Иртнин тӗрӗслӗхне манаканӑн пуласлӑхӗ тӗтреллӗ
Йӑлтах эпир хӑнӑхнӑ пек юлтӑр тесен, малашнехи ӑрусем пирӗн мӑнаҫлану астӑвӑмне малалла парса пымалла
Истори тӗрӗслӗхне хӳтӗлесси ҫинчен калакан Конституци тӳрлетӗвне аваллӑха улӑштарассинчен "щит" пекех пулать, Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗршыври малашнехи ӑрусем те Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене чыспа асӑнасса гарантилет.
Ҫак шухӑша журналистсене Хусан Федераллӑ университетӑн конфликтологи кафедрин ертӳçи Андрей Большаков каланӑ.
"Историлле астӑвӑма хӳтӗлесси пирки калакан тӳрлетӳ – ҫамрӑк ӑрӑвӑн социализацийӗ, йӑласем ламран-лама куҫса пынин кӑтартӑвӗ. Часах Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80-ҫуллӑхне паллӑ тӑвӑпӑр, унтан ҫӗрҫуллӑхне тӑвӑпӑр. Ун чухне ветерансем юлмӗҫ те ӗнтӗ. Йӑлтах эпир хӑнӑхнӑ пек юлтӑр тесен, малашнехи ӑрусем пирӗн мӑнаҫлану астӑвӑмне малалла парса пымалла", – палӑртнӑ Большаков. Хӑш-пӗр ҫӗршывсем истори факчӗсемпе спекуляцилеме хӑтланаҫҫӗ пулсан та, Конституцире Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсене асӑнни нумай ҫул хушши иртнин пулӑмӗсене ырӑпа асӑнма май парать.
"Ман шутпа, Ҫӗнтерӳ кунӗ – Раҫҫейри мӗн пур халӑх ырлакан пӗртен-пӗр политика уявӗ.
Пирӗн ҫӗршывра тата ытти хӑш-пӗр патшалӑхсенче ку пулӑма пӗрешкел йышӑнаҫҫӗ, анчах ҫак ыйтӑва урӑхла хаклакан патшалӑхсем те пур,– аса илтернӗ ученӑй.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев