Инкек пулнă вырăнтан тарнă водителе тытса чарнă
Çӗнӗ хыпарсем

Инкек пулнă вырăнтан тарнă водителе тытса чарнă

Июлӗн 30-мӗшӗнче çӗрле Кадышево поселокӗпе М-7 трасса хушшинче «Лада Приора» автомашина водителӗ çул хӗррипе çуран пыракан икӗ çынна таптаса кайнă. Йӗркене пăсакан инкек пулнă вырăнтан тарнă. Сурансене пула пӗри вырăнтах вилсе кайнă, иккӗмӗшне медицина учрежденине илсе çитернӗ.

заключение по стражуКӗске вăхăтра полици ӗçченӗсем 1995 çулта çуралнă арçынна тупса  палăртнă. Тытса чарнă çын хăйӗн айăпне пӗтӗмпех йышăннă. Инкек пулнă вăхăтра водитель ӳсӗр пулнă, çавăн пекех унăн руль умне ларма ирӗк пулман.

Раççей  Уголовнăй кодексӗн 264-мӗш статйипе уголовлă ӗç пуçарнă, следстви пырать. Çак статьяпа чи пысăк наказани – вуникӗ çул таран тӗрмене хупма пултараççӗ.


#БезопасностьНаДорогах аварии на дорогах

Нет комментариев