Юлашки ял хуçалăх ярмăрккисем Тутарстанра вырсарникун иртӗç
Декабрӗн 29-мӗшӗнче Хусанти 13 площадкăра, Çырчаллипе Ешӗлвар районӗнчи 2 площадкăра, Анат Кама районӗнчи 3 площадкăра кăçал ирттерме планласа хунă юлашки ярмăрккăсем пулаççӗ.
Шăматкун, декабрӗн 28-мӗшӗ, ӗç кунӗ пулнăран вӗсене вырсарникуна куçарнă.
Сентябрӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа 22 хут иртнӗ ярмăрккăсенче 1 миллиард та 614 миллион тенкӗлӗх продукци сутнă, вӗсенчен 7 127 тонна пахча çимӗç, 397 тонна сӗт, 911 тонна сахăр песокӗ, 4 миллион та 218 пин чăх çăмарти, 1754 тонна аш-какай.
Çитес çул черетлӗ ярмарккăсем март уйăхӗнче пуçланмалла.
Асăннă мероприяти «Малое и среднее предпринимательство» наци проекчӗн шайӗнче отрасле аталантарас тӗллевпе иртеççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев