Грачевскин вăрттăн ӗмӗчӗ «Ералаш» мар
Паян, апрелӗн 24-мӗшӗнче, «Алмаз синема порт» кинотеатрта «Ералаш» «ашшӗпе» Борис Грачевскипе питӗ те интереслӗ тӗлпулу пулчӗ.
Унта журналистсемсӗр пуçне асăннă киножурнала юратакансем, «Ералашăн» Хусанти студине çӳрекен ачасемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсем пуçтарăннăччӗ.
Творчествăлла тӗлпулура Борис Грачевский «Ералашăн» историйӗ, паянхи кун-çулӗ, хăйӗн пурнăçӗ çинчен каласа пачӗ, ыйтусене хуравларӗ. Ун сăмахӗсемпе, паянхи ачасем, ӗлӗкхи фильмсене пăхмаççӗ, çавăнпа киножурнал йышӗ вӗсене мӗн интереслентерет, çавăн çинчен ӳкерет.
- Ютубра пирӗн хамăрăн канал уçăлнă. Хăш-пӗр роликсене 14 миллион таран та пăхни пур. Мана кунта мӗн тӗлӗнтерет-ха? Мӗн чухлӗ сюжет ансат та кăнттамрах, çавăн чухлӗ интересӗ ун тавра ытларах. Çапах çакна шута илмесӗр пултараймастпăр. Ачасен интересӗ пирӗншӗн тӗп вырăнта. Вара фильма шухăш енчен те пуянрах, çав вăхăтрах хальхи атьсене те килӗшмелле тăвас тесе пуç ватма тивет, – терӗ Борис Юрьевич.
Талант пирки те интереслӗ каларӗ вăл. Грачевский шучӗпе, талант вăхăтлăх пулма пултарать. Кăна вăл нумай тӗслӗхпе çирӗплетрӗ.
- Эсир пӗлекен нумай «Ералаш» çăлтăрӗ, паян, шел пулин те, пӗр режиссера та интереслентермест. Мӗншӗн тесен пултарулăхӗ пӗтнӗ. Роль паратăн – выляймаççӗ. Çав вăхăтрах пӗр-ик çул каярах кăна сьемкăра ăна çитекенни пулман. Тур пани кăна сахал, ăна аталантарма пӗлмелле, нумай вӗренмелле, вуламалла, ӗçлемелле. Сергей Лазарева илер, ачаранах унран мӗн те пулин пӗлтерӗшли çитӗнессе кураттăм. Сăмах май, «Ералаш» пуçланнă чухне янракан юрра та вăл юрлать. Шел те, кашни талантлă ачаран ун пек çăлтăр çитӗнеймест, сӳнеççӗ – терӗ режиссер.
Хăй пирки каласан, Грачевскин ачалăхӗ питӗ интереслӗ иртнӗ. Пулас режиссер артистпа библиотекарь çемйинче ӳснӗ, вӗсенчен инçех мар испансен çемйи пурăннă. Пӗри Кану çурчӗн лаша витинче конюх пулса ӗçленӗ. Питӗ ырă та йӗркеллӗ çын пулнă çавскер. Ăна кура пӗчӗк Боря та вăрттăн конюх пулма ӗмӗтленнӗ. Сăмах май, ашшӗ-амăшӗ ăна классика литератури, музыки, живопиçӗ çинче ӳстернӗ.
Пирӗн телее, унăн ӗмӗчӗ пурнăçланман. Унсăрăн паян «Ералаш» пулӗччӗ-ши? Пулсан та урăхларах пулӗ.
Тӗплӗнрех кун пирки «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пултаратăр. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев