Георгий хăйăвне валеçме пуçлаççӗ
Хусанта акци апрелӗн 25-мӗшӗнче Бауман урамӗнче ирхине 9:30 сехетре Ырăлăх маршӗпе пуçланать.
Акцие шкул ачисем, студентсем, обществăлла организацисен хастарӗсем хутшăнаççӗ. Хаваслă лару-тăрура хăйăва каснă хыççăн, «Георги хăйăвӗ» акци Хусанта пур çӗрте те пуçланать. «Çӗнтерӳ волонтерӗсемпе» Хусанти добровольчество аталанăвӗн центрӗ хăюсене май уйăхӗн 9-мӗшӗчченех Бауман урамӗнчи сехет патӗнче, Камал театрӗ, «Казан» Çемье центрӗ умӗсенче, Горький, Петров, Урицкий, «Крылья Советов», Горки-Ометьево паркӗсенче валаçеççӗ.
Георги хăйăвӗ – тӗнчене фашизмран хăтарса пуç хунисене сума сунин, фронтшăн нимӗн те хӗрхенменнисене тав тунин, ветерансене хисепленин тата Аслă Çӗнтерӳпе мăнаçланнин символӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев