Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Январӗн 20-мӗшӗччен Хусан Кремлӗпе Наци музейне пӗрлехи билетпа кӗме пулать

ТР наци музейӗ «Хусан Кремлӗ» музей-заповедникпа пӗрле «Кӗмӗл билет» программа пуçарнă. Вăл – Хусанăн темиçе музейне кӗмелли пӗрлехи билет.

Мӗнле-мӗнле музейсене кӗме пулать:

*Хусан Кремлӗн музейӗсем,

*ТР Наци музейӗ (Кремлевская урамӗ, 2-мӗш çурт),

*1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин музей-мемориалӗ (Кремль территорийӗ, 12-мӗш çурт),

*Габдулла Тукайăн литература музейӗ (Тукай урамӗ, 74-мӗш çурт),

«Кӗмӗл билетăн» срокӗ: туяннă кунран 7 кун.

Хăçанччен: январӗн 20-мӗшӗччен.

Кам валли: «Кӗмӗл билет» аслисем валли кăна.

Хăçанччен тавăрса памалла? Мероприяти пуçланиччен 3 кунран сахалрах вăхăт юлсан каялла йышăнмаççӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество