Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ФОЛЬКЛОР – ХАЛĂХ ПУЯНЛĂХӖ

П.В.Дементьев музейӗ «Раççейри пӗрлехи фольклор кунӗ» акцие хутшăнса «Фольклор çӗршывне – çулçӳреве» вăйă-викторина ирттерчӗ.

П.В.Дементьев музейӗ «Раççейри пӗрлехи фольклор кунӗ» акцие хутшăнса «Фольклор çӗршывне – çулçӳреве» вăйă-викторина ирттерчӗ. 

Ачасемпе пӗрле фольклор çӗршывне тӗлӗнмелле «çулçӳреве» тухрăмăр. Чăваш, вырăс халăхӗсен сăмахлăхӗпе паллашрăмăр, «фольклор» сăмах мӗне пӗлтернине, авал çынсем мӗнле пурăннине, юрланине, тумланнине, мӗнле юмахсем итленине аса илтӗмӗр.

Мӗн-ши вăл фольклор? Ку вăл йăпатмăшсем, шӳтсемпе хайласем, юрăсем, юмахсем, хăвăрткаларăшсем, вăйă картине тăрса юрлани, вăйăсем.

Çавăн пекех ачасем тупмалли юмахсене те тупрӗç, пирӗн асаннесемпе асаттесен вăййисене выляса киленчӗç. Вырăс халăхӗн «Çарăк» юмахӗ  тăрăх сценка лартрӗç – хăйсене лайăх артистсем пек кăтартса пачӗç, юмахри сăнарсене кăмăлтан калăпларӗç. Ваттисен сăмахӗсене, каларăшӗсене те аса илтӗмӗр. 

Фольклор кунӗ çитӗнекен ăрăва халăх чӗлхин, культурин илемне туйма май пачӗ. Фольклор – пирӗн пуянлăх, унта тăван халăхăн пӗтӗм пурнăç ăслăлăхӗ. Хаваслă вăйă-кулă, чăваш халăхӗн авалтан килекен йăли-йӗркисем ачасен асӗнче нумайччен упранӗç, ламран-лама куçса пырӗç тесе шанас килет.

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фольклор