Юбилей тӗлне 7-мӗш кӗнеки тухрӗ!
Çӗнӗ хыпарсем

Юбилей тӗлне 7-мӗш кӗнеки тухрӗ!

Нумаях пулмасть Нурлат районӗнчи Мамăк ялӗнче пурăнакан Иван Павлович Павловăн (Актайăн) «Пурнăç – тутлă тӗлӗк мар» çӗнӗ кӗнеки Шупашкарти «Новое время» типографире пичетленсе тухрӗ.

Авторăн  7-мӗш кӗнеки ку. Унта 2 калав, 4 пьеса, вырăсла тата  чăвашла 10-шар сăвă кӗнӗ.

Çӗнӗ кӗнекене Иван Павлович  хăйӗн юбилейӗ тӗлне кăларма шутланӗ. Ӗмӗчӗ пурнăçланчӗ. Паян, сентябрь уйăхӗн 13-мӗшӗнче 80 çул тултарать вăл.

Тутарстанăн чăваш çыравçине, «Сувар» хаçатăн çывăх тусне Иван Павлович Павлов-Актая çӗнӗ кӗнеке тухнă ятпа тата 80 çулхи юбилейӗпе ăшшăн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, вăрăм кун-çул, пултарулăх анинче çитӗнӳсем тума вăй-халпа ăнăçу сунатпăр!

И.Павлов архивӗнчи сăнӳкерчӗк.


чувашские писатели

Нет комментариев