Иртнӗ эрне вӗçӗнче Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗнче «Выля, хут купăс!» фестиваль иртрӗ
Ăна мӗне халалланине ăнланма пулать, ячӗ чăвашла тӗрӗрсех вуланмасан та. Вӗреннӗ учительсем пире «выля» сăмах вырăнне «янра» е «кала» сăмахсене çыртарнă пулӗччӗç, мӗншӗн тесен çакăн пек тӗрӗс. Анчах та вырăсла шухăшласа чăвашла калаçакан диплом илнӗ ăрушăн сăмах пӗлтерӗшне шута илмесӗр тӳррӗн куçарасси йăлара: играй – выля. Пăнчă.
Юрӗ, ку темех мар тейӗпӗр. Ячӗ-мӗнӗ çавăнта кăна. Купăс калакансене халалланă уяв-çке! Паллах, ял та хатӗрленнӗ ăна, клубри культура ӗçченӗсем те, район та пулăшнă тесе çырать «Шешминская новь» хаçат. Фестивале халăх коллективӗсем, купăсçă-солистсем, халăх инструменчӗсен оркестрӗсем, хутăш ансамлбсем, такмак каласа ташлакансем хутшăннă. Малтан вӗсем – 120 яхăн çын – Чăваш Шупашкарӗн тӗп урамӗпе купăс каласа утса тухнă. Çак йăла Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкелӗнченех пырать.
Фестивале хутшăнакансене тата уяв хăнисене Çӗнӗ Шуçăм райӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Александр Еронтьев, районти культура уйрăмӗн начальникӗ Галина Носова саламланă. Жюрире пирӗн вулакансем лайăх паллакан ТР Культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Эдуард Ильин – Çӗнӗ Шуçăм ялӗнче иртнӗ VII фестивальте Гран-при çӗнче илнӗ купăсçă ларнă.
Тутарстанри тăхăр районтан хутшăнакан фольклор ушкăнӗсемсӗр пуçне Чăваш Шупашкарне Сӗнтӗрвăрри районӗнчи пултарулăх ушкăнӗ те çитнӗ кăçал. Вӗсемсӗр пуçне тӗрлӗрен инструментпа кӗвӗ кăларакан 38 музыкçă.
Çӗнтерӳшӗн паллă купăсçăсем – Алик Илюхин (Анат Кама), Николай Липатов (Елабуга), Валерий Максмов (Нурлта районӗ), Петр Носков (Çӗнӗ Шуçăм районӗ), Александр Ефимов (Çарăмсан районӗ), Никита Семеновпа Ильяс Исмагилов (Аксу), Фествиалӗн Гран-прине - «Шуйская» купăса кăçал Нурлат районӗнчен килнӗ Василий Абрамов çӗнсе илнӗ.
Юлашкинчен чăвашшупашкарсене Шупашкартан килнӗ паллă чăваш артисчӗ Виталий Адюков ушкăнӗ юрă-ташăпа савăнтарнă.
«Шешминская новь» хаçат сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев