Çӗнӗ хыпарсем

Искусство кăмăл-сипете витӗм кӳрет

Тӗп Муфти Шейх Равиль Гайнутдин Хусанта «Минбар* и сцена: искусство обращения к сердцу» творчество тӗлпулăвне хутшăнать

Главный Муфтий ШейхСентябрӗн 5-мӗшӗнче 12:00 сехетре Габдулла Кариев ячӗллӗ Хусан Тутар патшалăх çамрăксен театрӗнче иртекен тӗлпулăва РФ мăсăльман тӗн управленийӗн председателӗ Муфти Шейх Равиль Гайнутдин хутшăнать. Залра актерсем, режиссерсем, сценаристсем, театр шкулӗсенче ăсталăха туптакансем, студисенче вӗрентекенсем, Хусан Патшалăх культура институчӗн студенчӗсем, ТР культура ӗçченӗсем пулаççӗ.

Мероприяти ятӗнченех курăнать, минбарпа сценăн пӗрпеклӗхӗ пурах: тӗн проповечӗ те, театр искусстви те сăмахсене итлекенӗн чӗри патне çитерме тăрăшаççӗ, кăмăл-сипечӗпе  этика нормисемпе килӗшсе тăма чӗнеççӗ.Тутар профессиллӗ театрне никӗслекенсенчен пӗри Габдулла Кариев медресре вӗреннӗ, çавăнпа ислам йăлисене лайăх пӗлнӗ. Хăйӗн творчествинче вăл этемшӗн, обществăшăн кирлӗ кăмăл-сипет ыйтăвӗсем çине хурав тупма пулăшнă. Куракан патне ăс-хакăл пуянлăхне çитерме çине тăнă, тăван наци культрипе çыхăнăва упрама ăнтăлнă.

Тӗлпулура çаплах тутар театрӗ 120 çул тултарнине аса илсе театр искусстви наци хăйне евӗрлӗхне упраса хăварма та, обществăра пулса иртекен ӗçсене ăнланса илме пулăшни çинчен сӳтсе явӗç.

Тӗп Муфтий шейх Равиль Гайнутдин тӗнпе искуссто хутшăнăвне мӗнле ăнланни çинчен каласа парӗ, хăйӗн опычӗпе паллаштарӗ. Пурнăçне тӗн ӗçӗсемпе çыхăнтариччен вăл Ленинградри патшалăх театр, музыка тата кинематографи институтӗнче режиссер факультетӗнчен вӗренсе тухнă. Сцена законӗсене профессионал шайӗнче пӗлни, нумай çул тӗнпе обществăлла ӗçсем илсе пыни ку темăна объективлă курма май парать ăна.

Тӗлпулу диалог манерлӗ иртет. Пӗрле сӳтсе явакан темăсенчен пӗри – хальхи вăхăтри искусство аудиторие ырри çинчен, тӗрӗслӗх, яваплăх çинчен каласа, кăтартса парасси пулӗ.  Культура ӗçченӗсем хăйсен ӗçӗшӗн яваплă пулмалли çинчен те калаçӗç пухăннисем.

Сăнӳкерчӗксем авторăн, «Золотой минбар» пресс-службин.                                                  Минбар* – амвон, проповедьсем вуламалли кафедра.


Нет комментариев