Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Грипран çӗнӗлле сипленӗпӗр

Грипп чирӗнчен сипленнӗ чух февральтен çӗнӗ стандартсене пăхăнмалла теççӗ, клиника рекомендацийӗсем те çитес уйăхран урăхларах пулӗç

 

Çӗнӗ правилăсемпе чирлени кăшт паллă пулсанах вируссене хирӗç терапи пуçламалли çине пусăм тăваççӗ. Чир çăмăллăн иртет пулсан антибиотиксемпе сипленме хушмаççӗ. Сиплев вӑхӑтне 9 куна ҫити кӗскетнӗ, анализсемпе инструмент тӗпчевӗсен списокне анлӑлатнӑ, вируссене хирӗҫ тата иммуномодуляциллӗ ҫӗнӗ препаратсем хушӑннӑ. Грипп паллисенчен сиплекен эмелсен списокне пăхса тухнă.

Сиплеве малтанхи икӗ талăкра пуçламалла.

Вируспа май пур таран иртерех кӗрешме тытӑнмалла. Грипп- инфекци чирӗ, вăл сывлăха хавшатать, йывăрлатать, шала каять, унран ытти чирсем пуçланаççӗ. Вӗсенчен пӗри вируслă пневмони, ӳпке шыçни.

Грипран ятарлă антивируслă препаратсем пур. Чирленин паллисене асăрхасан 48 сехет хушшинче сипленме тытăнсан кулянмалла пулмӗ. Паллах, тӳрех тест ирттерсе чăнах та грипп пулнине диагноз лартни сиплеве хăвăртлатать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье