Истори кӗнеки тӗрлӗрен пулмасть
Раççей шайӗнчи анлă канашлăва регионсенчи вӗрентӳ министерствисен ертӳçисем, аслă шкулсен ректорӗсем, ача-пăча центрӗсен ертӳçисем хутшăнчӗç. Мероприятире патшалăх вӗрентӳ кӗнекисем пӗр форматпа пулмаллине, вӗрентӳпе воспитани уçлăхӗ пӗр çыхăнура тăмаллине, çул çитменнисемпе воспитани ӗçне çӗнӗлле илсе пымаллине, шкул ачисемпе студентсене историлле пӗлӳ парассипе çутӗç ӗçӗн кирлӗлӗхне сӳтсе яврӗç.
Анлă канашлăва 89 регионăн вӗрентӳ министрӗсем, социаллă политика енӗпе 35 субъектăн вице-кӗпӗрнаттăрӗсем пухăннă. РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов историпе вӗренӳ кӗнекисем пӗр пулмаллине палăртса ăна хатӗрлессипе РФ Президенчӗн пулăшуçипе Владимир Мединскипе ӗç пуçарнине пӗлтернӗ. «Иртнӗ вăхăтри йăнăшсене шута илсе малашне вӗсене тăвасран сыхланмалла», – тенӗ министр.
Çутӗç министрӗ палăртнă тăрăх, 5-9-мӗшсем валли кăларнă историпе кӗнекесене тӗрлӗ регионсенчи педагогсем тӗрӗслесе авторсен ушкăнне хăйсен шухăшӗсене пӗлтерӗç. Хăй енчен вăл вӗрентӳ министрӗсене ку ӗçе яваплă пурнăçлама ыйтрӗ.
Воспитани ӗçӗн кирлӗлӗхне палăртса кăçал шкул программине кӗнӗ «Кирли çинчен» («Разговоры о важном») занятисен, профориентаци мероприятийӗсен пӗлтерӗшӗ çинче чарăнчӗ. «Движение первых» ача-пăчапа çамрăксен юхăмӗ патриотизм воспитанине пысăк тӳпе кӗртнине палăртса хăварчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев