Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иртнӗ шăматкун «Рубин» Хусанта Ярославльти «Шинникпа» вылярӗ

Çанталăк сивӗрех тăчӗ пулсан та, куракансем хальхинче те сахалăн марччӗ

Çӗнӗ тренерпа юратнă команда çӗнтерессине кӗтрӗç. Рашид Рахимов тренер ертсе пыракан штаб старт командине улшăнусем кӗртни матчăн малти минучӗсенченех сисӗнчӗ. Тӳрех атакăна вирхӗннӗ «Шинникăн» шултăра футболисчӗсене чарма пултарчӗç пирӗннисем. Хирӗç вылякансем темиçе хăтлансан та, «Рубин» хапхи еннелле те тапаймарӗç мечӗке. 
Шута пирӗннисем уçрӗç. Пӗрремӗш таймра Дмитрий Кабутов тăрăшнипе «Рубин» 11 метртан ăнăçлă тапрӗ. Иккӗмӗш таймра Дмитрий хăй гол кӗртрӗ. Алан Дзагоев та ывăнса çитнӗ варринче вылякана вăхăтлă улăштарчӗ. Паллă футболист та çак вăйăра гол кӗртсе куракансене савăнтарчӗ. Палăртса хăвармалла, вӗсен хушшинче чăвашсем те сахалăн марччӗ. 
4 хут тан шутпа вылянă хыççăн «Рубиншăн» 3:0 шут лайăх результат пулчӗ. Апрелӗн 21-мӗшӗнче хусансем Тулăна кайӗç, «Арсеналпа» выляма.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев