Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Фронта янă çыру авторне шыраса тупнă

Çырăва Çӗпрел районӗнчи Çар ветеранӗсен канашӗн ертӳçи Виктор Петухов Ульяновскри ветеран-тусӗсемпе Луганск Республикине кайсан вăрман йăрăмӗнчи çар вӗренӳ центрӗн блиндажӗнче тупнăччӗ...

Ульяновск хулипе Çӗпрел районӗнчи çар ветеранӗсем 2023 çулхи ноябрӗн 6 – 14-мӗшӗсенче ятарлă çар операцин зонине салтаксем патне черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ леçме кайсан питӗ интереслӗ çыру (сăнӳкерчӗкре) тупса таврăнни, унăн авторне шырани пирки эпир хамăр хаçатра çырнăччӗ. Çак истори мӗнпе вӗçленнине вара нумай пулмасть кăна пӗлтӗмӗр.

Аса илтеретпӗр, çырăва Çӗпрел районӗнчи Çар ветеранӗсен канашӗн ертӳçи Виктор Петухов Ульяновскри ветеран-тусӗсемпе Луганск Республикине кайсан вăрман йăрăмӗнчи çар вӗренӳ центрӗн блиндажӗнче тупнăччӗ. Ахăртнех хут татки салтак кӗсйинчен тухса ӳкнӗ пулнă. Шкул ачи çырăва ӳркенмесӗр хăйне евӗр илемлетсе салтак патне çырнă ăна. Калăн, çырăвӗ вăрçă вучӗпе ӗннӗ, çыраканӗ хăй те сивӗ окоп мӗн иккенне пӗлет. Сăмахӗсене чӗре витӗр кăларса салтака Çӗнтерӳ, ниме пăхмасăр сывă юлма сунать.

Çак сăмахсем фронтрисене çав тери хумхантарнипе А.Юрков лейтенант çыру çинех ачана тав туса çырнă та çырăва хăйне тавăрса пама ветерансенчен парса янă. Анчах автор хăйӗн ятне-хушаматне, адресне çырура палăртман. Ветерансен шырав ӗçне самай йывăрлатнă ку. «Письмо из фронта» заметка çырса вӗсем юлташӗсемпе пӗлӗшӗсем пулăшнипе тӗрлӗ сайта вырнаçтарса Раççейӗпех шырама тытăннă. Мӗн тетӗр – тупнă!

Ача Ульяновск облаçӗнченех, Кивӗ Майна районӗнчи Прибрежное ялӗнчи И.И. Затевахин генерал-лейтенант ячӗллӗ вăтам шкулта 5-мӗш (халӗ 8-мӗш) класра вӗренекен Артем Курков. Шкулти ытти ачасемпе пӗрле «Пишу тебе, Герой» Пӗтӗм Раççейри çарпа патриотизм акцине хутшăнса çырса фронта янă пулнă вăл ку çырăва.

Çапла майпа ветерансем А.Юрков лейтенант ыйтнине тепӗр уйăхранах пурнăçлама пултарнă. «Рубеж» регионсем хушшинчи обществăлла организацин Ульяновскри урăмӗн ертӳçисем Марс Саяповпа Владимир Ярухин отставкăри офицерсем 2023 çулхи декабрӗн 5-мӗшӗнче Прибрежное ялӗнчи шкула ятарласах кайса çырăва Артем Куркова класӗ умӗнче панă. Çакăн пек ырă пулăма вӗçленнӗ фронта çитсе килнӗ çырăвăн историйӗ. Çыру хальхи вăхăтра Курковсен çемье архивӗнче упранать, Артемшăн вăл ӗмӗрлӗхе асра юлӗ. (В.Петуховпа В.Ярухин сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем