Якурккелӗнчи ыркăмăллăх концертӗнче пухăннă укçа та салтаксем валли
Нурлатсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тӗллевпе «ХАМĂРĂННИСЕНЕ ПĂРАХМАСТПĂР» ыркăмăллăх концерчӗсем ирттерессине йăлана кӗртнӗ. Шучӗпе çиччӗмӗш концерт апрелӗн 13-мӗшӗнче Якурккел ялӗнчи Культура çуртӗнче иртнине хыпарлать вырăнти хаçат. Пӗтӗмпе пухăннă 66 000 тенкӗ укçана пӗр пус юлмичченех салтаксем валли чи кирлӗ хатӗрсем туянма куçарӗç.
Мероприятире Якурккел, Мамăк, Хуралту Культура çурчӗсен, Якурккел шкулӗн ачисем, Нурлат район артисчӗсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Концерта çаплах «Боевое братство» çар ветеранӗсен районти пӗрлешӗвӗн представителӗсем те килнӗ. Районти «Вкусняшки для Победы» волонтер ушкăнӗ, Якурккел Культура çурчӗ çумӗнче йӗркеленнӗ «Шьем для наших» çӗлекен-çыхакан цех хăйсен продукцийӗн куравне йӗркеленӗ. Пухăннă хăнасем валли салтак пăтти те пӗçернӗ-мӗн. (Нурлат хаçачӗн сайтӗнчи сăнӳкерчӗк).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев