Икӗ миллион тенке яхăн çухатнă
Февралӗн 2-мӗшӗнче каçхине Пӗкӗлмери 78 çулти хӗрарăм патне пенси фончӗн ӗçченӗ тесе палламан арçын шăнкăравланă. Вăл ӗç стажӗн икӗ çулне шута илменни çинчен пӗлтернӗ. Стажа çӗнӗрен шутлама даннăйсене, çав шутра паспорт номерне те, ыйтнă.
Тепӗр кун хӗрарăм патне каллех шăнкăравланă. Хальхинче çын экономика хăрушсăрлăхӗн службин аслă финанс специалисчӗ пулнине пӗлтернӗ. Маларах панă даннăйсемпе усă курса ултавлă ӗçсем тунине, халӗ пенсионеркăна уголовлă майпа айăплама пултарассине пӗлтернӗ. Калаçура хӗрарăма «ытти сотрудниксем» çине пӗрре мар куçарнă, мӗн пулса иртни çинчен каласа пама чарнă, инструкцисене çирӗп пурнăçлама хистенӗ. Укçа-тенке тӗрӗслес тата «декларацилес» сăлтавпа мӗн пур укçана пухса купюрăсен номерӗсене çырса илсе курьера парса яма хатӗрлеме хушнă.
Малтанах хӗрарăм хăйӗн килӗнче пулнă 730 пин тенкине пуçтарса палламан арçынна тыттарса янă. Каярахпа ултавçăсем пенсионеркăна банк вкладӗсене хупма, кредит илме ӳкӗтленӗ. Темиçе кун хушшинче вăл тӗрлӗ банксенче тата 1,2 миллион тенке яхăн илнӗ. Пӗтӗм укçине хатӗрлесе «регистраци палатине» пама хатӗрленӗ.
Киле таврăнсан пенсионерка ултавçăсен аллине лӗкнине ăнланса илнӗ. Хальхи вăхăтра асăннă фактпа уголовлă ӗç пуçарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев