Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЭТЕМ ПУЛНИНЧЕН СУМЛĂРАХ ЧЫС ПУР-ШИ?

Петр Петров полковник ачаран моряк пулма ӗмӗтленнӗ, анчах шăпа ăна милицие илсе çитернӗ

Çак хисеплӗ те паллă çын пурнăç çулӗпе автозаводри рядовой рабочирен пуçласа Ульяновск облаçӗн Шалти ӗçсен управленийӗн пӗр подразделенийӗн ертӳçи таранччен утса тухнă. Теветкеллӗскер пурнăç тӗллевӗ тата телей мӗнре пытаннине аван пӗлет вăл.
Маншăн Петр Петров полковник тӗлӗнмелле пултаруллă хăйнеевӗр çын. Унпа сехечӗ-сехечӗпе ларса темӗн çинчен те калаçма, политикăри ыйтусене сӳтсе явма пулать. Петр Ивановичпа  харпăр шухăш çинче тăма, шӳтлеме, хăй çинчен мӗн шухăшланине пӗтӗмпе калама юрать. Вăл «пушăлла» итлесе лармасть, хăй те тивӗçлӗн хуравлама пӗлет. Шухăш шăнăрӗ тимӗр пек. Тавлашса çӗнтерме çук фактсем илсе кăтартать. Пысăк вырăнта ӗçленипе мар. Кăмăлӗ хурçă пек çирӗп пулнипе.

 

Нихçан та çилӗ тытмасть


Тарăхса кайса виçерен тухнă тӗслӗхсем те пулкаланă. Çав самантсенче вара вăл сăмахшăн кивçене каймастчӗ. Шутлаттăм – туслăх пӗтрӗ иккен пирӗн! Анчах та тарăхăвӗ хăвăрт иртсе каятчӗ. Ӗмӗрне те çилӗ тытса çӳремен. Шанчăклă юлташа халалласа мӗн тери сăвă çырман-ши эпӗ, пӗр калав геройӗ çеç пулман вăл. Астăватăп-ха, 30 çул каялла «Канаш» хаçатра Петр Петров çинчен хайланă очерк кун çути курнăччӗ. Çав хушăра пӗр вулаканпа тӗл пулса калаçма тӳр килчӗ. «Вуламастăп та ку материала, ун çинчен ахаль те нумай пӗлетӗп», – теме пăхрӗ куштанланса. Ун çине кулса пăхса илтӗм. Намăсланчӗ пулас пӗлӗшӗм. Вуласа тухсан: «Мӗнлерех пуян кăмăллă çын. Халиччен çакна пӗлмен те!» – терӗ.
Макаренко пек шухăшласси унăн кăмăл-туйăмӗнче пайтахранпах. Петр Иванович çынсемпе тӳрӗ кăмăлтан, çынла хутшăнассине мала хурать. Мăнкăмăллăх тени пач та çук ку чăвашра. Шăп çак шухăша тӗппи тесе йышăннă та вăл ӗç биографийӗ çырăннă вăхăтра та. Парти ăна сумлă вырăна каппайчăкланма тата сӗмсӗрленме лартманнине пӗлнӗ. Вăхăт иртнӗçемӗн ку е вăл çын пирки шухăшӗ улшăнкаланă, тем тесен те  çынсенче тӳрӗлӗх, уçăлăх, тӗрӗслӗх паллисене çеç хакланă.
Туслă çыхăнура эпӗ Петровсен çемйипе, унти лару-тăрупа, еплерех пурăннипе паллашрăм. Петровсем çурт хăпартса лартрӗç. Унта сывă пурнăç йӗркине пăхăнма пур услови те пур. Кану пӳлӗмӗпе хăнасем валли хатӗрленӗ кӗтес илӗртрӗç. Стенасем çинче тӗрлӗ çулхи сăнӳкерчӗксем, Хисеп хучӗсем, юлташӗсем панă хаклă парнесем çакăнса тăраççӗ.
Петр Петров 1957 çулхи кăрлачăн 9-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Раккассинче çуралнă. Ӗç биографийӗ яш 16 çулта чухне Ульяновскри автомобиль кăларакан заводра пуçланнă. 1975 – 1981 çулсенче  Ульяновскри политехника институтӗнче вӗреннӗ.
Икӗ çул Мускав çар округӗнче хӗсметре пулнă. Çарпа политика хатӗрлевӗн отличникӗ пулса офицерсен курсӗсенчен вӗренсе тухнă,  аслă лейтенант ятне тивӗçнӗ. Анчах та тӗрлӗ сăлтава пула совет çарӗнче юлман вăл – Ульяновскри Чукун çул районӗнчи уголовнăй шырава направлени илнӗ. Каярах Шалти ӗçсен управленийӗнче инспекторта, Карсун районӗнчи шалти ӗçсен пайӗнче пуçлăх çумӗнче вăй хунă, Вешкаймăри РОВД пуçлăхӗнче, тивӗçлӗ канăва кайиччен Раççей ШӖМӗн Ульяновскри управленийӗн пуçлăхӗн çумӗнче тăрăшнă. 1997 çулта Шалти ӗçсен министерствин академине пӗтернӗ. Милици полковникӗ.

 

Çирӗп кăмăллă пуçлăх


– Хăйӗн патӗнчех-и? – ыйтрӗ участковăй сӗтел хушшинче тем кăштăртатакан секретарьтен, унтан районти милици уйрăмӗн пуçлăхӗн алăкӗ çине пăхса илчӗ.
 – Ун патӗнче çын пур, – лăпкăн илтӗнчӗ хурав.
Владимир Александрович инçетри кӗтесе иртрӗ те журналсем сарса хунă сӗтел хушшине ларса ассăн сывласа ячӗ. Тӗссӗрленнӗ сăн-пичӗ хуçи пăлханнине кăтартрӗ. Куçӗсем ун-кун пăхкаланă хыççăн пӗр-пӗр япала çинче хытса тăчӗç. Сасартăк дипломатне чӗркуççийӗ çине хучӗ те пакунлă арçын ун çийӗн пӳрнисемпе шаккама пуçларӗ.
Секретарь сисчӗвленчӗ – вăл ăна нихăçан та кун пек тимсӗр-канăçсăр пулнине курман. Офицер кашнинчех йышăну пӳлӗмне кӗрсе шӳтлесе калаçма пуçлатчӗ. Пӗррехинче шоколад та илсе кӗнӗччӗ. Сăлтавне ăнланмасăр ыйту ан патăр тесе: «Пӗчӗк парне хама ырăпа кӗтсе илсе ăсатса яракан çынна хакланине пӗлтерет», – терӗ. Паян вара аслă участковăя паллама та çук.
Шалти алăк чӗриклетни илтӗнчӗ. Владимир Александрович пукан çинчен сиксе тăчӗ. Дипломатне хӗвне чиксе пӗр самантран алăк тӗлне çитсе тăчӗ. Сăнавлă куçпа пысăк кӳлепеллӗ арçынна ирттерсе ярса пуçлăх пӳлӗмне кӗрсе тăчӗ.      
Петр Иванович ăна сыхă, шухăшлă кӗтсе илчӗ. «Ăнланман эппин», –  явăнчӗ пуçӗнче. Иккӗшӗн ӗнерхи калаçăвӗ асне килчӗ. Участокри инспекторсемпе тӗл пулса калаçма пуçланăранпа эрне те иртрӗ пуль. Кашнине хăйӗн харпăр шухăшне, умра мӗн курнине ăнлантарса пачӗ. «Пирӗн ӗç йӗркипе меслечӗсем çине урăхла куçпа пăхма пуçламалла, – терӗ вăл уççăн. – Ман ыйтусен пӗлтерӗшӗ ак мӗнре: пӗрремӗшӗ..., иккӗмӗшӗ...»
Ӗçлекенсем ăна питӗ тимлӗн итлерӗç. Унăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе, çирӗп шухăшӗсемпе килӗшнине пӗлтерчӗç. Хăйсен тивӗçӗсене çӗнӗ кодекспа шайлаштарса пăхса тухма шантарчӗç. Владимир Александрович Юдин кăна хăйӗн хăнăхнă ӗç юхăмӗнче нимӗн те улăштарасшăн пулмарӗ –  капитанăн пӗр сăмахӗ те хăлхине кӗмерӗ пулас, питӗ пăшăрханчӗ, канăçсăрланчӗ.  Вӗрентсе каланине итлесе пӗтернӗ хыççăн: «Çӗнӗ условисенче ӗçлеме хăнăхман эпӗ. Ытла та йывăр. Учета илесси, планласси, отчетлăх... Пирӗн ӗçре малашне мӗн пулассине палăртса пыма ниепле те май çук, – ассăн сывларӗ вăл. – Халиччен кунашкал ыйтусем пирӗн ума никам та лартман».
Петр Иванович кунсăр лару-тăрăва улăштарма çуккине ăнлантарма пикенчӗ.  Хăй каланине ӗнентерекен сăмахсем вӗçленсен: «Ыйтусем пурне те пырса тивеççӗ, никама та çӗнӗ çирӗп йӗркесене хавшатма ирӗк памастăп», – терӗ. Участковăй хăраса кайни палăрчӗ. Кăмăлсăрлăхне пытармасăр: «Эсир мана ӗçрен кăларса ярасшăн. Эпӗ сире ӗçлеме чăрмантаратăп», – сассине хăпартрӗ вăл. Ку калаçу тӗлӗнтерчӗ пуçлăха, анчах та виçерен кăлармарӗ.
 – Ман ыйтусене хуть те мӗнле йышăнма пултаратăр. Анчах та пӗлӗр, вӗсене сире ӗç-пуç çăмăлрах кайтăр тесе пӗлтертӗм, – терӗ.
 Типпӗн уйрăлчӗç. Халӗ ак вăл хăй пуçлăх патне килсе çитрӗ.
– Паян чăрманса çӳреме, йышăну пӳлӗмне килме мӗн хистерӗ? Эпӗ сире чӗнтермен, ман сăмах çирӗп, улшăнусăр, – хăйӗн шухăшне уççăн пӗлтерме тăрăшрӗ пуçлăх.  
– Сирӗн шухăшăра пӗлетӗп эпӗ, – сӳрӗккӗн хуравларӗ те участок  инспекторӗ пуçлăха хут татки тăсса пачӗ.  
«Рапорт», – вуларӗ Петр Иванович, куç хӳрипе хăйне пăхăнса тăракан çын çине пăхса илчӗ, йӗркесем тăрăх чупса тухрӗ те сӗтел айккине хучӗ. Унтан:
– Çăмăлттайла йышăну тăватăр, эпӗ çапла шутлатăп, – епле лăпкăн калама тăрăшсан та чунӗнче çилӗ вӗрерӗ унăн.
– Эпӗ мӗн патне пырса тухасси – сирӗн ӗç мар. Сирӗн çак документ çине алă пусмалла. Вара пуçăртан кăларса пăрахмалли çеç юлать.
– Пултараймастăп! – сассине хăпартрӗ капитан. Вара рапорта аллине илчӗ те: – Сăмах май каласан, ӗçлӗ хутсенче лирика пулмалла мар. Сирӗн вара унта туллиех. Заявление каялла илӗр те официаллă документсене йӗркелесе çырас правилăсене шута илсе хатӗрлӗр.
Рапорта çӗклесе илсе ывăтрӗ те лешӗ сывлăшра виçӗ-тăватă хут çаврăнса дипломачӗ çине ӳкрӗ. Сасартăк вӗсен куçӗсем тӗл пулчӗç. Пӗрин курайманлăхпа хаярлăх çунса тăрать, теприне шанчăкпа ӗненӳ  ăшăтать.
Иккӗмӗш кунне пуçлăх сӗтелӗ çинче рапорт выртмастчӗ. 3-4-мӗш кунне те курăнмарӗ. Петров канăçсăрланма пуçларӗ. Участковăй шăнкăравламасть, кӗрсе сăмсине те кăтартмасть. Йышăну пӳлӗмне тухса пăхрӗ. Çук иккен, унта та хăварман. Çумӗ патне шăнкăравласшăнччӗ, анчах та лешӗ хăй ӗçпе çитсе кӗчӗ. Преступленисене уçса паракансен списокне илсе килнӗ вăл. Пуçлăх хушаматсене вулама пуçларӗ. Сасартăк пӗрне куçӗпе пăраларӗ:
– Ăнланмастăп, – терӗ вăл тăсарах.
– Хăй килчӗ, – йăл кулчӗ çумӗ. – Çырăр, тет, мана ушкăна.
Унтанпа çулталăк иртрӗ. Участокри милиционерсен команди ытти службăсем пекех пысăк усă парса тухăçлă ӗçленӗ. Вешкаймăри РОВД пӗрлӗхре йӗрке тăвассипе малти вырăна тухрӗ. Пӗррехинче Юдина питӗ çивӗч ыйтупа пуçлăх патне чӗнтерчӗç.
Кăмăлӗ унăн ирех çӗкленӳллӗччӗ. Йышăну пӳлӗмне кӗрсенех, алăк урати урлă каçнă-каçманах секретарь çине пăхса йăл кулчӗ вăл: «Ирина Васильевна, ирӗк парсамăр сире çуралнă кунăр ячӗпе саламламашкăн!» Вара çăмăллăн дипломатне уçса унтан конфет коробкине кăларчӗ. Секретарь-пике хӗрелсе кайрӗ.  
– Тавтапуç, мана пуçлăх та шăнкăравламан-ха, – вăтанчăклăн сăмах хушрӗ вăл.
Шăп çав самантра микрофонта палланă сасă янăраса кайрӗ.
– Ирина Васильевна, кӗçех ман пата Юдин çитмелле. Асăрхаттармасăрах ирттӗр пӳлӗме. Унччен сана çуралнă кунпа саламласшăн. Хальлӗхе. Официаллă чыслав ӗç кунӗ вӗçӗнче ман кабинетра иртет. Ӗçтешсем çав вăхăталла пуçтарăнаççӗ, – терӗ Петр Иванович.
– Ăшă саламшăн тавтапуç сире, Петр Иванович. Владимир Александрович йышăну пӳлӗмӗнче эсир чӗнессе кӗтсе ларать.
– Кӗтӗр.
Владимир Юдин тахçанччен пӗр хускалмасăр ларчӗ. Пӗр кӗтмен çӗртен пулнипе ним калама пӗлмерӗ. Пуçлăх ăна хăйӗн çумӗ пулма – пӗр тăхтамасăр участковăйсемпе вăй хуракан çумӗн должноçне йышăнма – ыйтать.  Пуçӗнче – тӗтре. Тен, вăл çак самантра иккӗшӗн хушшипе хура кушак каçса кайнине аса илчӗ? Тен, умри ӗç калăпăшӗ шиклентерчӗ ăна. Апла пулин те Владимир пӗр çул каяллахи çын мар ӗнтӗ текех. Ӗçе илсе пыма пӗлни, çирӗплӗх, харсăрлăх уйăрса тăраççӗ ăна пӗлтӗрхи Юдинран. Пысăк тавракурăм, ӗçе вăхăтра пурнăçлама пӗлни те унăн кăмăл-туйăмне самай анлăрах тăваççӗ. Карьера картлашкипе ӳсме май пурри, пуçлăх сăмахӗ унăн чунне икӗ пая пайларӗ.
– Петр Иванович, ку ӗçе илсе пыма вăй çитереймесен вара? – шанмасăртарах сăмах хушрӗ майор.
 – Иккӗленнӗ пулсан сӗнмен те пулăттăм, – çирӗппӗн хуравларӗ пуçлăх.
Урамра çил-тăман шăхăратчӗ. Çынсем Çӗнӗ çул кӗтсе илме васкатчӗç.
       

Ӗмӗт
Вешкаймăри тапхăр Петр Петровшăн – чи йывăр та тухăçлисенчен пӗри. Хыçра 15 çултан тăракан ӗç биографийӗ.
Унччен – ачалăхӗ тата матрос пулас ӗмӗчӗ. Хăçан-тăр вăл ашшӗ çар морякӗсен паттăрлăхӗ çинчен каласа панине каçса кайсах итлетчӗ. Иван Сергеевич нимӗç фашисчӗсене хирӗç пыракан хӗрӳ çапăçусене хутшăннă, фронтран тельняшкăпа тата бескозыркăпа таврăннă. Петя пӗчӗкрен тинӗс çарӗпе çыхăннă мӗнпур япалана пуçтарнă. Хаçат-журналсенче пичетленнӗ сăнӳкерчӗксемпе статьясене касса кăларса пуçтарса пынă, почта маркисене пухнă, тӗлӗкре те хăйне канатсем тăрăх мачта тăррине хăпарнă пек курнă.
Çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Пӗррехинче пиратсемпе çапăçнă. Ун аллинче хурçă çивчӗш, хӗççипе вăл ютсене касать пек. Капитан çӳлте кӗпер çинче тăрса матрос паттăрлăхӗпе мăнаçланать. Анчах та пиратсем Петьăна хыçалтан ярса илчӗç те ураран ӳкересшӗн. Парăнакансен йăхӗнчен мар вăл – тăрук çаврăнса тăшмана хӗçӗпе яшлаттарасшăн. Анчах ниепле те май килмест. Куçне уçать те умӗнче амăшне курах каять. Екатерина Алексеевна ăна силлесе вăратасшăн: «Çитет çывăрса, ывăлăм, шкула кайма вăхăт». «Анне, тата 5 минут!», – тет вăл çывăрса кайса тӗлӗкне курса пӗтерме. Анчах та ăçта унта – вăранса ыйхине татнă ӗнтӗ...
Элшел вăтам шкулне пӗтерсен Петя Петров инçете кайма çула тухать. Çӗршывăн çурçӗрти тӗп хулине. Шăп Ленинградра Дзержинский ячӗллӗ Аслă тинӗс-çар училищи вырнаçнă. Тăван килӗнче ывăлӗн йышăнăвне питӗ лăпкăн йышăнаççӗ. Амăшӗ çула пуçтарать, ашшӗ ăшӗнче ывăлӗпе  мăнаçланать. Хăтланса пăхтăр. Кӗрсен çемьешӗн кăна мар, мӗнпур тăваншăн, ял-йышшăн та савăнăç пулӗ, кӗреймесен никам та калаçмӗ. Мускава çити ларса пымалли вакунпа кайрӗ вăл, çӳле хăпарса выртрӗ те мӗн аниччен чӳречере мӗлтлетекен ял-хуласем çине пăхса пычӗ.  «Мускав – Ленинград» пуйăс ăна хăвăртлăхӗпе тӗлӗнтерчӗ – çеккунтра 20 метр. Ахальтен мар ăна «çӗмрен» (стрела) теççӗ. Петя чӳрече патӗнчен пăрăнмарӗ. Каçпулттипе те урамаллах пăхрӗ вăл. Чӳрече кутӗнче телефон юписем кăна мӗлтлетсе юлсан та.   
Экзаменсене парса ачалăхри ӗмӗте çывхартма тытăнма шанса пурăнчӗ йӗкӗт. Анчах та таçта аякри чăваш ялӗнчен килсе чун-кăмăлтан вӗренме ăнтăлакан ачана малалла ирттермерӗç. Петя пуçласа тӗрӗсмарлăх тенине  хăй çинче туйса курчӗ: хура лимузинсем килсе яракан çынсен ачисемпе тупăшма вăйӗ те, майӗ те çук унăн. Анчах та ӗç-пуç ăнманни чирлеттерсе ямарӗ ăна. Сасартăк вăл юратнă ашшӗ шанса каланă сăмахсене аса илчӗ: «Енчен те экзаменсене параймасан кăмăл çирӗплӗхне ан çухат. Тӗллевӳ патне малалла ут, хăюллă пул. Пурнăçра тӗрӗслев сахал мар пулӗ», – терӗ вăл.


 Ӗç биографийӗн пуçламăшӗ   


Иван Сергеевич ывăлне тарăхса мар, пысăк ăнланулăхпа лăпкăн кӗтсе илчӗ. Чи пӗлтерӗшлине ырана хăвармасăр хулана кайса тивӗçлӗ ӗç шыраса пăхма сӗнчӗ. Вăл вăхăталла çӗнӗ професси – телемастер – çуралса пынă кăна-ха. Петровсем, ашшӗпе ывăлӗ, «Телемастерская» тесе çырнă алăка уçса пӗчӗк пӳлӗме кӗрсе тăчӗç. Çӳлӗксем çинче те, пур кӗтесре те телевизор. Иван Сергеевич, ялта шкул директорӗ пулса вăй хураканскер, ӗçе вырнаçакансемпе еплерех калаçмаллине аван ăнланнă. Ывăлӗ ашшӗ çурăмӗ хыçӗнче тăнă пулсан та пӗр куçӗпе пуçлăха тинкернӗ. Лешӗ вара çăмăл чӗлхепе лăпкăн кăна юсавçа çартан таврăнсан çеç йышăнма хатӗррине пӗлтернӗ.
– Тен, шофера вӗренсе пăхăпăр, – ашшӗ çитӗннӗ ывăлӗн куçӗнчен тинкернӗ.
Петя пуçӗпе сӗлтнӗ. Хăтланса пăхма хирӗç мар эппин.
– Салтакран таврăнсан хаваспах йышăнăпăр, – хăйсен шухăшне пӗлтерчӗç автомобилистсен клубӗнче.
Кӳршӗри чăваш ялӗнчен пысăк, яваплă ӗçпе килнӗ икӗ çын Ульяновскри автомобильсем кăларакан заводăн кадрсен пайне пырса кӗнӗ чухне хӗвел анăçалла пăрăнма та ӗлкӗрчӗ.
– Ученик вырăнӗ пур-ха пирӗн, – кăвак куçлă йăм-хура майран кашни сăмахӗнче шанăç пурри палăрчӗ. – Анчах та парти райкомӗн ирӗкӗ кирлӗ.
Петя кадрсен пайӗн ӗçченӗ хăйсене ырă суннине çур сăмахранах ăнланчӗ. Хӗрарăм парти çурчӗ ăçта вырнаçнине те кӗскен ăнлантарса ячӗ.
Автозавод Петр Петрова пурнăç ани çине кăларни пӗр иккӗленӳсӗр. Кунта вăл хăйӗн пӗрремӗш специальноçне илчӗ çеç мар, института кайма направлени илме тивӗçрӗ. Унта вара яш ăслăлăх авăрне «чăмрӗ», çӗнӗ юлташсем тупрӗ, волейболла, футболла вылярӗ, бокспа кăсăкланчӗ.
Институтăн хăйӗн çар кафедри. Çакă кунта аслă пӗлӳ илекенсене хӗсмете каяссинчен хăтарнă. Анчах та ӗнерхи студент Петр Петров хăйне çара яма тархасласа ыйтрӗ. Тен, кунта вăл пурнăçӗнче пӗрремӗш хут   пуласлăх çулне палăртса хурӗ...
Теветкеллӗ çула суйласа илсе йăнăшмарӗ йӗкӗт. Салтакра Мускав çар округӗнче зенит установкисене алла илчӗ. Çур çултанах лейтенант ятне тивӗçрӗ. Командир пулса служба иртме тытăнчӗ. Икӗ çулта пӗр взыскани те пулмарӗ унăн, тавсемпе хавхалантарусем çеç. Çар тивӗçне пурнăçланă хушăра Петр Петров шалти ӗçсен тытăмӗнче ӗçлеме тивӗçлӗ çынсен ушкăнне лекни те пӗр кӗтмен çӗртен пулса тухнă япала мар. Хӗсметре хастарлăх, хăюлăх кăтартнипе. Тӗрӗссипе, хăй малтанласа ун çинчен пӗлмен те-ха вăл. Киле кайма вăхăт çитсен илтни илӗртнӗ çамрăка, сӗнӗве пысăк кăмăлпа йышăнса Ульяновскри управление çитме шутланă  вăл.      
Анчах та чи малтан Пăва районӗнчи Раккассине ашшӗ-амăшӗ патне çитсе килмелле. Пӗвӗпе пысăках мар, сарлака хул-çурăмлă аслă лейтенант тăван ял урамӗпе пуçа çавăракан, ӳсӗртсе яракан уçă сывлăшпа киленсе утрӗ. Хапха умӗнче кӗтсе тăракан амăшӗ савăнăç куççульне пытармасăр пуçне ывăлӗн кăкăрӗ çине хучӗ. «Еплерех хăвăрт  ватăлаççӗ пирӗн аннесем!» – кӗмӗл тӗслӗ çӳçӗнчен ачашласа амăшне йăвашшăн ыталарӗ ӗнерхи салтак, питçăмартинчен çепӗççӗн чуптуса халӗпе, сывлăхӗпе кăсăкланчӗ. Çурăмӗ хыçӗнче хăш хушăра шкултан хашкаса чупса килнӗ ашшӗн уттине илтрӗ.
– Еплерех паттăр вăл! Тӗреклӗ, – хашка-хашка сăмах хушрӗ Иван Сергеевич  Петӗрӗн ытамӗнчен тухса. – Çап-çамрăк-ха – аслă лейтенант! Маттур. Маттур. Аннӳпе иксӗмӗр те мухтанатпăр санпа, малашне те çитӗнӳсем сунатпăр.


Шăпа пӳрнӗ тӗлпулу


Çамрăк ӗçчене управленире районсен пайӗсенчен илсе килекен документсене тӗрӗслеме шанчӗç. Кӗске вăхăтрах тавралăха сас-хура сарăлчӗ: милицире отчетсенчи кашни саспаллие питӗ çирӗп тӗрӗслекен ӗçчен пур. Çӗртме уйăхӗн пӗр кунӗнче пӳлӗме çуллахи çăмăл кӗпе тăхăннă, çӳçне сарă тӗспе сăрланă хӳхӗм курьер кӗрсе тăчӗ. Аллинчи папкине сӗтел хушшинче ларакан Петр Ивановича хăюсăррăн тăсса пачӗ  вăл. Пакунлă тӗрӗслевçӗ хăна çине пуçне çӗклемесӗрех, ăçта-мӗнле йăнăшсем тупнине, еплерех тӳрлетмеллине кăтартрӗ те сывпуллашрӗ. Тимлӗн итленӗ пике пӗр сăмах хушмасăрах пӳлӗмрен тухрӗ.
Тепӗр кун та ӗç-пуç çаплах пулса иртрӗ.
– Ыран килӗр, – Петр Петров пуçласа пуçне çӗклерӗ те хăйӗн çине сип-симӗс, тунсăхлă, çав вăхăтрах вичкӗн мăшăр куç пăраласа пăхнине асăрхарӗ.  
«Шанса панă вырăну ытла пысăках пулмасан та хăвăр ыйтăвăрсемпе чуна илме хатӗр», – çапла калас патнех çитрӗ пике, анчах та шарламарӗ.  Папкăна илчӗ те алăк еннелле утрӗ.
Инспектор нумайччен вăл тухнă алăк çинелле тинкерчӗ.
Виççӗмӗш кун çитрӗ. Районсенчен килекенсем документсене парса пӗтерсе пычӗç. Анчах пӗринчен курьер çук та çук. Петров пăшăрханма пуçларӗ. Кӗтесрен кӗтесе çӳресе алăк еннелле тилмӗрсе пăхрӗ – Чукун çул районӗнчен килме тивӗçлӗ çынна кӗтрӗ. Йышăну пӳлӗмне шăнкăравласа та кăсăкланчӗ. Ӗç кунӗ вӗçлениччен темиçе минут çеç юлнăччӗ – сасартăк телефон шăнкăртатрӗ. Секретарь курьер килнине пӗлтерчӗ.  
– Ну, тинех, – савăнăçне пытармарӗ пуçлăх. Васкаса сӗтел хушшинчен тухрӗ.
Анчах та хӗпӗртени кăлăхах пулчӗ. Пӳлӗме тӳрккес сăн-питлӗ, кăнттаммăн утакан хӗрарăм кӗрсе тăрсан оперативник пичӗ çинчи кулă çухалчӗ.
Ют хӗрарăмран ӗнерхи пикене мӗншӗн яманнине ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ, анчах та калаçу кулăшла пулса тухассине ăнланса хăйне вăхăтра пӳлчӗ.
Сасартăк Петр Иванович документсене тӗрӗслеме тытăнмасăрах хутсен купи çине ывăтрӗ. Васкакан хӗрарăм нимӗн те ăнланаймасăр пăхса тăчӗ-тăчӗ те сывпуллашмасăрах пӳлӗмрен тухрӗ.
Петров малалла хăйне мӗнле тытмаллине пӗлмерӗ. Кӗтмен лару-тăруран тухма майсем шырарӗ. Ӗнерхи чиперккен ятне те, хушаматне те пӗлмерӗ вăл. Сасартăк тем асне килнӗн сиксе тăчӗ – сӗтел çинчи кӗленче айӗнче курьерсен списокӗ выртать. Çапла, çапла: «Чукун çул районӗ –  Зоя Николаевна Григорьева». Кашни саспаллине чун-чӗри витӗр кăларса вуларӗ вăл. Çав самантра ӳт-пӗвӗн кашни кӗлетки тăрăх ăшă хум кайнине туйрӗ. Пуканӗ çине лаш ларса пӗр самант хусканусăр пулчӗ. Унтан телефон трубкине илсе Зоя Николаевна патне шăнкăравларӗ.
Вӗсем çав каçах тӗлпулу пирки калаçса татăлчӗç. Анлă Атăл хӗрринчи Шевле (Венец) текен вырăнта. Ӗмӗрхи йывăçсен вуллисене, чукун картасене, тротуарсене хăй çутипе çутатса уйăх вăраххăн пӗлӗт çийӗн шурӗ. Унтан вӗтӗ çумăр пуçланчӗ. Унăн тумламӗсем асфальта хăвăрт йӗпетрӗç. Петр Иванович пикен аллинчен тытрӗ те çумăртан пытанма васкатрӗ. Тин çеç вырăн йышăннă беседкăна уçă сывлăшпа киленекенсем кӗрсе тулчӗç. Çиçӗм çиçсе аслати авăтрӗ. Унăн шавӗ Çурçӗр Венец çийӗн сапаланчӗ. Петр пиншакне хывса Зойăн хулӗ çине уртса ячӗ…


Карьера пусмипе хăпарни


Карсун районӗ – Петр Иванович карьеринчи чи пӗрремӗш тӗрӗслев. Пуçлăх çумӗнче вăй хунă май вăл яланах профессионализм теорипе практика опычӗн пӗрлӗхӗ иккенне астуса тăчӗ.
Вешкайма районне йышăнсан умне малтанласа вăрттăнлăхра тытнă тӗллев лартрӗ Петров – пур кăтартупа та хыçалта пыракан хутлăха мала кăлармалла. Йӗркелӳ ӗçне çирӗплетрӗ, кадрсемпе ӗçлессине вăйлатрӗ,  пӗлменнисене вӗрентрӗ, хăй те пӗлӗвне ӳстерсех тăчӗ. Никама та хăваламарӗ, анчах та кашни службăран шухăшласа, çине тăрса вăй хунине, тăрăшулăх ыйтрӗ. Хура ӗçрен хăрамасăр пур синкерлӗ кăткăс пулăма хăй çитсе курчӗ, тимлӗн тишкерчӗ. Малтанхи икӗ çул хăрушă тӗлӗкри пек иртрӗ. Парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ А.Н.Крончев, Вешкайма район администрацийӗн пуçлăхӗ М.С.Агапов хавхалантарчӗç ăна, пулăшрӗç. Милици ӗçне пуçне чикмерӗç вӗсем, анчах та пит тимлӗн сăнарӗç. Кӗçех регионти çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсемпе Вешкайма районӗ  мала тухрӗ. Чăн-чăн çӗнтерӗве тивӗçрӗ.
ШӖМ академийӗнчен вӗренсе тухнă (1997 çул ) Петр Петров облаçри Шалти ӗçсен управленийӗн пуçлăхӗн çумӗн тивӗçне пурнăçлама тытăнчӗ. Ыйтусене пысăк пӗлӳллӗ специалистпа татса парасси хăй телей. Çăмăл çулсем шырамарӗ ентешӗмӗр. Йӗрке хуралӗнче чыслăн, тивӗçлӗн вăй хучӗ. Ултав-суяна, сутăнчăклăха, йӗркесӗрлӗхе тӳсме пултараймарӗ. Мӗнпур пурнăçне халалланă ӗçне чунӗпе, юнӗпе парăнса пурнăçларӗ.    
Паян та стройра вăл – тивӗçлӗ канури милици полковникӗ Петр Иванович Петров, юратнă кукаçей тата асатте. Ульяновск облаçӗнчи ЧНКАн Ульяновск хулин Ленин районӗнчи уйрăмне ертсе пырать,  туслăха хаклама пӗлет, çивӗч ăсӗпе, пысăк тавракурăмӗпе, çирӗп кăмăлӗпе уйрăлса тăрать. Çак кунсенче ăна юбилейпе саламласа «ШӖМ ветеранӗсен Хисеп Палли» кăкăр паллипе чысланă. Сумлă наградăсен çӳпçинче чи хаклисем – «Тӳрӗ кăмăллă ӗç-хӗлшӗн» (1,2,3-мӗш степеньлӗ) тата  «ШӖМ 200 çул тултарни» медальсем.  
Петр Ивановичпа тӗл пулма юрататăп эпӗ. Кӳршӗ ялтан пулнипе те мар, калаçса тăранма çуккипе, хăйӗн шухăшӗ çинче тăма пултарнипе, ÇЫН пулнипе.
 

Ӗмӗт
Вешкаймăри тапхăр Петр Петровшăн – чи йывăр та тухăçлисенчен пӗри. Хыçра 15 çултан тăракан ӗç биографийӗ.
Унччен – ачалăхӗ тата матрос пулас ӗмӗчӗ. Хăçан-тăр вăл ашшӗ çар морякӗсен паттăрлăхӗ çинчен каласа панине каçса кайсах итлетчӗ. Иван Сергеевич нимӗç фашисчӗсене хирӗç пыракан хӗрӳ çапăçусене хутшăннă, фронтран тельняшкăпа тата бескозыркăпа таврăннă. Петя пӗчӗкрен тинӗс çарӗпе çыхăннă мӗнпур япалана пуçтарнă. Хаçат-журналсенче пичетленнӗ сăнӳкерчӗксемпе статьясене касса кăларса пуçтарса пынă, почта маркисене пухнă, тӗлӗкре те хăйне канатсем тăрăх мачта тăррине хăпарнă пек курнă.
Пӗррехинче пиратсемпе çапăçнă. Ун аллинче çивӗч хӗç, вăл унпа ютсене касать пек. Капитан çӳлте кӗпер çинче тăрса матрос паттăрлăхӗпе мăнаçланать. Анчах та пиратсем Петьăна хыçалтан ярса илчӗç те ураран ӳкересшӗн. Парăнакансен йăхӗнчен мар вăл – тăрук çаврăнса тăшмана хӗçӗпе яшлаттарасшăн. Анчах ниепле те май килмест. Куçне уçать те умӗнче амăшне курах каять. Екатерина Алексеевна ăна силлесе вăратасшăн: «Çитет çывăрса, ывăлăм, шкула кайма вăхăт». «Анне, тата 5 минут!» – тет вăл çывăрса кайса тӗлӗкне курса пӗтерес шухăшпа. Анчах та ăçта унта – вăранса ыйхине татнă ӗнтӗ...
Элшел вăтам шкулне пӗтерсен Петя Петров инçете кайма çула тухать. Çӗршывăн çурçӗрти тӗп хулине. Шăп Ленинградра Дзержинский ячӗллӗ Аслă тинӗс-çар училищи вырнаçнă. Тăван килӗнче ывăлӗн йышăнăвне питӗ лăпкăн йышăнаççӗ. Амăшӗ çула пуçтарать, ашшӗ ăшӗнче ывăлӗпе  мăнаçланать. Хăтланса пăхтăр. Кӗрсен çемьешӗн кăна мар, мӗнпур тăваншăн, ял-йышшăн та савăнăç пулӗ, кӗреймесен никам та калаçмӗ. Мускава çити ларса пымалли вакунпа кайрӗ вăл, çӳле хăпарса выртрӗ те мӗн аниччен чӳречере мӗлтлетекен ял-хуласем çине пăхса пычӗ.  «Мускав – Ленинград» пуйăс ăна хăвăртлăхӗпе тӗлӗнтерчӗ – çеккунтра 20 метр. Ахальтен мар ăна «çӗмрен» (стрела) теççӗ. Петя чӳрече патӗнчен пăрăнмарӗ. Каçпулттипе те урамаллах пăхрӗ вăл.
Экзаменсене парса ачалăхри ӗмӗте çывхартма тытăнма шанса пурăнчӗ йӗкӗт. Анчах та таçта аякри чăваш ялӗнчен килсе чун-кăмăлтан вӗренме ăнтăлакан ачана малалла ирттермерӗç. Петя пуçласа тӗрӗсмарлăх тенине  хăй çинче туйса курчӗ: хура лимузинсем килсе яракан çынсен ачисемпе тупăшма вăйӗ те, майӗ те çук унăн. Анчах та ӗç-пуç ăнманни чирлеттерсе ямарӗ ăна. Сасартăк вăл юратнă ашшӗ шанса каланă сăмахсене аса илчӗ: «Енчен те экзаменсене параймасан кăмăл çирӗплӗхне ан çухат. Тӗллевӳ патне малалла ут, хăюллă пул. Пурнăçра тӗрӗслев сахал мар пулӗ», – терӗ вăл.
Ӗç биографийӗн пуçламăшӗ   
Иван Сергеевич ывăлне тарăхса мар, пысăк ăнланулăхпа лăпкăн кӗтсе илчӗ. Хулана кайса тивӗçлӗ ӗç шыраса пăхма сӗнчӗ. Вăл вăхăталла çӗнӗ професси – телемастер – çуралса пынă кăна-ха. Петровсем, ашшӗпе ывăлӗ, «Телемастерская» тесе çырнă алăка уçса пӗчӗк пӳлӗме кӗрсе тăчӗç. Çӳлӗксем çинче те, пур кӗтесре те телевизор. Иван Сергеевич, ялта шкул директорӗ пулса вăй хураканскер, ӗçе вырнаçакансемпе еплерех калаçмаллине аван ăнланнă. Ывăлӗ ашшӗ çурăмӗ хыçӗнче тăнă пулсан та хăрах куçӗпе пуçлăха тинкернӗ. Лешӗ вара çăмăл чӗлхепе лăпкăн кăна юсавçа çартан таврăнсан çеç йышăнма хатӗррине пӗлтернӗ.
– Тен, шофера вӗренсе пăхăпăр, – ашшӗ çитӗннӗ ывăлӗн куçӗнчен тинкернӗ.
Петя пуçӗпе сӗлтнӗ. Хăтланса пăхма хирӗç мар эппин.
– Салтакран таврăнсан хаваспах йышăнăпăр, – хăйсен шухăшне пӗлтерчӗç автомобилистсен клубӗнче.
Кӳршӗри чăваш ялӗнчен пысăк, яваплă ӗçпе килнӗ икӗ çын Ульяновскри автомобильсем кăларакан заводăн кадрсен пайне пырса кӗнӗ чухне хӗвел анăçалла пăрăнма та ӗлкӗрчӗ.
– Ученик вырăнӗ пур-ха пирӗн, – кăвак куçлă йăм-хура çӳçлӗ майран кашни сăмахӗнче шанăç пурри палăрчӗ. – Анчах та парти райкомӗн ирӗкӗ кирлӗ.
Петя кадрсен пайӗн ӗçченӗ хăйсене ырă суннине çур сăмахранах ăнланчӗ. Хӗрарăм парти çурчӗ ăçта вырнаçнине те кӗскен ăнлантарса ячӗ.
Автозавод Петр Петрова пурнăç ани çине кăларни пӗр иккӗленӳсӗр. Кунта вăл хăйӗн пӗрремӗш специальноçне илчӗ çеç мар, института кайма направлени илме тивӗçрӗ. Унта вара яш ăслăлăх авăрне «чăмрӗ», çӗнӗ юлташсем тупрӗ, волейболла, футболла вылярӗ, бокспа кăсăкланчӗ.
Институтăн хăйӗн çар кафедри. Çакă кунта аслă пӗлӳ илекенсене хӗсмете каяссинчен хăтарнă. Анчах та ӗнерхи студент Петр Петров хăйне çара яма тархасласа ыйтрӗ. Тен, кунта вăл пурнăçӗнче пӗрремӗш хут   пуласлăх çулне палăртса хурӗ...
Теветкеллӗ çула суйласа илсе йăнăшмарӗ йӗкӗт. Салтакра Мускав çар округӗнче зенит установкисене алла илчӗ. Çур çултанах лейтенант ятне тивӗçрӗ. Командир пулса служба иртме тытăнчӗ. Икӗ çулта пӗр взыскани те пулмарӗ унăн, тавсемпе хавхалантарусем çеç. Çар тивӗçне пурнăçланă хушăра Петр Петров шалти ӗçсен тытăмӗнче ӗçлеме тивӗçлӗ çынсен ушкăнне лекни те пӗр кӗтмен çӗртен пулса тухнă япала мар. Хӗсметре хастарлăх, хăюлăх кăтартнипе. Тӗрӗссипе, хăй малтанласа ун çинчен пӗлмен те-ха вăл. Киле кайма вăхăт çитсен илтни илӗртнӗ çамрăка, сӗнӗве пысăк кăмăлпа йышăнса Ульяновскри управление çитме шутланă  вăл.      
Анчах та чи малтан Пăва районӗнчи Раккассине ашшӗ-амăшӗ патне çитсе килмелле. Пӗвӗпе пысăках мар, сарлака хул-çурăмлă аслă лейтенант тăван ял урамӗпе пуçа çавăракан, ӳсӗртсе яракан уçă сывлăшпа киленсе утрӗ. Хапха умӗнче кӗтсе тăракан амăшӗ савăнăç куççульне пытармасăр пуçне ывăлӗн кăкăрӗ çине хучӗ. «Еплерех хăвăрт  ватăлаççӗ пирӗн аннесем!» – кӗмӗл тӗслӗ çӳçӗнчен ачашласа амăшне йăвашшăн ыталарӗ ӗнерхи салтак, питçăмартинчен çепӗççӗн чуптуса халӗпе, сывлăхӗпе кăсăкланчӗ. Çурăмӗ хыçӗнче хăш хушăра шкултан хашкаса чупса килнӗ ашшӗн уттине илтрӗ.
– Еплерех паттăр эс! Тӗреклӗ, – хашка-хашка сăмах хушрӗ Иван Сергеевич  Петӗрӗн ытамӗнчен тухса. – Çап-çамрăк-ха – аслă лейтенант! Маттур. Маттур. Аннӳпе иксӗмӗр те мухтанатпăр санпа, малашне те çитӗнӳсем сунатпăр.

Шăпа пӳрнӗ тӗлпулу
Çамрăк ӗçчене управленире районсен пайӗсенчен илсе килекен документсене тӗрӗслеме шанчӗç. Кӗске вăхăтрах тавралăха сас-хура сарăлчӗ: милицире отчетсенчи кашни саспаллие питӗ çирӗп тӗрӗслекен ӗçчен пур. Çӗртме уйăхӗн пӗр кунӗнче пӳлӗме çуллахи çăмăл кӗпе тăхăннă, çӳçне сарă тӗспе сăрланă хӳхӗм курьер кӗрсе тăчӗ. Аллинчи папкине сӗтел хушшинче ларакан Петр Ивановича хăюсăррăн тăсса пачӗ  вăл. Пакунлă тӗрӗслевçӗ хăна çине пуçне çӗклемесӗрех, ăçта-мӗнле йăнăшсем тупнине, еплерех тӳрлетмеллине кăтартрӗ те сывпуллашрӗ. Тимлӗн итленӗ пике пӗр сăмах хушмасăрах пӳлӗмрен тухрӗ.
Тепӗр кун та ӗç-пуç çаплах пулса иртрӗ.
– Ыран килӗр, – Петр Петров пуçласа пуçне   çӗклерӗ  те хă- йӗн çине сип-симӗс, тунсăхлă, çав вăхăтрах вичкӗн мăшăр куç пăраласа пăхнине асăрхарӗ.  
«Шанса панă вырăну ытла пысăках пулмасан та хăвăр ыйтăвăрсемпе чуна илме хатӗр», – çапла калас патнех çитрӗ пике, анчах та шарламарӗ.  Папкăна илчӗ те алăк еннелле утрӗ.
Инспектор нумайччен вăл тухнă алăк çинелле тинкерчӗ.
Виççӗмӗш кун çитрӗ. Районсенчен килекенсем документсене парса пӗтерсе пычӗç. Анчах пӗринчен курьер çук та çук. Петров пăшăрханма пуçларӗ. Кӗтесрен кӗтесе çӳресе алăк еннелле тилмӗрсе пăхрӗ – Чукун çул районӗнчен килме тивӗçлӗ çынна кӗтрӗ. Йышăну пӳлӗмне шăнкăравласа та кăсăкланчӗ. Ӗç кунӗ вӗçлениччен темиçе минут çеç юлнăччӗ – сасартăк телефон шăнкăртатрӗ. Секретарь курьер килнине пӗлтерчӗ.  
– Ну, тинех, – савăнăçне пытармарӗ пуçлăх. Васкаса сӗтел хушшинчен тухрӗ.
Анчах та хӗпӗртени кăлăхах пулчӗ. Пӳлӗме тӳрккес сăн-питлӗ, кăнттаммăн утакан хӗрарăм кӗрсе тăрсан оперативник пичӗ çинчи кулă çухалчӗ.
Ют хӗрарăмран ӗнерхи пикене мӗншӗн яманнине ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ, анчах та калаçу кулăшла пулса тухассине ăнланса хăйне вăхăтра пӳлчӗ.
Сасартăк Петр Иванович документсене тӗрӗслеме тытăнмасăрах хутсен купи çине ывăтрӗ. Васкакан хӗрарăм нимӗн те ăнланаймасăр пăхса тăчӗ-тăчӗ те сывпуллашмасăрах пӳлӗмрен тухрӗ.
Петров малалла хăйне мӗнле тытмаллине пӗлмерӗ. Кӗтмен лару-тăруран тухма майсем шырарӗ. Ӗнерхи чиперккен ятне те, хушаматне те пӗлмерӗ вăл. Сасартăк тем асне килнӗн сиксе тăчӗ – сӗтел çинчи кӗленче айӗнче курьерсен списокӗ выртать. Çапла, çапла: «Чукун çул районӗ –  Зоя Николаевна Григорьева». Кашни саспаллине чун-чӗри витӗр кăларса вуларӗ вăл. Çав самантра ӳт-пӗвӗн кашни кӗлетки тăрăх ăшă хум кайнине туйрӗ. Пуканӗ çине лаш ларса пӗр самант хусканусăр пулчӗ. Унтан телефон трубкине илсе Зоя Николаевна патне шăнкăравларӗ.
Вӗсем çав каçах тӗлпулу пирки калаçса татăлчӗç. Анлă Атăл хӗрринчи Шевле (Венец) текен вырăнта. Ӗмӗрхи йывăçсен вуллисене, чукун картасене, тротуарсене хăй çутипе çутатса уйăх вăраххăн пӗлӗт çийӗн шурӗ. Унтан вӗтӗ çумăр пуçланчӗ. Унăн тумламӗсем асфальта хăвăрт йӗпетрӗç. Петр Иванович пикен аллинчен тытрӗ те çумăртан пытанма васкатрӗ. Тин çеç вырăн йышăннă беседкăна уçă сывлăшпа киленекенсем кӗрсе тулчӗç. Çиçӗм çиçсе аслати авăтрӗ. Унăн шавӗ Çурçӗр Венец çийӗн сапаланчӗ. Петр пиншакне хывса Зойăн хулӗ çине уртса ячӗ...

Карьера пусмипе хăпарни
Карсун районӗ – Петр Иванович карьеринчи чи пӗрремӗш тӗрӗслев. Пуçлăх çумӗнче вăй хунă май вăл яланах профессионализм теорипе практика опычӗн пӗрлӗхӗ иккенне астуса тăчӗ.
Вешкайма районне йышăнсан умне малтанласа вăрттăнлăхра тытнă тӗллев лартрӗ Петров – пур кăтартупа та хыçалта пыракан хутлăха мала кăлармалла. Йӗркелӳ ӗçне çирӗплетрӗ, кадрсемпе ӗçлессине вăйлатрӗ,  пӗлменнисене вӗрентрӗ, хăй те пӗлӗвне ӳстерсех тăчӗ. Никама та хăваламарӗ, анчах та кашни службăран шухăшласа, çине тăрса вăй хума, тăрăшма ыйтрӗ. Хура ӗçрен хăрамасăр пур синкерлӗ кăткăс пулăма хăй çитсе курчӗ, тимлӗн тишкерчӗ. Малтанхи икӗ çул хăрушă тӗлӗкри пек иртрӗ. Парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ А.Н.Крончев, Вешкайма район администрацийӗн пуçлăхӗ М.С.Агапов хавхалантарчӗç ăна, пулăшрӗç. Милици ӗçне пуçне чикмерӗç вӗсем, анчах та пит тимлӗн сăнарӗç. Кӗçех регионти çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсемпе Вешкайма районӗ  мала тухрӗ. Чăн-чăн çӗнтерӳ!
ШӖМ академийӗнчен вӗренсе тухнă (1997 çул) Петр Петров облаçри Шалти ӗçсен управленийӗн пуçлăхӗн çумӗн тивӗçне пурнăçлама тытăнчӗ. Ыйтусене пысăк пӗлӳллӗ специалистпа татса парасси хăй телей. Çăмăл çулсем шырамарӗ ентешӗмӗр. Йӗрке хуралӗнче чыслăн, тивӗçлӗн вăй хучӗ. Ултав-суяна, сутăнчăклăха, йӗркесӗрлӗхе тӳсме пултараймарӗ. Мӗнпур пурнăçне халалланă ӗçне чунӗпе, юнӗпе парăнса пурнăçларӗ.    
Паян та стройра вăл – тивӗçлӗ канури милици полковникӗ Петр Иванович Петров, юратнă кукаçей тата асатте. Ульяновск облаçӗнчи ЧНКАн Ульяновск хулин Ленин районӗнчи уйрăмне ертсе пырать,  туслăха хаклама пӗлет, çивӗч ăсӗпе, пысăк тавракурăмӗпе, çирӗп кăмăлӗпе уйрăлса тăрать. Çак кунсенче ăна юбилейпе саламласа «ШӖМ ветеранӗсен Хисеп Палли» кăкăр паллипе чысланă. Сумлă наградăсен çӳпçинче чи хаклисем – «Тӳрӗ кăмăллă ӗç-хӗлшӗн» (1,2,3-мӗш степеньлӗ) тата  «ШӖМ 200 çул тултарни» медальсем.  
Петр Ивановичпа тӗл пулма юрататăп эпӗ. Кӳршӗ ялтан пулнипе те мар, калаçса тăранма çуккипе, хăйӗн шухăшӗ çинче тăма пултарнипе, ÇЫН пулнипе.

Александр БОГАТОВ.
Ульяновск.        
Çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев