Фарид Мухаметшин Анат Камăри чăваш гимназийӗнче пулнă
Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн Хисеплӗ Председателӗ, ТР Халăхсен ассамблейин председателӗ Фарид Мухаметшин апрелӗн 28-мӗшӗнче Анат Камăра ӗçлӗ çулçӳревпе пулнă. Вăл «Герои многонационального Татарстана» куçса çӳрекен курава уçнă çӗре хутшăннă, тăван чӗлхесемпе вӗрентекен шкулсен ӗçӗпе паллашнă. Кун пирки республика парламенчӗн пресс-служби пӗлтерет.
Тутарстанра иртекен Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланă «Герои многонационального Татарстана» курав Н.В.Лемаев ячӗллӗ скверта уçăлнă. Фарид Мухаметшин майăн 9-мӗшӗ умӗн курав уçăлни пӗлтерӗшлӗ пулнине, вăл халăхсен пӗрлӗхне туйма, Тăван Çӗршыва хӳтӗленӗ паттăрсене хисеплеме пулăшнине палăртнă. Уйрăммăн Фарид Мухаметшин ятарлă çар операцине хутшăнакансене те асăннă.

Курава Тутарстан Халăхӗсен ассамблейи ТР Раисӗ Рустам Минниханов пулăшнипе йӗркеленӗ. Экспозицие цилиндр евӗрлӗ 15 информаци тумби кӗрет. Унта вăрçă Геройӗсен портречӗсене, биографине тата мӗнле паттăрлăх тунине туллин çырса кăтартнă. Вӗсен хушшинче Тутарстанри тӗрлӗ халăх представителӗсем – вырăс, тутар, чăваш, удмурт, мари, мордва, еврей, башкир тата ытти халăхăн паттăрӗсем пур, пӗтӗмпе 42 çын историйӗ.

Фарид Мухаметшин А.С. Пушкин ячӗллӗ 3-мӗш номерлӗ лицейре пулнă. 1966 çулта уçăлнă вӗренӳ заведенийӗнче халӗ 800 ытла шкул ачи вӗренет. Ун хыççăн Патшалăх Канашӗн Хисеплӗ Председателӗ Баки Урманче ячӗллӗ 2-мӗш номерлӗ тутар гимназине çитнӗ. Унта Баки Урманче ячӗллӗ историпе этнографи тата Мухтав орденӗн тулли кавалерӗн Рифкат Гайнуллинăн мемориал музейӗсене пăхса тухнă. Ăна 2010 çулта ветеран хăй пуçарнипе уçнă – кунта 120 ытла экспонат упранать, çав шутра унăн харпăр япалисем те.

Хулари 34-мӗш номерлӗ чăваш гимнази-интернатне те çитсе курнă Фарид Мухаметшин. Унта вăл наципе культура автономийӗсен ертӳçисемпе тата вӗрентекенсемпе тӗл пулса наци вӗрентӗвне, культурăпа çутӗç ӗçне малалла аталантарас тата сыхласа хăварас ыйтусене сӳтсе явнă.

«Тутарстанра 175 наци çынни килӗштерсе пурăнать. Ассамблейăпа пӗрле эпир вӗсене хăйсен чӗлхине, йăли-йӗркине, культурине упраса хăварма пулăшатпăр. Калас пулать, эпӗ паян тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем хăйсен тăван чӗлхипе калаçнине куртăм. Малалла та пирӗн тӗллев – Тутарстанăн культурăпа наци тӗрлӗлӗхне сыхласа хăварасси», – палăртнă политик.

Фарид Мухаметшинпа Тутарстан Халăхӗсен ассамблейин представителӗсем валли гимназире экскурси ирттернӗ. Хăнасене çавăн пекех чăваш культурин музейӗпе паллаштарнă, çавăн пекех шкул историйӗ çинчен тӗплӗн каласа панă.
ТР Патшалăх Канашӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев