Иакинф Бичурин палăкӗ умӗнче пуç тайса таврăнтăмăр
Санкт-Петербургра Александро-Невски лаврин территорийӗнче вырнаçнă XVIII ӗмӗрти некропольте – Лазаревски масарӗнче пулса куртăмăр. Ăна I Петр патша никӗсленӗ. Çакăнта паллă чăваш ывăлӗ, синолог, китаевед, Вырăс Православи Чиркӗвӗн архимандричӗ Иакинф Бичурин та ӗмӗрлӗх канлӗх тупнă.
Ноябрӗн 10-11-мӗшӗсенче Санкт-Петербург хулинче чăваш халăхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ мероприятисем иртрӗç. Пӗрремӗш кунӗнче Ленинград облаçӗн Туслăх Çуртӗнче çавра сӗтел ӗçлерӗ. Иккӗмӗш кунӗнче Александро-Невски лаврин территорийӗнче вырнаçнă XVIII ӗмӗрти некропольте – Лазаревски масарӗнче пулса куртăмăр. Ăна I Петр патша никӗсленӗ.
Ирхине 10 сехет тӗлне делегатсем Александро-Невски лаврин картишӗнче пуçтарăнма тытăнчӗç. Палăртнă вăхăта кӗçех Раççей чăвашӗсен ФНКА председателӗ, Раççей Геройӗ Николай Гаврилов мăшăрӗпе, Санкт-Петербургри ЧНКА председателӗ Валериан Гаврилов, истори наукисен докторӗ Антон Салмин тата ыттисем килсе çитрӗç. Делегатсенчен килӗсене кайса ӗлкӗрейменнисем пулчӗç.
Некрополь историйӗпе Валериан Гаврилов питӗ тӗплӗн паллаштарчӗ. Кунта I Петр патшан йăмăкӗ Наталья Алексеевна, ывăлӗ Петр Петрович (каярах вӗсене Благовещенски чиркӗвне куçарнă) М.В.Ломоносов, А.С.Пушкинăн мăшăрӗ Н.Н.Гончарова (Ланская), Апраксинсем, Голицынсем, Долгорукийсем, Разумовскисем тата ытти аристократсем ӗмӗрлӗх канлӗх тупнă. Кунта Раççей историне тӗпчеме пулать. Вилтăпри çинчи палăксем кашни мемориаллă искусствăн шедеврӗсем.
Çакăнта паллă чăваш ывăлӗ, синолог, китаевед, Вырăс Православи Чиркӗвӗн архимандричӗ Иакинф Бичурин та ӗмӗрлӗх канлӗх тупнă. Эпир шăпах унăн палăкӗ умӗнче пуç тайса чечек хума пуçтарăнтăмăр та. Иакинф Бичурина асăнса митинг та иртрӗ. Пуçтарăннисене Раççей историйӗпе наукинче паллă йӗр хăварнă чăваш çинчен Антон Салмин, Валериан Гаврилов интереслӗ каласа пачӗç. Раççей кун-çулӗшӗн пӗлтерӗшлӗ çынсемпе пӗрле чăваш çыннине пытарни чăн та питӗ хисеплӗ. Пурăннă чух та аристократи ăна питӗ хисепленӗ, ăшпиллӗн йышăннă.
Валериан Анатольевич сăмахӗпе, Иакинф Бичурин патӗнчен çын татăлмасть, уйрăмах китайсем нумайăн килеççӗ.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев