Фольклорта ăс-хакăл пуянлăхӗ упранать-çке
Халăх сăмахлăхӗ çыравçăсене яланах хавхалантарнă. Вăл е ку юрă, юмах-халап е каларăш поэтсемпе прозаиксене те, драматургсене те хăйсен хайлавӗсене çырма хистенӗ.
Нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче Галина Матвееван «Тилӗпе Улатакка. Лиса и Дятел» кăларăмӗ кун çути курчӗ. Ăна икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – кӗçӗн çулхи ачасем валли хатӗрленӗ. Галина Алексеевнăн хайлавне вырăсла куçараканӗ – Людмила Симонова. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Юлия Лутошкина.
«Тилӗпе Улатакка» – чăваш халăх юмахне тӗпе хурса çырнă хайлав. Вăл тимсӗрлӗхне пула инкеке лекнӗ Тилӗпе паллаштарать. Вăрман тухтăрӗ Улатакка пулăшман пулсан чее чӗрчун сунарçă карчăкӗн çухи пулса тăратчӗ ӗнтӗ. Анчах çăлавçă пурпӗр тав сăмахне тивӗçмест. Мӗншӗн-ши? Ку ыйтăвăн хуравӗ кӗнекере пытаннă.
Тилӗ кунта чее те сӗмсӗр ултавçă пулнине куратпăр. Хăй палăртнине пурнăçлассишӗн темчченех суйма хатӗр пуль. Анчах тем чуль явăнсан та вӗренӗн вӗçӗ пулатех, хайхискерӗн шалчи тулать.
Улатакка вара хăйне мӗн каланине пӗтӗмпех ӗненет. Вăл мӗнлине малтанхи çаврасенчен пӗринчех пӗлме пулать:
– Тилӗ тусăм, тух кунта,
Мӗн çухатнă эс унта? –
Тет хайхи Улатакка –
Тавçăрулăх çук та-ха.
Ӗçчен кайăкăн юп курса пурăнмалла пек, анчах ыттисене виçесӗр шанни телее вăрлама та пултарать иккен.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев