăрта нимӗнле чăрмавсем те пулмаççӗ. Сирӗнтен хăшӗсем юратупа аптраççӗ – эсир юрататăр, сире – çук. Ан кулянăр, спортпа аппаланăр е тимлӗхӗре урăххи çине куçарăр.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Аранах хăвăра пысăк пуласлăхлă ӗçре кăтартма май пулать. Çурăм хыçӗнче пăшăлтатакансем те, сирӗн çитӗнӗвӗрсене савăнса йышăнакансем те пулӗç. Енчен те питлекенсене тимлесе йăнăшăрсене тӳрлететӗр, çитӗнӳ пулатех.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Ӗçӗрте харкам вăхăтпа та усă курма тивет. Енчен те эсир ӗç кунӗнче кирлӗ маррипе аппаланса вăхăтăра ирттеретӗр-тӗк, çӗрлесерен ӗçпе аппаланма тивет. Кăмăлăра çемçетмелле теççӗ çăлтăрсем, çынпа час килӗшме вӗренмелле. Ку эрнере юратнă çыннăра пусăрăнтарма кирлӗ мар, мӗн пулса иртнине вăл сирӗнтен те лайăхрах ăнланать.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Мӗн пуррипе çырлахма вӗренмелле сирӗн. Мӗн-тӗр çӗннине хăнăхма, вӗренме тăрăшмалла. Енчен те сире пысăк тупăш паракан теветкеллӗ ӗç сӗнсен килӗшӗр. Ăна ăнăçлăн вӗçлеме хӗрӳлӗхӗр çитетех. Юратнă çыннăра ӗç тума сахалтарах хушу памалла. Ӗçпе çывăх хутшăнусене пăтраштармалла мар.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Çӗнни ялан лайăха пӗлтермест, çакна ăнланмаллах сирӗн. Ку пулса иртекен лару-тăрăва та, таврари çынсене те пырса тивет. Хăвăр шанакан çынсемпе ытларах вăхăт ирттерме тăрăшăр. Юратури хутшăнусенче хăюллăрах пулмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев