Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Икӗ кун та пăтăрмахсемсӗр иртнӗ

РФ Патшалăх Думин депутачӗсене суйлас процедурăн икӗ кунӗнче Тутарстанра техника пăтăрмахӗсем пулманни çинчен Пӗрлехи информаци центрӗнчи пресс-конференцире ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Крндратьев пӗлтернӗ.

«Суйлав штатлă режимра иртет, иртнӗ каç «Ростелекомăн» пăтăрмахсмем пулман. 2810 суйлав участокӗнче 5 пин камера вырнаçтарнă. Çапах кӗске вăхăта электроэнерги сӳннине пула камерăсем кӗске вăхăт хушши ӗçлемен. Иртнӗ каç çакнашкал пулăмсем 7 участокра пулса иртнӗ. Кашни пулăмпа акт çырăнать», – тенӗ вăл.

Икӗ кун хушшинче Тутарстанра 57,5 процент суйлакан сасăланă. РФ Патшалăх Думин VIII пухăвӗн суйлавӗ виçӗ кун – сентябрӗн 17,18,19-мӗшӗсенче – пырать. Çавăн пекех Тутарстнари Азински тата Студенчески округсенче ТР Патшалăх Канашӗн VI пухăвне хушма суйлав иртет тата вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен депутачӗсен суйлавӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев