Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Еткер йышăнтăн-тăк, парăмсене те тӳле

Амăшӗ вилнӗрен унăн кредитне çул çитмен хӗрӗн тӳлесе татма тивнӗ

«Россельхозбанк» АО Нурлат район судне Ш. гражданкăн еткерлӗх пурлăхӗн шутӗнчен парăмне шыраса илес тӗллевпе тавăç тăратнă. Тавăç паракан (истец) палăртнă тăрăх, Ш. гражданка 2018 çулта 20,5 процентпа 2023 çулччен тӳлесе татма тесе банкра 130000 тенкӗ кредит илнӗ. Анчах та вăл вилсе кайнăран кредит килӗшӗвне пурнăçлакан çук иккен.

Тавăç тăратакан Ш. гражданкăн еткерçисенчен 100458 тенкӗ те 8 пус парăма тата 3209 тенкӗ те 16 пус патшалăх пошлинине тӳленӗшӗн укçа шыраса илме ыйтать.
Еткерпе çыхăннă ӗçӗн материалӗсем тăрăх çакă паллă: вилнӗ Ш. гражданкăн пӗртен-пӗр еткерçи халал хучӗпе унăн çул çитмен хӗрӗ З.  пулса тăрать. Еткер тӗлӗшпе пая кӗме пултаракан çынсем урăх çук.
Еткер пурлăхӗн шутне хваттер кӗрет. Кивçен илекен вилнӗ кун тӗлне çав хваттерӗн кадастр хакӗ 697825 тенкӗ те 43 пуспа танлашнă.
Ш. гражданка вилсен унăн çул çитмен хӗрӗ З. еткере йышăннă, çав хваттерте пурăнать. Çавăнпа та еткер параканăн парăмӗсене те унăнах татма тивет.
Çак ӗçӗн материалӗсене пăхса тухнă хыççăн суд тавăç паракан ыйтнине туллин тивӗçтернӗ.

Анна ЯКОВЛЕВА,
Нурлат район сучӗн суд
ларăвӗн секретарӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев