Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Эсир пӗлекен Сергей Есенин...

Октябрӗн 25-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗн библиотекинче вырăссен паллă поэчӗ Сергей Есенин çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă «Русь моя, милая Родина» литературăпа музыка сехечӗ иртрӗ.

Мероприятие хутшăнакансем паллă сăвăçăн кӗске, анчах та халăхăн асӗнче юлнă пурнăçӗнчи интереслӗ фактсемпе паллашрӗç. Библиотекăна килнӗ вулакансем кашниех ачаран пӗлнӗ поэтăн çутçанталăк, юрату, анне, Тăван çӗршыв çинчен çырнă сăввисене вуларӗç. Сергей Есенинăн юрра хывнă хайлавӗсене итлеме те кăмăллă пулчӗ – «Письмо матери», «Отговорила роща золотая» питӗ илемлӗн янăрарӗç. 

Мероприяти вӗçӗнче вулакансем «Эсир пӗлекен Сергей Есенин» кӗнеке куравӗпе паллашрӗç. Унта поэтăн кӗнекисем, унăн пурнăçӗпе пултарулăхӗ çинчен каласа паракан материалсем пайтах пулчӗç.  (Лидия КАРАЕВА. Теччӗ районӗ, Çармăс ялӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество