Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Газ оборудованийӗсемпе тимлӗ пулăр!

Газ оборудованийӗ пур пӳлӗме уçă сывлăш кӗрсе тăмаллине, вытяжкăсем лайăх ӗçлемеллине те манмалла мар.

Çӗнӗ çул канăвӗн пӗр кунӗнче Тури Услон районӗнчи пӗр ялта пысăк инкек пулнă. Кунта çемйипех, асламăшӗ, ашшӗ, 11-ти арçын ачапа 13-ри хӗрача, сӗрӗм тивнипе вилсе кайнă. Çывăх çыннисем çыхăнăва тухманнипе чăн малтан ачасен амăшӗ сисчӗвленсе вӗсем патне васканă. Шел, çитнӗ тӗле тăванӗсенчен никам та сывламан ӗнтӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, кил хуçи пăрланнă газ трубине хăй тӗллӗн тасатма пикеннӗ иккен. Тасатас вырăнне хупласа хунă пулмалла, мӗншӗн тесен газ сӗрӗмӗ урамалла тухас вырăнне пӳртелле тухнă. Шăп çакă пулнă та инкекӗн тӗп сăлтавӗ.

Тутарстанра 2025 çулта сӗрӗм тухнă 35 тӗслӗх палăрнă. Вӗсенче 4 çын вилнӗ, 68-шӗ шар курнă. Шел, кăçал Çӗнӗ çул вăхăтӗнчех хăрушă инкек енӗпе пӗлтӗрхи çулталăк кăтартăвӗпе танлашма тиврӗ.

«Газпром трансгаз Казань» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорӗн çумӗ Рамис Саляхов пӗлтернӗ тăрăх, çакнашкал инкексенче нумай чухне кил хуçисем хăйсем айăплă. Вӗсем газ колонкисемпе плитисене хăйсем тӗллӗн çӗннипе улăштараççӗ кăна мар, пăрăхсене те урăх вырăна куçараççӗ. Хăрушсăрлăх правилипе вара ку ӗçсене газ службин ӗçченӗсен кăна тума ирӗк пур. Çавăнпа тепӗр хут аса илтеретпӗр, газпа çыхăннă ӗçсем пулсан районти газ службине шăнкăравласа заявка хăвармалла. Газ ӗçченӗсем кил хуçисене меллӗ вăхăтра килеççӗ, кирлӗ-тӗк çӗрле те. Газ оборудованийӗ пур пӳлӗме уçă сывлăш кӗрсе тăмаллине, вытяжкăсем лайăх ӗçлемеллине те манмалла мар.

Енчен те газ оборудованине тӗрӗслеме килекен газовиксене хваттере е киле кӗртмеççӗ пулсан, кун пек хуçасене кашни виçӗ эрнере уведомлени яраççӗ. Кун хыççăн та специалиста киле кӗртме килӗшмесен, газ пама чарăнаççӗ. Кунсăр пуçне 5 – 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ. 2025 çулта республикăра çакнашкал 319 тӗслӗх палăрнă. 268 çынна административлă явап тыттарса 1,5 миллион тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество