Ешӗлвар районӗнче çӗнӗ элеватор строительствине пуçланă
Ешӗлвар районӗнчи Сӗве мультимодальлӗ логистика комплексӗнче çӗнӗ элеватор 122 пин тоннăна яхăн тырă упрама май парать. Пӗрремӗш парти тырра кунта 2024 çулта йышăнма хатӗрленеççӗ, 2025 çулта вара тулли хăватпа ӗçлеме палăртаççӗ.
Элеваторсем пур-ха пирӗн, анчах иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш çулӗсенчех лартнăран хальхи требованисене тивӗçтеремеççӗ вӗсем. Раççейри элеваторсенчен 70 проценчӗ çакăн пек лару-тăрура иккен. Ятарлă çар операцийӗ пуçланнă хыççăн логистика енӗпе сисӗнмелле йывăрлăхсем тухса тăнăран тухăçа упрас ыйту тата çивӗчленнӗ. Ял хуçалăхӗ, çав шутра выльăх-чӗрлӗхпе чăх-чӗп отраслӗсем аталанса пыракан Тутарстаншăн та çӗнӗ элеваторсем сывлăш пекех кирлӗ. Çавăнпа республикăра Атăл тата Кама юханшывӗсем хӗррисенчи Ешӗлвар тата Алексеевски районӗсенче лартма йышăннă вӗсене. Çак площадкăсене пӗр ахаль суйламан, кунти логистика тырра автомобильпе, чугун çулпа тата шыв-шурпа турттарма май парать.
«Свияжск-Зернопродукт» ООО Ешӗлвар районӗнчи Сӗве мультимодальлӗ логистика комплексӗнче латакан çӗнӗ элеватор 122 пин тоннăна яхăн тырă упрама май парать.
Тепӗр элеватора Алексеевски районӗнче Кама юханшывӗ хӗрринче лартма палăртнă. Вӗсем автомобиль транспорчӗпе кӳрекен пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши, çуллă тата техника культурăсене йышăнӗç, упрама хурӗç. Элеваторсен тӗп направленийӗ ют çӗршывсене — Сирие, Африкăна, Ирана, Азербайджана, Тухăçри ытти çӗршывсене тырă ăсатасси. Çавăнпа чукун çулпа шыв-шур транспорчӗ çине кӗске вăхăтра тиессине йӗркелеççӗ кунта. Калăпăр, халӗ тырра карап çине тиеме 3-4 кун каять пулсан, çӗнӗ элеваторта 10 сехет те çитӗ. Раççейӗн пысăк тырă хабӗ пулӗ вăл.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев