Газ оборудованийӗсемпе усă курмалли правилăсене пăхăнмасан вутăпа хутса ăшăнма тивет
Март уйăхӗн 1-мӗшӗнчен Газ оборудованийӗсемпе усă курмалли 410 № правилăна улшăнусем кӗреççӗ. Унпа килӗшӳллӗн малашне газ кӗнӗ çуртсене (хваттерсене) çулталăкра пӗрре газ службин ӗçченӗсем килсе газ мăрйи, вентиляци каналӗ туртнипе туртманнине кăна мар, пӳлӗмсенче сывлăш мӗнле çӳренине те приборпах тӗрӗслеççӗ.
Енчен те кил хуçи вӗçӗмсӗр хăй тӗллӗн уçă сывлăш кӗрсе тăрса пӳлӗмсене уçăлтармалла тумасть е вентиляци каналне хуплать, маларах асăрхаттарнă çитменлӗхсене пӗтермест, газ пăрăхӗсене хăй тӗллӗн улăштарать-тӗк, асăрхаттарса тăмасăрах газ пама чараççӗ. Газ службин ӗçченӗсене тӗрӗслеме киле кӗртес теменнисене, газ оборудованийӗн срокӗ тухсан та усă куракансене, газ службипе килӗшӳ çуккисене те пуçран шăлмӗç ӳлӗмрен. Асăрхаттарсан та итлемесен, вӗсен те газ ырлăхӗ çинчен манма тивет. Граждансене хăратассипе мар, вӗсен яваплăхне ӳстерес тӗллевпе йышăннă мера ку, мӗншӗн тесен газ сӗрӗмӗпе наркăмăшланса вилнӗ тӗслӗхсем ӳснӗ. Тутарстанра кăçал январь пуçланнăранпа кăна газ сӗрӗмӗ тивнӗ 12 тӗслӗхре 8 çынна çухатнă эпир. Ытларах Хусан, Пӗкӗлме тата Элмет хулисенчи çуртсенче сӗрӗм тухнă тӗслӗхсем палăрнă. Кун çинчен паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР пурăнмалли çурт-йӗр тӗп инспекторӗ А.В.Тыгин пӗлтерчӗ.
Çурт-йӗрте газ сӗрӗмӗ тивнин сăлтавӗсенчен пӗри вăл – хваттерсенче сывлăш çӳременни. Сӗрӗм пӳлӗмре аялта пухăннипе чăн малтан ачасене е çывăрма выртнă çынна тивет. «Мӗншӗн ӗлӗк апла пулман?» – тейӗ хăшӗ-пӗри. Спикер каланă тăрăх, ӗлӗк чӳречесемпе алăксене ятарласа сывлăш кӗмелли хушăксемлӗ тунипе пӳлӗмре сывлăш çӳренӗ, газ сӗрӗмӗ пухăнса тăман. Халӗ вара пластик чӳречесем, тимӗр алăксем, çитменнине хамăр та вентиляци каналне шкапсен айне хăварса хуплатпăр е тӗтӗм тухмалли мăрьене пӗлменнипе вентиляци каналӗпе çыхăнтаратпăр. Çавăнпа газ кӗнӗ çуртăн (е хваттерӗн) хуçин вӗçӗмсӗр сывлăш кӗрсе пӳлӗме уçăлтармалла тумалла пулать.
Сӗрӗм тухнипе пулакан инкексенче кил хуçисем кăна айăплă тени тӗрӗс мар, нумай хваттерлӗ çуртсене пăхса тăракан управляющий компанисем, муниципалитетсем çуртсене кӗрекен газ пăрăхӗсене, мăрьесене тивӗçлӗ пăхса тăманнин тӗслӗхӗсем те тем чухлех.
Январӗн 26-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра 215 пушар тухнă. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, нумайрах. Çав шутра газ оборудованийӗсемпе тӗрӗс усă курманнипе те пулаççӗ вӗсем. Январӗн 4-мӗшӗнче Балтаси, 20-мӗшӗнче Мензеле районӗсенче çуртсем çунса кайнин сăлтавӗ те çаках. Газ баллонӗсем тахçанах çӗнӗлӗх мар пулсан та, вӗсемпе усă курнă чух йăнăшсем тăватпăр-ха эпир.
Республикăра общежити статуслă 177 çурта (Элметре – 4, Пӗкӗлмере – 5, Лениногорскра – 5, Хусанта – 130, Анат Камăра – 22, ытти хуласенче -1) харпăрлăха куçарнă. Вӗсем пурте газ кӗртнӗ çуртсем. Паллă ӗнтӗ, пăрăхсене хăйсем пӗлнӗ пек куçараканнисем тупăнаççех унта. Çавăнпа çак çуртсене дегазификаци тума йышăннине пӗлтерчӗç спикерсем. Инкексем енӗпе лару-тăру чăнах та çăмăл мар республикăра, çавăнпа газ оборудованийӗсемпе усă курмалли правилăсене çӗнетнипе пӗрлех тӗрӗслевсене çирӗплетессе кӗтмелле.Тен, ун чух çынсем яваплăрах пулма вӗренӗç.
Газ оборудованийӗсеме усă курма ЮРАМАСТЬ, енчен те:
*Мăрье е вентиляци каналӗ туртмасан, вансан.
*Чӳречесем хупă тăрсан.
*Газ приборӗсем юсавсăр пулсан.
*Мăрьесемпе вентиляци каналӗсене тасатман пулсан.
*Вентиляци каналӗсене хупласа хурсан.
*Газ оборудованийӗсене хăвăр тӗллӗн улăштарсан е урăх вырăна куçарсан.
* Газ приборӗсем пур пӳлӗмсен планировкине ятарлă ведомствăна пӗлтермесӗр хăвăр тӗллӗн улăштарсан, хутса ăшăтмалли лаптăка ӳстерсен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев