Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял хуçалӑх тата тирпейлекен промышленность ӗçченӗн кунне халалланӑ савӑнӑçлӑ мероприяти

Тутарстан Республикин Раисĕ Рустам Минниханов паян «Казань Экспора» ял хуçалӑх тата тирпейлекен промышленность ӗçченӗсене саламларӗ.

«Паян кунта хӑйӗн ӗçне чунтан юратакансем пуçтарӑнчӗç. Эсир ӗçленипе пирӗн граждансен сӗтелĕсем çинче яланах çӑкӑр, сӗт-çу, аш-какай тата пахча çимӗç пур, — тенӗ ТР Раисĕ. — Кӑçалхи çул пирӗн аграрисемшӗн çӑмӑлах мар килчӗ пулсан та тивӗçлӗ  тухӑç, 3,5 миллион тонна  тырă пухса илтĕмĕр. 1,5 миллион тонна сахӑр кӑшманĕ, 790 пин тонна çӗр улми, 250 пин тонна пахча çимӗç пуçтарассине тивӗçтерӗç. Сирӗнтен кашниех тулли кӑмӑлпа ӗçлет, сире пурне те пысăк тав сăмахĕ калас килет.

«Колос», «Цильна», «Битаман», Вахитов ячĕллĕ ЯХПК предприятисем, «Август-Агро», «Агросила», «Чистополье», «Красный Восток Агро» агрохолдингсем тата «Ак Барс» холдинг пысӑк ӗç кӑтартӑвӗсем тунине палăртнă Рустам Нургалиевич.

Тухăç пухса илес енӗпе лидерсен шутӗнче Теччӗ, Пӑва тата Арск районĕсем.

Сăнӳкерчӗк rais.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство Раис РТ