Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Икӗ пине яхăн çын волонтёр пулма кăмăл тунă

«Раççей — Ислам тӗнчи: KazanForum» халăхсен хушшинчи экономика форумне волонтер пек хутшăнма 1837 заявка килнӗ. Мероприяти иртнӗ кунсенче вӗсен официаллӑ делегацисене кӗтсе илмелле, информаци стойкисенче ӗçлемелле тата форум ӗçӗнче пулӑшмалла.

Форума ирттерме волонтерсем кирли пирки февралӗн 5-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Çак вăхăт хушшинче оргкомитета ют çӗршывсенче пурăнакан 144 çын заявка янă. Вӗсен хушшинче Азербайджан, Алжир, Афганистан, Бангладеш, Великобритани, Болгари, Ганы, Конго тата ытти çӗршыв çыннисем.

«Кандидатсемпе тимлӗн те тӗплӗн калаçнă хыççăн çителӗклӗ опыт, ют чӗлхесене пӗлни, эффективлӑ коммуникаци хӑнӑхӑвӗсем пуррисене командӑна суйласа илме йышӑну тӑватпăр», — пӗлтернӗ АНО «Дирекция спортивных и социальных проектов» генеральнăй директорӗн çумӗ Александр Карпов.

«Раççей — Ислам тӗнчи: KazanForum» халăхсен хушшинчи ХV экономика форумӗ майăн 14-мӗшӗнчен пуçласа 19-мӗшӗччен «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче иртӗ. Унта хутшăнас тесен мероприятин официаллӑ сайтӗнче регистраци иртме пулать.
Мероприятие операторӗ — Росконгресс фончӗ, АНО «Дирекция спортивных и социальных проектов» — операторӑн ӗç тӑвакан дирекцийӗ.

Kazanforum.ru сайтран тунă скриншот.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум