Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Яланах яваплă ӗçре тăрăшнă

Çак кунсенче хăйӗн юбилейне паллă тăвакан Вячеслав Матюшин Çӗпрел районӗнче паллă çын


 
Çак кунсенче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакă ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Кивӗ Çӗпрелӗнче пурăнакан Вячеслав Михайлович Матюшин хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă тăвать. 
 
Йышлă çемьере çитӗннӗ
Вячеслав нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ашшӗ – Михаил Николаевич Матюшин – 1914 çулхи пулнă, амăшӗ – Анастасия Ивановна Альмяшкина – 1921 çулхи. Амăшӗ Кивӗ Упи ялӗнче çуралса ӳснӗ. Пулас мăшăрӗпе вăл вăрçăчченех районта паллашнă – Михаил Николаевич ун чухне партин районти комитетӗнче инструктор пулса ӗçленӗ. Анастасия Ивановна вара Упи колхозӗнче счетовод пулнă. 
Матюшинсен çемйинче 7 ача çитӗннӗ. Слава – чи кӗçӗнни. Иртнӗ ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринче ялсенче ача сачӗсем пулманран çемьери кӗçӗн ачасене аслăраххисем пăхнă, ашшӗпе амăшӗ ялан ӗçре пулнă. Слава хăйне пăхнă, воспитани панă пиччӗшӗсемпе аппăшӗсене паян кун та тав тăвать. 
Халӗ унăн Нина (1942 çулхи) тата Роза (1945 çулхи) аппăшӗсем хăйсен çемйисемпе Ульяновск хулинче пурăнаççӗ, тивӗçлӗ канура. Аслă аппăшӗ пурнăç тăршшӗпе бухгалтерта тăрăшнă, тепри вара – суту-илӳре. 
Аслă пиччӗшӗ, Николай, 1949 çулхи, вăтам шкул пӗтерсен Ульяновскри политехника институтӗнче вӗренсе аслă пӗлӳ илнӗ. Дипломлă инженера Шупашкарти трактор тăвакан завода ӗçлеме янă. Тивӗçлӗ канăва тухиччен аслă технолог пулса ӗçленӗ вăл. 
Тепӗр пиччӗшӗ Иван та, 1951 çулхи, Шупашкарта тӗпленнӗ, вас­кавлă пулăшу станцийӗнче водительте ӗçленӗ. Халӗ иккӗшӗ те тивӗçлӗ канура. 
1953 çулта çуралнă пиччӗшӗн Борисăн çеç шăпи телейсӗр пулнă – вăл 32 çулта чухне чирлесе тăнă хыççăн ӗмӗрлӗхех куçне хупнă. 
Аппăшӗ Елена, 1958 çулхи, чи пархатарлă профессие суйласа илнӗ – вăл вӗрентекен. Елена Михайловна Хусанти патшалăх педагогика институтне пӗтернӗ. Мӗн тивӗçлӗ канăва тухичченех Çырчаллинчи шкулсенче ачасене вырăс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 
 
Ачаран хастар
Малалла Матюшинсен кӗçӗн ывăлӗ Вячеслав Михайлович пирки тӗплӗнрех каласа парас килет. Шкулта вӗреннӗ чух вăл та, ытти арçын ачасем пекех, спорта юратнă. Футболла выляма, йӗлтӗрпе чупма кăмăлланă. Шкулта Слава аван вӗреннӗ, дисциплинăна çирӗп пăхăннă. Шкулти кашни спортпа культура мероприятине хастар хутшăннă вăл, комсорг хушнине яланах пысăк хавхаланупа пурнăçланă. 
Кивӗ Чакăри сакăр çул вӗренмелли шкула пӗтерсен малалла Анат Чакăри вăтам шкулта вӗреннӗ, ăна 1978 çулта Мухтав хучӗпе пӗтернӗ. Сăмах май, мана шăпах çав çул, Канашри педагогика училищине пӗтернӗскере, Кивӗ Чакă шкулне ӗçлеме ячӗç. Эпӗ Марье аппа патӗнче хваттерте тăраттăм. Вăл вара Матюшинсен çывăх тăванӗччӗ. Тӗрӗсрех каласан Марье аппа Славăн ашшӗпе пӗртăванӗн, отставкăри майорăн Константин Матюшинăн арăмӗ пулнă. Слава хăйӗн çывăх тăванӗн çарти çул-йӗрне тӗпчесе пӗлнӗ. Вăл хăйӗн пиччӗшӗпе – Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗн кавалерӗн, çар офицерӗн вăрçăри хăюлăхӗпе, паттăрлăхӗпе, ытти нумай орден-медале тивӗçнӗскерпе питӗ мăнаçланать вăл. 
Вулакан ăнланчӗ пуль ӗнтӗ, эпӗ Вячеслав Михайловича тахçантанпа пӗлетӗп, тӗрӗсрех каласан 47 çул туслă эпир унпа. 
 
Пӗрле ӳснӗ Нинăпа пӗрлешнӗ
Вячеслав хăйӗн пӗрремӗш специальноçне – питӗ сайра тӗл пулаканскере – Хусанти техника училищинче вӗренсе илнӗ. Поч­та вагонӗн пуçлăх çумӗ пулнă вăл. 1979 çулта, алла илнӗ специальноçӗпе ӗçлесе пăхаймасăрах, çамрăк качча çара илнӗ. Вăл Хӗвелтухăçӗнчи Хӗрлӗ Ялавлă пограничниксен округӗнче авиаци хӗç-пăшаллантарăвӗ енӗпе аслă механик пулнă хӗсметре. Салтак тивӗçӗсене аван пурнăçланăшăн Вячеслав Матюшин 1-мӗш класлă специалист ятне илме тивӗçнӗ. Хӗсметре çулталăк тăнă хыççăн ăна çар тата политика хатӗрленӗвӗнче ăнăçусем тунăшăн киле кӗске вăхăтлăх отпуска кайса килме ирӗк панă, эскадрилья командованийӗ партие кӗме кандидата тăратнă. Çар присягине ăнăçлă пурнăçласа пынăшăн Вячеслава «Отличник СА», II степеньлӗ «Отличник пограничных войск», «Отличник ВВС» кăкăр çине çакмалли паллăсемпе наградăланă.
1981 çулхи çуркунне салтак­ран таврăнсан Слава Çӗпрелӗнчи райпора товаровед вӗренекенӗнче ӗçлеме пуçланă. Çур çултан çамрăка Чукал ялӗнчи суту-илӳ предприятийӗн товаровечӗ пулма çирӗплетеççӗ. Унтан Пăрăнтăк станцийӗнчи столовăйра заведующи пулса ӗçлет вăл. Общепит директорӗн çумӗ пулса çулталăк тăрăшнă хыççăн Матюшина Кивӗ Çӗпрелӗнчи тӗп столовăйăн производство заведующийӗ пулма куçарнă. 1984 çулхи сентябрьте Çӗпрел райповӗн хуçалăх таварӗсен склачӗн заведующийӗнче ӗçлеме тытăнать. 
Çав çулхи июнь уйăхӗнче Слава авланнă – ачаран пӗрле выляса ӳснӗ савнă хӗрне Нина Шишкинăна качча илнӗ. 1985 çулта çамрăк çемьере Владислав ятлă ывăл çуралнă. Вăл çитӗнсен Ульяновск­ри аслă çар çыхăну училищине пӗтерчӗ. Хальхи вăхăтра Хусанта Шалти ӗçсен министерствинче ӗçлет. Çемьеллӗ, мăшăрӗпе Юлия­па хӗр ӳстереççӗ. 
 
Тăрăшуллă ӗçчен
Вячеслав Михайловичăн мă­шăрӗ Нина Петровна И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетне пӗтернӗ. Тивӗçлӗ канăва тухичченех вӗрентӳ уйрăмӗн бухгалтерӗнче, районти централизациленӗ бухгалтерин ертӳçин çумӗнче тăрăшнă. 
Вячеслав Михайлович 1986 çулхи март уйăхӗнчен пуçласа пӗр вăхăт хушши Чукалти кооперативлă предприятин директорӗн тивӗçӗсене пурнăçланă, каярах ăна райцентрти «Детский мир» лавккан заведующине куçараççӗ. Эпир çемьепе ун чух райцентрта пурăнаттăмăрччӗ, çавăнпа та Вячеславпа Нина Матюшинсем çынсене еплерех кăмăллăн тавар сутнине, кирлине туянма пулăшнине лайăх астăватăп. 
1989 çулхи апрельте Вячеслав Михайловича Çӗпрел райповӗн обществăлла апатлану пӗрлешӗвӗн директорӗ пулма çирӗплетнӗ. Ӗçленӗ хушăрах, профессиллӗ ăсталăхне ӳстерес тӗл­левпе, Матюшин Мускаври Халăхсен туслăхӗн орденӗллӗ коопераци институтӗнче вӗренсе экономист специальноçне алла илнӗ. Çӗпрел районӗн админист­рацийӗ Вячеслав Михайловича, пултарулăхне кура, тата яваплăрах ӗçе куçарать – «Россия» колхозăн тӗп бухгалтерӗ пулса тăрать вăл. 
2000-мӗш çулсен пуçламăшӗнче çак хуçалăхрах склад заведующийӗнче тăрăшать, каярах çак должноçра «Знамя» тулли мар яваплăхлă обществăра, унтан райцентрти универмагра директорта ӗçлет. 
Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1-мӗш номерлӗ шкулта виçӗ çул хушши директорăн администраципе хуçалăх енӗпе çумӗнче тăрăшнă. 2018 çул вӗçӗнчен пуçласа паян кунччен районти Нумай функциллӗ центрта хуçалăхпа эксплуатаци уйрăмӗн пуçлăхӗн тивӗçӗсене пурнăçлать. 
Вячеслав Михайлович хуть ăçта ӗçлесен те ӗçе яланах тӗплӗ, пӗтӗм чунтан тума хăнăхнă. Районти пот­ребкоопераципе обществăлла апатлантару системинче нумай çул тăрăшса ӗçленӗшӗн ăна темиçе хутчен те тӗрлӗ Тав хучӗсемпе чысланă, Хисеп хăми çинче çырнă. Вăл тӗслӗхлӗ çемье пуçӗ, юратнă мăшăр, тимлӗ атте, тăрăшуллă асатте. Ун пек çынсем пирки «ăçта çуралнă, çавăнта юрăхлă пулнă» теççӗ. Çавăн пек кăмăллă çын вăл Вячеслав Матюшин.
 
Геннадий КАРСАКОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Йӗлмел. 
Матюшинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество