Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан тӗллеве пурнăçларӗ: «Игры Будущего» турнира çӳллӗ шайра хатӗрлесе уçрӗ

Тӗнчери пӗрремӗш «Игры Будущего» мультиспорт турнирӗ февралӗн 21-мӗшӗнче Хусанти «Казань-Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче уçăлчӗ. Церемони мӗнле пулассине йӗркелӳçӗсем юлашки самантченех вăрттăнлăхра тытсан та, ытти мероприятисеннин çывăхне те пымасси паллăччӗ. Çапла пулчӗ те, çӳллӗ технологисем, нейросеть куракана виртуаллă тӗнче тăрăх çӳретсе самантлăха малашлăха çитерчӗç.

Киберспортпа чăн спорта пӗрлештерекен пӗрремӗш «Игры Будущего» турнира РФ Президенчӗ Владимир Путин уçрӗ.

Владимир Владимирович хăйӗн сăмахне инновациллӗ, çӗнӗ форматлă фиджитал-спорт пионерӗсене саламланинчен пуçларӗ. Йăласемпе хальхи пурнăç, ӳт-пӳ пиçӗхӗвӗпе çӳллӗ интеллект, спортпа технологисен, çутӗçпе наука пӗрлешӗвӗ хăвăрт улшăнса тăракан нумай полярлă, ирӗклӗ те конкурентлă ӗмӗрте çынна нумай енлӗ аталанма кирлине палăртрӗ. Киберспортпа чăн спорта пӗрлештерес шухăш Раççейре çурални çине пусăм туса «Игры Будущего» турнир спорт çемйине паракан парне пулнине каларӗ.

— Раççей яланах планетăри чи вăйлă спорт держависенчен пӗри, вăйлă атлетсен, çӗнтерӳпе рекордсен çӗршывӗ пулнă. Çаплах паллă ученăйсен, конструкторсемпе инженерсен çӗршывӗ те. Вӗсен ӗçӗсем этемлӗх тӗнчине аталантармалли çӗнӗ майсем панă, паянхи кун тӗпчев командисем прогресăн малти ретӗнчи цифра технологийӗсенче, искусствăлла интеллектпа усă курассинче çитӗнӳсем тăваççӗ. Раççей ӗмӗртен тараватлă, юлташсене ăшшăн кӗтсе илме, вӗсем валли уявсем, çав шутра спорт уявӗсем те ирттерме яланах хатӗр, — терӗ.

Тӗнче шайӗнчи спорт мероприятийӗсене Раççей çӳллӗ шайра ирттернипе мăнаçланнине те пытармарӗ çӗршыв ертӳçи. Вӗсенчен чылайăшӗ шăпах Хусанта иртнине, кунти спорт объекчӗсем пушă тăманнине каларӗ. Хусан, çаплах Тутарстан та, «Игры Будущего» турнирăн тӗп шухăшне тӳрре кăларакан вырăн пулнине палăртса хăйне евӗрлӗ, нумай нациллӗ, тӗрлӗ халăх культурипе пуяннине, еткерлӗхе упранине, çав вăхăтрах çӗнӗлӗх патне ăнтăлса новаторла çӗнӗлӗхсене ăнăçлă пурнăçланине каларӗ. Владимир Путин  «Игры Будущего» турнир фиджитал-спортăн çӗнӗ çăлтăрӗсене çутассине те шанать, мӗншӗн тесен кунта иккӗллӗ стандартсем валли вырăн çук.

Владимир Путин хыççăн спортсменсене Белорусси Президенчӗ Александр Лукашенко, Казахстан Президенчӗ Касым-Жомарт Токаев, Таджикистан Президенчӗ Эмомалии Рахмоон, Узбекистан Президенчӗ Шавкат Мирзиёев кашни хăйӗн чӗлхипе саламласа ăнăçу сунчӗç. Касым-Жомарт Токаев «Игры Будущего» турнира тепӗр çул — Казахстанра, Шавкат Мирзиёев 2026 çулта Узбекистанра ирттерме хатӗррине пӗлтерчӗç.

Церемони пуçланнă пӗрремӗш минутранах куракан виртуаллă тӗнчене лекрӗ. «Игры Будущего» турнирăн çӗнӗ спорт дисциплинисемпе арена варринчи трехмернăй иллюзисемпе усă курса аватарсем пит илемлӗн паллаштарса пычӗç. Вӗсем калаçнă май, аренăра пӗр дисциплина спортсменӗсене теприсем ылмаштарса кăна тăчӗç: футбол, хоккей, баскетбол, велогонка, гонка, лазертак...

Официаллă пай хыççăн турнира хутшăнакан çӗршывсен парачӗ пуçланчӗ. Спортсменсене ăмăртусен умӗн кантарнăран, вӗсен вырăнне аренăна çӗршыв ялавӗсем тӗслӗ хитре тум тăхăннă 107 хӗр-модель утрӗ. Пӗр планетăн хитре мозаики евӗр курăнчӗç вӗсем аякран. США, Германи, Франци, Инди, Раççей… Вӗсем утнă май кашни команда хăй çӗршывӗн символне тăвăллăн кӗтсе илчӗ.

«Путешествие в будущее» фиджитал-шоу хăйне пӗр тӗлӗнтермӗш пулчӗ. Çамрăк геймерсем вăйăри хăйсен аватар-йӗкӗрешӗсемпе пӗрле куракана малашнехи Раççее çулçӳреве илсе кайрӗç. Тӗп геройсем паянхи Хусантан темиçе теçетке çул малашнехи Хусана çитсе унти пурнăçпа паллаштарчӗç. Палламалла мар улшăннă хулара хитре кăна мар, меллӗ те иккен.

Çынсем антигравитациллӗ пушмаксемпе çăмăллăн утаççӗ, пилотсăр аэротаксисемпе çӳреççӗ. «Роботизаци» пайра вара тӗп тимлӗх килти пулăшуçă-роботсем çине пулчӗ. Робот йытăсем, тӗслӗхрен, хуçисене тренировкăсенче пулăшаççӗ, хуçисемпе пӗрле ташлаççӗ те. «Малашнехи вӗрентӳ» пайра тӗп геройсем футуристла библиотекăна кӗрсе нейросеть пулăшăвӗпе паллă ученăйсемпе Софья Ковалевскаяпа, Николай Теслапа тата Конфуципе хăйсемпе куçа куçăн курсах калаçрӗç. Малалла «Малашнехи медицинăна» лексе  виртуаллă больницăра нанороботсем сывлăхне тӗрӗслерӗç. «Экологипе агротехника», «Малашнехи энергетика», «Транспорт», «Космос». Çапла тӗп геройсем малашлăхри çулçӳреврен хăпартланса каялла 2024 çула, «Игры Будущего» турнира уçнă çӗре таврăнчӗç. Вӗсене кунта мультиспорт турнирӗн талисманӗ Вут-кайăк тата Therr Maitz ушкăнăн тата Тутарстанăн паллă юрăçисем кӗтсе илчӗç.

Кашни пай калама çук интереслипе пӗрлех шухăша та ярать. Тӗслӗхрен, шоури гиперсаслă поездсем Хусантан Мускава темиçе минтурах çитерни е космосра планетăран планетăна пассажирсем турттарни хальлӗхе фантази шайӗнче кăна пулсан, ун пеккисем ыран пулмаççӗ темелли çук. Пӗр вунă çул каялла кăна нейросеть, искусствăлла интеллект мӗн иккенне пӗлмен вӗт эпир. Киберспортпа чăн спорт пӗрлешсе çӗнӗ спорт тӗсӗ йӗркелессине те.  (Сăнӳкерчӗксем авторăн тата «Татар-информ» агентствăн).
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #ИгрыБудущего