Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Интернет пики» номинацие кам çӗнсе илӗ-ши?

Сасăлав апрелӗн 23-мӗшӗнче 18:00 сехетре вӗçленет

«Тутарстан чăваш пики» илем конкурсӗн Вконтактери ушкăнӗнче сасăлав пуçланчӗ. 12 чипер хӗр хушшинче «Интернет пики» номинацие илекен пикене суйлаççӗ. Сасăлава 7000 яхăн çын хутшăнчӗ ӗнтӗ. Паянхи куна чи нумай сасă Çӗпрел районӗнчи Алия Карусевăна пачӗç, уншăн 1036 çын сасăланă. Ун хыççăн Пăва районӗнчи Валентина Юркина 902 сасăпа пырать, унтан вара тепӗр Пăва пики – Виолетта Николаева 886 сасăпа пырать.

Эсир те килешнӗ пикешӗн сасă пама пултаратăр. Ун валли https://vk.com/club112104842 ссылкăпа «Тутарстан чăваш пики» ушкăнне кӗрӗр. Сасăлав апрелӗн 23-мӗшӗнче 18:00 сехетре вӗçленет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев