Июнӗн 1-мӗшӗнчен пенсионерсен хăш-пӗр категорийӗн пенсийӗ ӳсет
2026 çулхи июнӗн 1-мӗшӗнчен ачаллă çемьесене, пенсионерсене, автомобилистсене тата ÇКХ сферипе предпринимательсене пырса тивекен закон улшăнăвӗсем вăя кӗреççӗ.
2026 çулхи июнӗн 1-мӗшӗнчен ачаллă çемьесене, пенсионерсене, автомобилистсене тата ÇКХ сферипе предпринимательсене пырса тивекен закон улшăнăвӗсем вăя кӗреççӗ.
Икӗ е ытларах ачаллă çемьесем çӗнӗ тӳлев илме пултараççӗ
Июнӗн 1-мӗшӗнчен Раççейӗн Социаллă фончӗ икӗ е ытларах ача ӳстерекен ӗçлекен ашшӗ-амăшсенчен çулленхи тӳлеве илме заявленисем йышăнма тытăннă.
Ăна çак категорие кӗрекенсен илме ирӗк пур: ӗçлекен ашшӗ-амăшӗсен, ача усрава илнисен, попечительсен 18 çул тултарман икӗ е ытларах ача çитӗнтереççӗ пулсан (очно вӗренет пулсан 23 çулччен). Енчен те çемье тупăшӗ пӗр çын пуçне пурăнмалли минимумăн 1,5 чухлӗ пайӗнчен иртмесен.
Мӗнле ӗçлет: Ку тӳлев НДФЛăн пайне тавăрма май парать. Налог ку чухне 6 процент ставкăпа шутланать те çемьене тӳленӗ налогпа чакарнă ставка сумми хушшинчи уйрăмлăхпа танлашакан суммăна тавăрса параççӗ. Ку тӳлев çулталăкне пӗрре парăнать.
Ăçта заявлени памалла: «Госуслуги» порталта, Социаллă фондăн клиент службинче е МФЦра. 2025 çулшăн заявление июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 1-мӗшӗччен йышăнаççӗ.
Камсен пенсийӗ ӳсет?
Июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа пенсирисен харăсах темиçе категорийӗн пенсине ӳстереççӗ.
Май уйăхӗнче 80 çул тултарнисен тата 1-мӗш ушкăнри инвалидсен страховани пенсийӗн çирӗплетнӗ тӳлевӗ заявленисӗрех автоматла майпа икӗ хут ӳсет.
Иждивенецсем (çул çитмен ачасем е очно вӗренекен студентсем) пур пулсан та çирӗплетнӗ тӳлев (фиксированная выплата) çумне хушса параççӗ.
Унсăр пуçне ялта пурăнакан пенсионерсен уйрăм категорийӗсен пенсийӗ те ӳсет. Ун валли ял хуçалăхӗнчи ӗç стажӗ кирлӗ чухлӗ пулнине çирӗплетмелле.
Хирӗç çул çине тухнишӗн штраф ӳсет
Ку çӗнӗлӗх водительсене пырса тивет. Июнӗн 1-мӗшӗнчен хирӗç çул çине тухнине палăртассин правилисем тата çакăншăн явап тытасси улшăнаççӗ. Енчен те йӗркене пăснине камера ӳкерсе илчӗ пулсан штраф 7500 тенкӗ пулать. Енчен те йӗркене пăснине инспектор асăрхарӗ-тӗк 4 уйăхран пуçласа 6 уйăх таранччен правасăр хăвараççӗ. Иккӗмӗш хутчен çак йӗркене пăссан – 12 уйăха.
Унсăр пуçне çуран çӳрекенсене çул парассипе, патшалăх номерӗсем лайăх курăнассипе тата фарăсем завод комплектацине тивӗçтернипе çыхăннă йӗркесем те çивӗчленеççӗ. Водительсен çутă приборӗсене, номерсене çула тухас умӗн лайăх тӗрӗслемелле.
Счетчиксен кăтартăвӗсем цифрăна куçаççӗ
Июнӗн 1-мӗшӗнчен кăтартусене телефонпа каласа пӗлтерни, çырупа янă квитанцисем тӗп мел пулма пăрахаççӗ. Граждансене цифра каналсемпе усă курма сӗнеççӗ. Акă вӗсем:
- «Госуслуги» портал;
- банксен мобильлӗ приложенийӗ;
- управляющи компанисен сайчӗсенчи харпăр кабинетсем;
- ресурс поставщикӗсен официаллă сервисӗсем (водоканал, энергосбыт тата ыт. те);
- Тутарстанра пурăнакансен çавăнпа маларах управляющи компанийӗнчи харпăр кабинет патне доступ пуррине тӗрӗслемелле, «Госуслугинче» учета çирӗплетмелле, ватă тăвансене цифра сервисӗсемпе усă курма вӗрентмелле.
Тата мӗн улшăннă?
Июнӗн 1-мӗшӗнчен вейпсемпе электрон пируссен суту-илӳ йӗркисене те улшăнусем пырса тивеççӗ. Вӗсене стационар лавккасенче кăна сутма юрать. Вăхăтлăх павильонсенче, рыноксенче, ярмаркăра, вендинг аппарачӗсенче юрамасть.
И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев