Галина Матвеева: «Алла ручка тытма хӗтӗртекен сăлтавсем тем тӗрлисем те пулма пултараççӗ»
Галина Матвеева прозаик, сăвăç, куçаруçă тата журналист. Унăн сăввисем «Пионер сасси», «Коммунизм ялавӗ», «Хресчен сасси» хаçатсенче, «Тăван Атăл», «Ялав», «ЛИК» журналсенче, коллективлă сборниксенче пичетленнӗ. Вăл – ачасемпе çамрăксем валли çырнă «Хамăркка» (2011), «Чăваш» (2013), «Его звали Чуваш» (2015), «Курак тăманӗ» (2016), «Мăшăр çунат» (2019) кӗнекесен авторӗ. Ача-пăча литературине чăвашла куçарнă, çав шутра Л.Кадкинăн «Детство на гору спешит. Çунатлă çунашка» сăвăсен пуххи, Д.Суслинăн «Юрăпи», «Димка ашшӗне шырать», «Хăрушă вăрттăнлăх», Ж.Яновскаян А.Н.Крылов академик çинчен çырнă «Карап ăсти» кӗнекисем, ытти авторсен произведенийӗсем.
– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Пурнăç тӗкӗрӗ. Вӗçсӗр-хӗрсӗр шухăш уйӗ тесе те калама пулать.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Чун кӳтсе çитни, тӗлӗнни, савăнни, юратни… Алла ручка тытма хӗтӗртекен сăлтавсем тем тӗрлисем те пулма пултараççӗ. Пурнăç пӗр тӗслӗ кăна мар вӗт.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Ман вӗсем нумай. Чун тăрăмне кура паян пӗрне киленсе вулама пултаратăп, ыран кăмăл урăхларах та – урăх автор сăвви-калавне алла илетӗп. Минтер айӗнче сăвă кӗнеки тытас йăлам пур. Кӗнекисем улшăнсах тăраççӗ.
– Юратнă кӗнеке.
– Эпӗ – редактор. Аллăма талантлă çыравçăн ал çырăвӗ лексен эпӗ çав кӗнекене юратса пăрахатăп та, вăл типографирен тухичченех унти геройсен пурнăçӗпе пурăнатăп. Автор пултарулăхӗнчен, тăван чӗлхе пуянлăхӗнчен тӗлӗнетӗп, çак кӗнеке тăван литературăра пурришӗн савăнатăп. Вăхăт (сахал е нумай) иртнӗ май ман пата тепӗр ытарайми ал çырăвӗ лекет те, эпӗ тата тепӗр пулас кӗнекене юратса пăрахатăп. Хам юратакан кӗнекесене çеç мар, вулакансем алран алла çӳретекен кăларăмсене ытларах пултарас килет.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Александр Твардовскипе тӗл пулăттăм. Вăрçă темипе çырнă чи вăйлă сăвă-поэмăсем – унăн. Константин Ивановпа тата Çеçпӗл Мишшипе тӗл пулса вӗсене сывлăхӗсене упрама ыйтăттăм. Ытла та ир «çунса кайнă» вӗсем.
– Пурнăç девизӗ.
– Девизсăрах пурăнатăп. Тăвалла тапаçланакан çын эпӗ. Пӗчӗк чухнех задача мӗн чухлӗ йывăртарах, ăна çавăн чухлӗ хăвăртрах парăнтарас килетчӗ. Кам та пулин хама ура хума тăрăшнă чухне Петӗр Яккусен çырнă йӗркесене аса илетӗп:
«Ăçтан пире çӗнтертӗр-ха усал,
Ӳкес чухне çунат шăтать пулсассăн?..»
2014 çулта кабинетри сӗтелӗм çинче куç умӗнче яланах çак йӗркесем выртатчӗç:
«Не тот пал, кто в беду попал,
А тот пал, кто духом упал».
Пусарсах хунăччӗ мана – пӗтмерӗм.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Çыракан çынсене кăтартас – вӗсем ыттисем мӗн çырнине вулама юратмаççӗ е вăхăт тупаймаççӗ. Çывăх çынсене кăтартас – мухтаса илӗç, маттур тейӗç, анчах ку мана мӗн усă парӗ? Чи çӗнӗ произведенисене, тӗрӗссипе, сунтăха шанса памалла. Кăштах вăхăт иртсен туртса кăларатăн та – сунтăх мӗн калассине сăмахсăрах ăнланса хăвна хăвах тӳрлететӗн.
Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев