Ял шкулӗсене ӗçлеме каякан вӗрентекенсене компенсаци тӳлеме 1,1 миллиард тенкӗ пăхса хунă
Ку йышăнăва тума паянхи лару-тăру хистет. Яллă районсенче педагогсем çитмеççӗ, кадр ыйтăвӗ çивӗч тăрать. Пӗлтӗр, сăмахран, çӗршывӑн 80 яхӑн субъектӗнче 599 вакантлӑ вырăн уçнă. Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен ялсенче 260 земски учитель ӗçе пуçăннă.
2026 çулта «Земский учитель» программӑна пурнăçлама 1,1 миллиард ытла тенкӗ уйăрма палăртнă. Кун пирки РФ вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко тата РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ, хыпарлать Раççей Правительствин пресс-служби.
Чернышенко сăмахӗпе, программăна пурнăçлама кăçал укçа-тенкӗ калăпăшне икӗ хут ӳстернӗ, апла пулсан ӗç вырăнӗсем те ӳсеççӗ. Ку йышăнăва тума паянхи лару-тăру хистет. Яллă районсенче педагогсем çитмеççӗ, кадр ыйтăвӗ çивӗч тăрать. Проблемăна татса парас тӗллевпе çамрăк специалистсене укçа парса илӗртме тăрăшаççӗ.
«Вӗренме пӗр пек майсем туса парас тата вӗрентекенсене пӗчӗк хуласемпе ялсене ӗçлеме илӗртес тӗллевпе «Молодежь и дети» нацпроект шайӗнче «Земский учитель» федераллӑ программа пурнӑçланать. 2025 çулхи конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе вакансисене пурне те тивӗçтернӗ, федераци бюджетӗнчен çак тӗллевпе 600 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Кӑçалхи программӑра вырӑнсемпе укçа - тенкӗ шутне икӗ хут ӳстернӗ. 1 216 ваканси пуçне 1,18 миллиард тенкӗ ытла уйăраççӗ», – палӑртрӗ вице-премьер.
Пӗлтӗр, сăмахран, çӗршывӑн 80 яхӑн субъектӗнче 599 вакантлӑ вырăн уçнă. Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен ялсенче 260 земски учитель ӗçе пуçăннă.
Дмитрий Чернышенко палăртнă тăрăх, «Земский учитель» программăпа ӗçе вырнаçакан педагога пӗр хутчен укçа компенсацийӗ тӳленет, вăл 1 млн тенкӗпе танлашать. Федерацин Инçет Хӗвелтухӑç округӗн, Луганскпа Донецк республикисене, Запорожьепе Херсон облаçӗсене ӗçлеме каякан земски учительсен тӳлевӗ икӗ хут пысӑкрах.
Тутарстанӑн Вӗрентӳпе наука министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 2025 çулта «Земский учитель» программӑпа иртекен суйлав конкурсӗнче 12 вӗрентекен çӗнтернӗ. Вӗсене пурне те компенсаци тӳленӗ.
«Земский учитель» федераци программине ялсенчи, рабочи поселокӗсенчи, хула йышши поселоксенчи тата 50 пин çын таран пурӑнакан хуласемпе хупӑ йышши администраципе территори йӗркеленӗвӗсенчи (вӗсенче хуть мӗн чухлӗ çын пурăнсан та) вӗрентӳ организацийӗсене педагогсемпе тивӗçтерес тӗллевпе хута янă. Программа «Молодежь и дети» наци проекчӗ шайӗнче 2020 çултанпа пурнӑçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев