Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Гран-припе купăс кăçал элметсенче

Гран-прие тата фестиваль-конкурсăн тӗп парнине – купăса– кăçал Элмет районӗнчи Патраклă купăсçи Владимир Михайлович Кривченко çӗнсе илчӗ.

Чунри çитмӗл çичӗ хӗлӗхе тивекен купăс сасси халӗ ӗлӗкхи пек ялсенче каçсерен янрамасть, туйсенче те пит илтӗнсех каймасть. Апла пулин те ăста купăсçăсем çук тенине пӗлтермест ку. Çакна çулсерен иртекен «Выля, хут купăс!» республика фестиваль-конкурсӗ купăсçăсене республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуçтарса çирӗплетет.  Черетлӗ конкурс (шучӗпе 8-мӗшӗ) августăн 28-мӗшӗнче Çӗнӗ Шуçăм районӗнче иртрӗ. Ăна пӗлтӗрхи пекех ТР ЧНКА, «Аталан» чăваш çамрăкӗсен ушкăнӗ ТР Халăхсен ассамблейипе, Çӗнӗ Шуçăм район администрацийӗпе пӗрле йӗркелерӗ.

Кăçалхи конкурса купăсçăсем ытларах Кама леш енчи Аксу, Нурлат, Лениногорск, Çарăмсан, Çӗнӗ Шуçăм, Чистай, Элмет районӗсенчен килчӗç. Çаплах Хусан хули те айккинче юлмарӗ. Самара облаçӗнчен те пурччӗ. Атăл ку енчисем, шел те, çул инçине кура килеймерӗç.

«Выля, хуткупăс!» фестиваль нихăçан та сцена çинче пуçланмасть, ăна яланах конкурсант-купăсçăсен парачӗ уçать. Пӗр харăсах вун-вун купăс каласа утни районӗпех илтӗнет. Кăçал та çаплах пулчӗ, купăсçăсем Ленин урамӗнчен пуçласа культурăпа кану паркӗ патне çити утрӗç. Кунта вӗсене районти тӗрлӗ халăх (вырăс, чăваш, тутар, кӗрешӗн тата армян) «ялӗ» кӗтсе илчӗ. Кашни халăх шатерсем лартса хăй культурипе, апат-çимӗçӗпе, тумӗпе паллаштарчӗ.

Конкурс-фестивалӗн официаллă пайӗнче конкурсантсемпе куракансене Çӗнӗ Шуçăм район ертӳçи В.Козлов, ТР Халăхсен ассамблейин председателӗн çумӗ Н.Владимиров, РФ патшалăх Думин депутачӗн А.Хайруллинăн Анат Кама районӗнчи пулăшуçи А.Гамирзянова, РФ Социаллă страховани фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗ Р.Гайзатуллин тата ТР ЧНКА Ӗçтăвком председателӗн çамрăксемпе ӗçлекен çумӗ А.Носков саламларӗç. Чăваш çамрăкӗсен лидерӗ район ертӳçине В.Козлова республикăра чăваш культурине аталантарма пулăшнăшăн тав туса ТР ЧНКА Хисеп хучӗпе чысларӗ. Чăвашсен фестиваль-конкурсӗ Н.Владимировшăн та асра юлӗ, çак района 1993-1998 çулсенче ертсе пынăскере çӗнӗшуçăмсем «Çӗнӗ Шуçăм районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ят парса хисеп турӗç.

VII «Выля, хуткупăс!» конкурсăн Гран-прине тивӗçнӗ Аксу купăсçипе Э.Ильинпа Шупашартан килнӗ А.Сорокин купăсӗсене тăсса ярсанах кăçалхи конкурс та хӗрӳ пулассине систерчӗ. Купăсçăсем конкурсантсене çапла хăйне евӗрлӗ ăнăçу сунни пулчӗ вăл.

Конкурс условийӗсем тăрăх, конкурсант-купăсçăсен хăйсен ăсталăхне 4 минутран ытла мар тăсăлакан пӗр произведени (халăх юрри, халăхра анлă сарăлнă юрă, такмак, ташă кӗвви...) каласа кăтартмаллаччӗ. Вӗсен пултарулăхне сумлă жюри: Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчӗн преподавателӗ, ăста купăсçă А.Сорокин, VII «Выля, хуткупăс!» фестиваль-конкурс çӗнтерӳçи Э.Ильин, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи ача-пăча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗсем М.Минаевăпа А.Немцов тата чăваш эстрада артисчӗ А.Казанцев хакларӗç.

Конкурсантсем хăйсен пултарулăхне икӗ номинацире кăтартрӗç. Жюри баллсене шутланă вăхăтра та сцена пушă тăмарӗ, вырăнти, районсенчен килнӗ ансамбльсем хаваслă концертпа савăнтарчӗç.

Çапла вара «Янра, такмак!» номинацире:

I степеньлӗ диплома – Николай Уламасов (Çарăмсан районӗ);

II степеньлӗ дипломсене – Геннадий Садовников (Лениногорск хули), «Çăлкуç» ансамбль (Çӗнӗ Шуçăм районӗ, Чăваш Шупашкарӗ), «Палан» ансамбль (Элмет районӗ, Пӳсрек);

III степеньлӗ дипломсене – Иван Ильин (Чистай районӗ, Анат Кăтрата), «Çеçпӗл» ансамбль (Элмет районӗ, Патраклă ялӗ);

«Выля, хуткупăс!» номинацире:

I степеньлӗ дипломсене – Алексей Демидов (Çӗнӗ Шуçăм районӗ), Дмитрий Шаронов (Çӗнӗ Шуçăм районӗ);

II степеньлӗ дипломсене – Петр Носков (Çӗнӗ Шуçăм районӗ, Чăваш Шупашкарӗ), Семен Леонтьев (Нурлат районӗ), Дмитрий Капитонов (Нурлат хули);

III степеньлӗ дипломсене Василий Майоров (Аксу районӗ), «Илем» юрăпа ташă ансамблӗ (Çӗнӗ Шуçăм районӗ, Чăваш Шупашкарӗ) тивӗçрӗç.

Гран-прие тата фестиваль-конкурсăн тӗп парнине – купăса– кăçал Элмет районӗнчи Патраклă купăсçи Владимир Михайлович Кривченко çӗнсе илчӗ. Саламлатпăр!

Паллах, республика шайӗнчи фестиваль-конкурс спонсорсен пулăшăвӗсӗр иртеймест. Йӗркелӳ комитечӗ вӗсене: ТР ЧНКА Ӗçтăвком председательне В.Иванова, «Вист Кард» компание (А.Архипова), Хусанти «Дикий» гастропаба, ТР ЧНК Ӗçтăвком пайташне В.Юнусовăна, «АриАнд» тулли мар яваплăхлă обществăна (Л.Жуковăна), ТР ЧНКА Ӗçтăвком пайташне В.Казакова, «Çăлкуç» ача-пăча ансамбльне (ертӳçи Л. Ильдулова) пурне те тав тăвать. (А. Носков сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана