Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Инçет Хӗвелтухăçӗнчи регионри халăх кӗпӗрнаттăрне тавăрасшăн

Кунта кимме силлекенсене ют çӗршыв агенчӗсем хӗтӗртсе тăнине курасшăн нумайăшӗ, уйрăмах тӗп телеканалсенчи «калаçакан пуçсем»

Хабаровскри халăх хăйсен арестленӗ кӗпӗрнаттăрне ирӗке кăларма ыйтса урамсене пӗрремӗш кун кăна тухмасть. Урамра çынсене пухăнса мероприятисем ирттерме чарнă пулсан та, вуншар пин çын демонстарцисене хутшăнать. Вырăнти полиципе Росгварди вӗсене чармаççӗ. Вырăнти влаç та протеста тухнисен майлă пулмалла. Çапларах Хабаровскра пурăнакансем Сергей Фургал кӗпӗрнаттăра арестлени çине хуравлаççӗ.
2018 çулта единороса çӗнтерсе влаçа ларнă ЛДПР кандидатне Фургала халăх юратать пулмалла. Унвсăрăн кашни кун йышлăн урма тухнине мӗнле ăнлантармалла?  Вăл çынсенчен пытанман, кашни эрне вӗçӗнче халăхпа тӳрӗ эфирта калаçнă. Кӗпӗрнаттăр вырăнне йышăннă хыççăн вăл Мускав политикне хирӗç кайни сисӗнмен. Анчах нумай пулмасть иртнӗ Конституци сасăлавне Хабаровск крайӗнче суйлакансен 44,24 проценчӗ çеç хутшăннă. Вӗсенчен 62 проценчӗ çӗнетнӗ Тӗп закон майлă сасăланă, 36% – хирӗç.  
Фургала шăпах çакăншăн айăпа кӗртеççӗ тесе шутлас килет. 15 çул каялла пулнă (тен, пулман та) преступление вăл РФ Патшалăх Думин депутатӗнче ларнă чухне мӗншӗн тӗпчемен? Е вăл аргумент хăйне евӗр вăлта йӗппи пек, пысăк çӗрте ларакан çынна кӗске сăнчăрта тытса тытма кирлӗ-и? Татса калама çук.

Кунта кимме силлекенсене ют çӗршыв агенчӗсем хӗтӗртсе тăнине курасшăн нумайăшӗ, уйрăмах тӗп телеканалсенчи «калаçакан пуçсем». Анчах та вӗсене ӗненес килмест. Тӳлевлӗ митинг иртнӗ пулсан, унта çынсем пӗрре тухӗччӗç те, тепре тухмӗччӗç. Кунта вӗт кашни кун демонстраци иртет. Шухăшламалăх пур.
Ку лару-тăрура çӗршыв çыннисем икӗ йыша – информацие телевизотан тата интернетран илекенсене пайланнине куратăп.

Çынсем Мускава хирӗç протеста тухнин сăлтавсен шутӗнче пенси реформи те, обнулени те, коронавирус алхасни те, инçетри хабаровчансен нушисем центршăн ик айкки те тăвайкки пек пулни те пур-тăр. Тен, Хабаровскран Китая е Японие вӗçме хамăр çӗршывăн шӗкӗр хулине – Мускава вӗçнинчен йӳнерех пулни те патриотла кăмăлсене хуçать-тӗр. Тӗп вырăнта политика тăнăçсăрлăхӗ. Вăл эрне ытла тăсăлни те лару-тăру çине лайăх енчен витӗм кӳмест.
Владимир Путин паян Сергей Фургала «шанчăкран тухнăшăн» формулировкăпа отставкăна ярса Хабаровск крайӗн кӗпӗрнаттăрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлама Патшалăх Думинчи ЛДПР депутатане Михаил Дегтярева явапланă. Президент вырӑнӗнче эпӗ пулас пулсан, хам Хабаровска кайса ҫынсемпе тӗлпулап. 
Çынсем хăйсен кӗпӗрнаттăрне ирӗке кăларма, ăна Мускавра мар, вырăнта судпа айăплама ыйтаççӗ. «Ăна эпир суйланă», – теççӗ инçетри демонстратсем.
Çакна курса Президент Чăваш Республикин Пуçлăхне Игнатьева та «шанчăка çухатнăшăн» тесе ӗçрен кăларни аса килчӗ. Анчах та, ун ӗçӗсенче преступлени составӗ çукчӗ пулин те, Шупашкар халăхӗ пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Михаил Васильевича хӳтӗлеме тухмарӗ. Хăюлăх çитмерӗ-ши чăвашсене е урăх сăлтав пур? Çакă шухăшлаттарать те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев