Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ФУТБОЛШĂН ÇУМĂР НИМ ТЕ МАР

Чăваш Çӗпрел ялӗн хисеплӗ çыннине Тимофей Арсентьевич Кудрявцева халалланă футбол ăмăртăвӗсем кăçал улттăмӗш хутчен иртрӗç

Пӗр чарăнми çуса тăракан çумăр та чармарӗ çӗпрелсене палăртса хунă футбол турнирне ирттерме. Апрель уйăхӗн тăршшӗпе ăшă та типӗ çанталăк тăнă хыççăн пушшех шăнас килмесен те. Майăн 6-мӗшӗнче çӗрӗпе пӗр чарăнми лӳшкенӗ çумăр ирхине те тамалмарӗ. Турнир пулатех-ши текен шухăшсем те çуралчӗç. Йӗркелӳçӗсемпе çыхăнса вӗсенчен татăклăн «пулать» тенине илтнӗ хыççăн тин çула тухрăмăр. 

Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел ялӗн хисеплӗ çыннине Тимофей Арсентьевич Кудрявцева халалланă футбол ăмăртăвӗсем кăçал улттăмӗш хутчен иртрӗç. Çак çулсенче пысăк шая тухса ăмăртусем регионсен хушшинчи турнир ятне çӗнсе илнӗ. Хальхинче унта 6 команда хутшăнчӗ: ПСК«Красная звезда» (Ульяновск облаçӗ, Аслă  Ключищи), «ФК Çӗпрел» (Чăваш Çӗпрелӗ), «ФК Сокол» (Аксу районӗ), «ФК S-принт» (Ульяновск), «ФК Пасна» (Чăваш Паснапуçӗ), «Бирюч»  (Аслă Нагаткино). Çак пысăк мероприяти çулсерен Чăваш Çӗпрел çамрăкӗсен футбол команди Денис Жирнов ертсе пынипе тата Кивӗ Çӗпрел район администраций тата Чăваш Çӗпрел ял хутлăхӗн администрацийӗ тӗрев панипе, паллах, Кудрявцевсен туслă çемйи хутшăннипе иртет. Турнира йӗркеленӗ çӗре Ульяновск хулинчи паллă шоу-ертӳçӗ Рада Шленская хутшăнман пулсан тенхальхи евӗр спорт уявне çаврăнмастчӗ те пулӗ. Вăл тăрăшнипе мероприятире ача-пăча валли те, курма килнӗ ял-йышшăн та савăнса канмалли нумай. 

Эпир Кивӗ Çӗпрелӗнчи «Сабантуй» лапамне çитнӗ çӗре унта хатӗрленӳ ӗçӗсем пыратчӗç. Йӗркелӳ ӗçӗсене туса пыма пысăк палатка лартнă. Çакăнтах ачасене кӗтсе Тедди упа çурипе Фьёк мультперсонаж çӳреççӗ. Top Junior агентство ӗçченӗсем каланă тăрăх, вӗсем турнира курма килекенсем валли тӗрлӗ конкурссем хатӗрленӗ.  

Пире Рада Шленская кӗтсе илчӗ, пăртакран Тимофей Арсентьевичăн мăшăрӗ Галина Ивановна, вӗсен ывăл-хӗрӗсем килсе çитрӗç. Командăсем темайпен пуçтарăнма пуçларӗç.

Турнира уçнă çӗре Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗ Марат Гафаров, социаллă ыйтусемпе район пуçлăх çумӗ Айрат Залялов, Чăваш Çӗпрел ял хутлăх пуçлăхӗ Виталий Землемеров, Чăваш наципе культура автономийӗн председатель çумӗ, Раççей чăвашӗсен федераллă Наципе культура автономийӗн председатель çумӗ Константин Малышев, ятарлă çар операцийӗнчен отпуска килнӗ Константин Годуновпа Маким Журавлевхутшăнчӗç. 

«Çумăр çăвать пулсан çăкăр пулать, апла паянхи турнира та Турри хăй пилленӗ, – терӗ район пуçлăхӗ сăмах илсе. – Турнира легендарлă çынна, нумай енлӗ учителе, Тимофей Арсентьевич Кудрявцева халалланă. Вăл вара хăйӗн пӗтӗм пурнăçне ачасене воспитани парас ӗçе панă пулнă. Физкультура учителӗ пулса Алешкин-Саплăкра, Кивӗ Çӗпрелӗнчи шкулта ӗçленӗ, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи шкул директорӗ, унтан ял хутлăх пуçлăхӗ пулнă. Ăçта пурăнсан та, ӗçлесен те ачасене, спорт аталанăвне пысăк тимлӗх уйăрнă. 14 çул ӗнтӗ вăл пирӗнпе çук, анчах легендарлă çын çинчен астăвăм пурăнать. «Çын пирки астуса пурăннă чух вăл пурăнать» теççӗ халăхра. Турнира хутшăнакансене пурне те ăнăçу сунатăп тата çывхарса килекен Çӗнтерӳ кунӗпе саламлатăп. Вăйли çӗнтертӗр!», – терӗ Марат Гафаров.  

Айрат Залялов хăй те паллă учителӗн вӗренекенӗ пулнă. Ун çинчен вăл ырăпа асăнчӗ: «Вăл чăннипе асă вӗрентекенччӗ. Эпир ăна юрататтăмăр, çавăнпа асра юлнисем пурте ырă та çутă. Чăваш Çӗпрелӗнчеӗçлеме тытăнсан вăл унта чи малтан хоккей коробкине туса лартрӗ. Пирӗн командăна ăмăртăва чӗнчӗ. 70-мӗш çулсемччӗ, ун чухне пирӗн йӗркеллӗ форма та пулман. Çитрӗмӗр, чăвашçӗпрелсем вара пире хирӗç ятарлă каскăсемпе тухрӗç. Эпир хытă тӗлӗннипе пӗрремӗш шайбăна асăрхамарăмăр та. Мӗншӗн çакна аса илтӗм-ха? Мӗншӗн тесен вăл чи малтан хăйӗн вӗренекенӗсем çинчен шутлатчӗ», – терӗ Айрат Фиркатович. 

Виталий Землемеров Çӗнтерӳ кунӗ умӗн пурне те саламласа ятарлă çар операцине хутшăннă ентешӗсене хăвăртрах Çӗнтерӳпе киле таврăнма, турнира хутшăнкансене ăнăçу сунчӗ. 

Галина Кудрявцева футбол ăмăртăвӗсем мăшăрӗн асăнмалли кунӗ умӗн иртнине палăртса хăварчӗ. «Тимофей Арсентьевич пирӗнтен уйрăлса кайнăранпа вунтăватă çул çитрӗ. Анчах ун юратнă ӗçӗ эсир тăрăшнипе паян кунччен тăсăлать. Хаклă вӗренекенсем, сире пурне те ăнăçу сунатăп. Паллах, пытармастăп, хамăрăн команда çӗнтерессе кӗтеп», – терӗ Галина Ивановна команда капитанне çавра çăкăр  тыттарса. Çапла майпа вăл вӗсене пиллерӗпулӗ. 

 Константин Малышев командăсене саламласа çӗнтерӳçӗсене ЧНКА ятӗнчен Рубинăн çитес матчне 20 билет парнелессине пӗлтерчӗ. «Футбола пӗрре курса ӗмӗрлӗхе юратса пăрахатăн. Вăл пӗрремӗш номерлӗ спорт вăййи. Эпир те футбола тӗрев паратпăр, çавăнпа çӗнтерӳçӗсене пиртен Рубинпа матча билетсем парне пулӗç», – терӗ Константин Анатольевич. 

Сăмах калакансем татах та пулчӗç, вӗсем пурте командăсене ăнăçу, интереслӗ матчсем сунчӗç. 

Т.А.Кудрявцева халалланă турнирăн авторитечӗ пысăк. Регионсен шайне тухса ку çулсенче яланхи партнерсемпе, туссемпе пуянланнă. Марина Кудрявцева (Тимофей Арсентьевичăн хӗрӗ) каланă тăрăх, нумай ӗçе Рада Шленская пулăшнипе пурнăçлама пултарнă. «Ăна хисеплесе кăçалхи ăмăртусене Ульяновскран паллă юрăçсем Дмитрий Трибунскийпе Константин Киашов килчӗç, Шупашкартан чăваш эстрада çăлтăрӗ – Константин Рязанов. Хир кухнине йӗркелессине ял пуçлăхӗВиталий Землемеров хăй çине илчӗ. Пысăк тав Дениспа Кристина Жирновсене, Алексей Годунова, Николай Маркова, Наталья Синдюкована, Дианăпа Эдуард Сачковсене хир тӗпелне йӗркелесе пурне те çитерсе-ӗçтерсе янăшăн. Никама та выçă ямарӗç вӗсем, пысăк тав Кудрявцевсен çемйинчен вӗсене», – тав турӗ ентешӗсене Марина Тимофеевна.  

Турнирăн партнерӗсем те сумлă: «Гангстер» арçынсем валли стильлӗ тум-тир лавкки, вырăнти «Прораб» строительство бази, пылак апат-çимӗç хатӗрлекен Натали Мадурова, Ильдар Халимов остеопат.  Футбол матчӗсем хӗрсе пынă вăхăтра курма килнӗ çынсем тӗрлӗ конкурссене хутшăнса асăннă партнерсенчен парнесемпе сертификатсем илме пултарчӗç. «Сувар» хаçат та информаци партнерӗ пулса çак мероприятие хутшăнчӗ. 

Турнирăн офицаллă пайӗ иртнӗ хыççăн чи интересли  пуçланчӗ – командăсен хушшинчи матчсем. Йӗпе курăк та, малтанласа пӗрӗхсех тăракан çумăр та чăрмантараймарӗ спортсменсене уй тăрăх мечӗке хăвалама. Хӗрӳ атакăсем те, ăнăçлă хӳтӗленнисем те, хитре голсемпе вирлӗ тапăнусем те – йăлт пулчӗç. 

Футболистсен хӗрӳлӗхӗнчен хăраса-ши çумăр пӗлӗчӗсем те саланма тытăнчӗç. Çанталăк йӗркеленсе пынă май футбол уйӗ енне район çыннисем, ытларах чăвашçӗпрелсем, туртăнмапуçларӗç. Ачасем хаваслансах Тедди упа çурипе Фьёк тавра чупкаларӗç, аслисем хăйсен командисене хавхалантарчӗç, паллă юрăçсене итлесе савăнчӗç. 

Кӗçех турнир çӗнтерӳçисем те паллă пулчӗç. Куçса çӳрекен Кубока кăçал Аслă Ключищинчен килнӗ ПСК «Красная звезда» команда тивӗçрӗ. Иккӗмӗш вырăна Чăваш Çӗпрел ялӗн команди йышăнчӗ, виççӗмӗшсем вара Ульяновск команди «S-принт» пулчӗ.

Чи лайăх вылякансене те палăртса хăварар. Турнирăн чи лайăх хӳтӗлевçи Вадим Сальников («S-принт»), чи лайăх тапăнаканӗ – Сергей Гаврилов, чи лайăх вратарӗ – Сергей Козин  (иккӗшӗ те ПСК «Красная звезда» командăран)пулчӗç.

Ирина ТРИФОНОВА. 

Константин Киушов сăнӳкерчӗкӗсем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев