Историри хӗрарăмсен пӗлтерӗшӗ
Мартăн 6-8-мӗшӗсенче «Раççей – манăн истори» Хусанти Истори паркӗнче иртекен мероприятисем Раççей историне кӗрсе юлнă хӗрарăмсемпе çыхăннă
Чи малтанах çемье истори çинечен, Раççейӗн паллă хӗрарăмӗсем çинчен экскурси ирттерсе интереслӗ каласа параççӗ. Çавăн пекех авалхи славянсен каллиграфийӗпе мастер-класс ирттереççӗ, славянсен мифологиее халалланă викторинăна хутшăнма пулать. Мультимедиа комплексӗнчи фотозонăра уйăхӗпех сăн ӳкме пулать, историри паллă çынсем пуласлăха «каласа парӗç». «Авалхи Руçри брак тата çемье» экскурсинчен хăтана пынине, туй йăлисене каласа параççӗ. I Пётр патшана лараччен каччăпа хӗр çемье çавăрнă чухне ирттернӗ йăласемпе паллаштараççӗ, «Домострой» нормисене мӗнле тытса пыни çинчен каласа параççӗ.
Уяв мероприятийӗсене тӳлевсӗр викторина малалла тăсать. Унти ыйтусем славянсен мифологийӗнчи Кикимора, Ярила тата ытти сăнарсем çинчен çеç мар, йăласемпе çыхăннă халăх уявӗсем пирки те пулӗç.
Тӳлевсӗр мероприятисене 8 962 571 30 27 телефонпа çырăнса кӗме пулать. Хусан, Оренбург тракчӗ, 8-мӗш çурт, 1 № павильон.
Социаллă сетьсем:
Telegram: https://t.me/historyparkkzn
ВКонтакте: https://vk.com/myhistoryparkkzn
О.Бердникова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев