Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Инвесторсене интернетра та илӗртеҫҫӗ

Канал уйрӑм экономика зонисем, промпарксемпе площадкӑсем ҫинчен каласа парӗ. Унта Тутарстан социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин аталанӑвӗ ҫинчен информаци пулӗ

 Тутарстан Республикин Инвестици аталанӑвӗн Агентстви республикӑра пурӑнакансене Тутарстанри инвестицисем ҫинчен каласа паракан YouTube-канал сине ҫырӑнма йыхравлать. Ҫакна тума шыравра "investtatarstan" ҫырса шыраса тупмалла та ҫырӑнмалла. Ун чухне ытти роликсен уведомленийӗсем те килсе тӑрӗҫ. 

Ҫак ресурс ҫинче Агентство ирттернӗ мероприятисен видеоне, ҫав шутра «Россия - Исламский мир: KazanSummit» халӑхсем хушшинчи саммита, ТР Инвесторӗсен клубӗн ларӑвне, тӗнчери когнессенчи Тутарстан Республикин курав стенчӗсем мӗнле ӗҫленине кӑтартӗҫ. 

Канал уйрӑм экономика зонисем, промпарксемпе площадкӑсем ҫинчен каласа парӗ. Унта Тутарстан социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин аталанӑвӗ ҫинчен информаци пулӗ. Видеона темиҫе чӗлхе ҫине куҫарӗҫ: акӑлчан, туркӑ, француз, нимӗҫ, китай, япун, араб.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Инвесторы