ФАРИД МУХАМЕТШИН РАЙОН АТАЛАННИНЕ ПАЛĂРТРӖ
Иртнӗ эрнере ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Ф.Х.Мухаметшин республикăн кăнтăрӗнчи районсене ӗçлӗ визитпа килсен Аксу тăрăхӗнче те пулчӗ, район Канашӗн ларăвне хутшăнчӗ.
Аксури Культура çуртӗнче хаклă хăнасене районти фольклор ушкăнӗсем юрă-ташăпа, наци апачӗпе кӗтсе илчӗç. Пултаруллă ачасем – Антон Айдов, Злата Мулеева тата Айзиля Сиразиева – хăйсен тăван чӗлхипе калаçса саламларӗç Фарид Хайрулловича. Культурăлла пуçарусен президент фончӗн грантне пурнăçлас тӗлӗшпе хатӗрленӗ «Кинусайга», «Авалхи Славутница вăрттăнлăхӗсем» тата «Чăваш халăхӗн пуçа тăхăнмалли хатӗрӗсем» куравсемпе те интересленсех паллашрӗ ТР Халăхсен ассамблейин ертӳçи.
Аксу районӗн пуçлăхӗ Камиль Гилманов ларăва хутшăнакансене Аксу районӗн 2022 çулхи социаллă-экономикăлла аталанăвӗ, кăçалхи планӗсем пирки каласа пачӗ. Фарид Мухаметшин Аксу халăхне тав туса: «Эсир республикăри ытти халăхсемпе пӗрле пӗлтӗрхи çăмăл мар çул тӗллевӗрсене пурнăçа кӗртес тесе хăвăртан мӗн килнине пӗтӗмпех турăр. Пурăнмалли çуртсем, çулсем тăвас ӗç аван пырать. Паян район больницинче пулса куртăмăр, питӗ кăмăллă лару-тăру унта. Аксу районӗ аталансах пырать», – терӗ. Фарид Хайруллович ӗçчен чăваш халăхне уйрăммăн ырларӗ.
Лару вӗçленсен Аксу район Канашӗн хӗрарăм-депутатсен «МЭРХЭМЭТ – МИЛОСЕРДИЕ» пӗрлешӗвӗн ертӳçи, районти Культура çурчӗн директорӗ Ольга Копанева мероприятие хутшăннă культура ӗçченӗсене пысăк ăсталăхшăн тав турӗ.
Лилия БАТАЛИНА.
Автор сăнӳкерчӗкĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев