Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Фестиваль те, эстрада шкулӗ те вăлах – «Созвездие – Йолдызлык»

Апрелӗн 23-мӗшӗнче Хусанти «Пирамида» культрăпа кану комплексӗнче XXVI «Созвездие – Йолдызлык» республикăн çулсерен пулакан телевиденипе çамрăксен эстрада искусствин уçă фестивалӗн гала-концерчӗ иртрӗ

 

 

  Хореографи, вокал, конферанс номинацийӗсенчи чи пултаруллă конкурсантсем ӗнер сцена çине тухрӗç. Куракан умӗнче хăйсене ăста тытакан ачасем çине пăхса чăннипех тӗлӗнетӗн: жюри пайташӗсем мӗнле суйласа илейнӗ-ши çӗнтерӳçӗсене, ытла пурте маттур-çке.

Зонăсенчи тапхăрсенче респбликипе 20 пин ача тата çула çитмен яш-кӗрм хутшăннă. 2,5 пин конкурс номерӗ пăхса чи лайăххисене суйлама тивнӗ. Гала-концертри пӗринчен тепри чаплăрах юрлакан-ташлакансене, çивӗч шӳтсемпе култаракансене пăхсан чăнах та Хусана чи маттуррисем килни пирки кăшт та иккӗленместӗн. Республикăри 31 районтан 1300 ача, çамрăк куракан умне тухса ӗлкӗрчӗ. Концерт 47 илемлӗ номертен пулнине илтсен «ытла вăрăм мероприяти» тесе шутлакансем пулӗç. Залра ларакан шăпăрлансемшӗн кичем пулассăн туйăнӗ.

Чăннипе пачах урăхла, кашни юрра, ташша çав тери кăсăк, интереслӗ лартнă. Куракан сывлăш çавăрса иличчен, хăвăрт номер вӗçленет. Лирикăллă юрăсем хыççăнах шӳтлӗ ташăсем, ăста шӳтлекен конферансьесене Тăван çӗршыва юратни çинчен хывнă юрăсем улăштараççӗ.  Вăхăт питӗ сисӗнмесӗр иртрӗ.

Кăçалхи фестивальте гран-при çӗнсе илнисен ячӗсене пӗлтерме черет çитрӗ. Вӗсене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн ӗçӗсене туса пыракан Марат Ахметов наградăлрӗ. Залра ларакнсене, сцена хыçӗнче хумханса тăракансен саламласа вăл фестиваль пӗлтерӗшӗ пысăк пулнине палăртрӗ: «Созвездие – Йолдызлык» фестиваль – талантсене вӗрентекен уникаллă шкул. Унта Тутарстанран 1,5 миллион ытла ача пӗлӳ илнӗ». Фестивалӗн гран-прине «Хореографи» номинацире  Рыбная Слободари «Камские звездочки» (ертӳçи А.Шавалиева) çӗнсе илнӗ, «Вокал» номинацире А.Елисеева (Чистай районӗ) ертсе пыракан «Новое поколение» вокал студийӗ гран-прие тивӗçнӗ.

Гран-при чи пысăк, чи ӗмӗтленнӗ награда пулсан та республикăн чысне Раççей шайӗнче хӳтӗлекен, ЮНЕСКО эгиди витӗмӗпе иртекен сумлă фестивальте лауреат ятне илнӗ 63 ачана, çамрăка, коллектива дипломсем, медальсем, кубоксем, парнесем парса хавхалантарнă. ‎Çакă суйласа илнӗ çулпа малашне те çирӗппӗн утма хавхалантарӗ.

XXVI «Созвездие – Йолдызлык» республикăн çулсерен пулакан телевиденипе çамрăксен эстрада искусствин уçă фестивалӗн гала-концертне Çарăмсанри Ачасен искусство шкулӗ çумӗнчи «Планета красок» (ертӳçи В.Пестова) хореографи  коллективӗ те хутшăнчӗ. Вӗсем «Ăрусен туслăхӗ» халăх юррипе лартнă «Чăваш ташши» кăтартрӗç гала-концерта пуçтарăннисене. Сцен çинче питӗ маттур пулчӗç çарăмсансем. Хӗрачасен ушкăнне тӗрев пама шкул директорӗ Елена Хитарян та килнӗ. Çакă та пулăшрӗ-тӗр вӗсене ытлашши хумханнипе çухалса каясран.

Валентина Пестова хăйӗн коллективӗпе «Созвездие-Йолдызлык» фестивале кашни çулах хутшăнать, «Хусана гала-концерта çитни пӗрремӗш хут пулчӗ» , – тулли кăмăлпа пӗлтерет вăл. «Ушкăнри ачасенчен хăшӗсем пӗрремӗш хут ку концерт залӗнче», – вӗсемшӗн савăннине ытармасть ансамбль ертӳçи.  

Валентина Пестова хăй те çак искусствăсен шкулне çӳресех ӳснӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул хыççăн Елабугăра хореографа вӗренсе тухнă. Тăван килех, шкулах таврăннă. Пилӗк çул тулли кăмăлпа ӗçлет ачасемпе. Фестивале хутшăнма хатӗрленсе çӗнӗ тум çӗлеттернӗ. «Эскизне те хăйех турӗ», – ертӳçӗ хавхаланăвӗшӗн савăннине, тӗлӗннине пытараймасть пӗрлӗ килнӗ юлташӗ.

Вулаканăмăрсем, астуса юлăр, Çарăмсанри «Планета красок» хореографи ушкăнне. Шанатăп, ку ята пирӗн час-час илтме тӳр килӗ. Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Созвездие-Йолдызлык