Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июлӗн 8-мӗшӗнче Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче Республика Уявӗ иртет

«Килсе курăр! Йăлт сирӗнпеле хатӗр эп тӗрӗслеме пӗрле!», – тенӗ хăй вăхăтӗнче çак ялта çуралса ӳснӗ чăваш халăх поэчӗ Петр Петрович Хусанкай.

Ирхине 8:00 сехетрен пуçласа 16:00 сехетчен куравсем, мастер-классем, экспозицисем ӗçлеме пуçлаççӗ. 
10 сехетре «Янра хут купăс» конкурс пуçланать, унта кăçал 75 гармонист хутшăнӗ. 
«Уяв пики» конкурсра кăçал 12 хӗр хутшăнӗ, вӗсенчен виççӗшӗ Чăваш Республикинчен. 
Кăçалхи Уявра «Ача-пăча вăйă карти» те пулать. Унта ашшӗ-амăшӗсемпе килнӗ ачасем хăйсене валли йăпану тупӗç, чăваш халăх вăййисемпе паллашӗç. 
Çыравçăсен йăлана кӗнӗ «Хусанкай урамӗнче» кăçал Иван Яковлев 175 çул тултарнине халалланă тӗлпулу иртӗ. Вӗсенчен инçе мар чăваш художникӗсем хăйсен произведенийӗсемпе паллаштарӗç. 
Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен фестивальне ытти регионсенчи делегатсем те хутшăнӗç. Вăл 3 кун хушши – июлӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа 8-мӗшӗччен иртет Сиктӗрмере. 
Паянхи куна паллă пулнă тăрăх, Тутарстанран Уява 40 ытла коллектив, Раççей Федерацийӗн регионӗсенчен 70 ытла фольклор ушкăнӗ хутшăнать. 
12 сехетре тӗп сцена çинче Уява пуçлаççӗ. 
Кăçалхи Уявра спорт вăййисем те пулаççӗ. Утсемпе ăмăртни, кӗрешнисӗр пуçне кăмăл тăвакансем чесболла – командăпа шахматла – выляса курӗç. 
Чăваш эстрада çăлтăрӗсенчен Уявра Вячеслав Христофоровпа Марта Зайцева, Фарида, Алексей Шадриковпа Ульяна, Ольга Лукина, Петр Ермолаевпа Андрей Шадриков хутшăнасси паллă. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев