Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иртнӗ шăматкун хуласенче ял хуçалăх ярмаркисем ӗçлеме пуçларӗç

Пӗрисем таварне спекулянтсемсӗр, сутлăх вырăнӗшӗн тӳлемесӗр сутма пултараççӗ, çакна пула теприсем тавара яланхи хакран йӳнерех туянма пултараççӗ.

Юдинори урамри çӗнетнӗ суту-илӳ лаптăкне ТР Премьер-министрӗн çумӗ – ял хуçалăхпа продовольстви министрӗ Марат Зяббаров, унăн çумӗ Наиль Залков, Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Рустем Гафаров, Киров тата Мускав районӗсен пуçлăхӗ Сергей Миронов килсе курнă.

Йӗркеленекен ярмаркăсем хулара пурăнакансемшӗн те, ял хуçалăх таварӗсене туса кăларакансемшӗн те социаллă пӗлтерӗшлӗ. Пӗрисем таварне спекулянтсемсӗр, сутлăх вырăнӗшӗн тӳлемесӗр сутма пултараççӗ. Çакна пула теприсем тавара яланхи хакран йӳнерех туянма пултараççӗ.

Малалла Марат Зяббаров ертсе пыракан делегаци Хусанти Тинчурин урамӗнчи суту площадкине килсе курнă. Кунта хăйсен продукцине Тюлячи районӗн ял хуçалăх ӗçченӗсем сутлăха тăратнă.

Аш-какай, кăлпасси продукцийӗ, сӗт, сыр, çу, пахча çимӗçсем, пыл, кӗрпесем, ытти фермер продукцийӗ – пурте çителӗклӗ. Ял хуçалăх ярмаркисенче тăратнă продукци ветеринарипе санитари экспертизине иртет. Фитосанитари тӗлӗшӗнчен хăрушсăрлăхсăр тавара кăна сутлăха кăларма ирӗк параççӗ.

«Ассортимент питӗ пысăк, хаксем розницăри вăтам хаксенчен 15-20 процента йӳнерех. Пирӗн ял хуçалăх таварне туса кăларакансем çулсерен ярмаркăсенче хутшăнаççӗ. Республика ертӳлӗхӗ ГСМ тăкакӗсене саплаштарать, çакă тивӗçлӗ хаксемпе сутма май парать», – тесе палăртнă министр. Пурӗ декабрӗн 24-мӗшӗччен 16 ярмарка ирттерме палăртнă.
ТР Ял хуçалăхпа продовольстви министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев