Ешӗлвар ҫынсене цифра сине куҫарать
"Чӗрӗ" укҫасӑр тунӑ финанс услугисенчен автобусра тӳлени - чи анлӑ сарӑлни
Ешӗлварта (Зеленодольск) "чӗрӗ" укҫасӑр тавар ҫаврӑнӑвӗ республикӑри ытти хуларисенчен 10 процент ытларах. Мӗншӗн тесен унта "Карта жителя" проекта хута янӑ пулнӑ.
Ҫынсем картӑпа лавкасемпе пасарсенче тӳленисӗр пуҫне обществоллӑ транспортпа ҫӳренӗшӗн те тӳлееҫҫӗ. Самах май, хулари наличкӑсӑр тунӑ финанс услугисенчен вӑл чи анлӑ сарӑлни.
Ҫапла банк сервисӗ пурнӑҫа кӗрсе пырать. Карточка ҫине пенсисене, пособисене куҫараҫҫӗ. Ҫынсем чӗрӗ укҫана сахалрах алӑра тытаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев