Июнӗн 12-мӗшӗнче «Мозаика культур» фестиваль тата Туслăх парачӗ иртет
Ыран, Раççей кунӗнче «Мозаика культур» этноконфесси фестивалӗ тата Туслăх парачӗ иртнине Тутарстан халăхӗсен Туслăхӗн Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров пӗлтерчӗ.
Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ – республика территорийӗнче туслă пурăнакан халăхсене пӗрлештересси. Тутарстан чăнах та нумай нациллӗ, нумай конфессиллӗ республика. Ун территорийӗнче хальхи вăхăтра 175 тӗрлӗ халăх пурăнать. Вӗсен хăйӗн историйӗ, культури. Çак пуянлăха туллин кăтартас тӗллевпе Раççей кунӗнче «Мозаика культур» этноконфесси фестивальне йӗркелеççӗ.
Мероприяти Хусан Кремлӗн Спас башни умӗнче 11 сехетре Халăхсен туслăх парадӗнчен пуçланине Тутарстан халăхсен Çамрăксен ассамблейин ертӳçи Диляра Дамар пӗлтерчӗ. Тӗрлӗ халăх тумӗсене тăхăннă çынсем Кремль тăрăх утса фестивалӗн тӗп сцени патне çитеççӗ. Каласа хăвармалла, кун пек парад пӗрремӗш хут 2017 çулта иртнӗ. Унта çамрăксемпе студентсен общество пӗрлешӗвӗсен, Тутарстан Республикинчи наципе культура автономийӗсен лидерӗсемпе хастарӗсен, патшалăх тата муниципалитет влаçӗн органӗсен, аслă вӗрентӳ заведенийӗсен представителӗсем хутшăнаççӗ. Кăçал Халăхсен туслăх парачӗ пӗрремӗш хут Спас, Эльмет, Анат Кама, Нурлат, Менделеевск тата Çӗпрел районӗсенче иртет.
Тӗп мероприятисем Хусан Кремлӗнчи Присутственный вырăнсен шалти картишӗнче пулаççӗ. Кунта наци çурчӗсем, «Этно-маркет» ярмарки ӗçлеççӗ, терлӗ мастер-классем, халăх вăййисем, лекторисем иртеççӗ.
Фестивалӗн тӗп сцени çинче концерт иртет. Раççей халăх артисчӗ Виктор Елисеев ертсе пыракан РФ Наци гвардийӗн çарӗсен Юрăпа ташă академи ансамблӗ (Мускав), «Узорица» фольк-ушкăнӗ (Уфа), çавăн пекех Татьяна Ефремова, Аделя Мубаракова, ТР тава тивӗçлӗ артисчӗ Марсель Вагизов, «Красная горка» ансамбль, Тутарстан Халăхсен ассамблейин тата Туслăх Çурчӗ çумӗнчи наципе культура обществисен коллективӗсем хăйсен пултарулăхӗпе паллаштарӗç.
Фестивале онлайн пăхма та пулать. Анчах та уявӑн атмосферине туллин туяс тесен уява çитсех курмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев