«IT-пӗлӳ кунӗ» профориентаци акцийӗ иртет
Октябрӗн 27-мӗшӗнче шкул ачисем валли Пӗтӗм Раççейри «IT-пӗлӳ кунӗ» профориентаци акцийӗ иртет, тесе пӗлтерет РФ Çутӗç министерстви.
Ăна РФ Çутӗç министерстви, «Знание» Раççей обществи тата «Цифровая экономика» наци проекчӗ тӗрев панипе VK компани ирттерет. Кăçал акцие IT тата digital сферăсенче карьера пуçлассине халалланă. Ачасем экспертсенчен технологи индустрийӗнче халӗ мӗнле профессисем питӗ кирли пирки пӗлӗç.
Акци икӗ форматпа иртет: шкулсенче VK компани специалисчӗсем хутшăннипе куçăн уроксем тата 6 сехете тăсăлакан онлайн-марафон.
«Кăçал «IT-пӗлӳ кунӗ» профориентаци акцийӗ çиччӗмӗш хут иртет. Пӗлтӗр унта 6,7 пин шкул тата 350 пин ытла ача хутшăнчӗ. Акци вăхăтӗнче эпир аслă классенче вӗренекенсенчен нумай ыйту илтӗмӗр. Технологисен сфери питӗ хăвăрт аталанать, унта çӗнӗ профессисем çуралсах тăраççӗ. Экспертсем ӗмӗтри профессие суйлас текен ачасене хăйсен опычӗпе паллаштарӗç, сӗнӳ-канашсем парӗç», – тесе палăртнă VK компанин вӗрентӳпе çыхăннă проектсен енӗпе ӗçлекен вице-президенчӗн çумӗ Анна Степанова.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев