Юлашки император тата унăн çемйи
Майăн 23-мӗшӗнчен июлӗн 31-мӗшӗччен Хусан епархийӗн музейӗнче çӗнӗ курав «Царственная святость: Российский император Николай II и его семья» ӗçлет
Майăн 23-мӗшӗнчен июлӗн 31-мӗшӗччен Хусан епархийӗн музейӗнче çӗнӗ курав «Царственная святость: Российский император Николай II и его семья» ӗçлет
Раççей Империне никӗсленӗ Романовсен династийӗнчи юлашки патша II Николай, (чăвашсем каланă пек Микулай патша) çемйин куллен усă куракан япалисемпе çӗршывшăн пӗлтерӗшлӗ документсене, картинăсене ытти еткерне курма пулать. Ытларикун иртнӗ пресс-конференцинче Аркадий иероманах (вăлах музей директорӗ) экспонатсем пурте чăн пулни çинчен каларӗ. Кăçал Хусан «Императорский маршрут» турпроекта кӗнипе çыхăннă хальхи курав. Кунсăр пуçне 2024 çулхи октябрӗн 20-мӗшӗнче II Николай Раççей патшалăхне ертсе пыма пуçланăранпа 130 çул çитет. Тата кăçал Раççейре Çемье çулталăкӗ. II Николай патша çемьи чăннипех тивӗç çак çулăн тӗслӗхӗ пулма. Вӗсем юлашки сывлăш тухиччен пӗрле пулнă. Императорăн ачисем те, мăшăрӗ те чăннипех пӗр-пӗрне юратнă. Кăна эпир çырусенчен, вӗсене лайăх пӗлнӗ çынсем çырса, каласа хăварнинчен пӗлетпӗр.
Императора хурласа калаçнине-çырнине, эпир пурте илтнӗ. Курава йӗркелекенсем ку тӗрӗс пулманнине экспонатсем, документсем, сăнӳкерчӗксем кăтартса параççӗ тесе шутлаççӗ. Çав вăхăтра, шăпах II Николай императорта ларнă чух Раççейре халăх йышӗ нихăçанхинчен ытла ӳсни паллă — 22 çул хушшинче 50 миллиона (теприсем 55 миллион теççӗ) ӳснӗ. Пурнăç çав тери япăх пулсан çын шучӗ çапла ӳсейӗ-ши?
Курава йӗркелекенни, тӗрӗсрех каласан пуçтараканни, Оксана Витальевна Иванова. Вăл курав уникаллă пулни çинчен каласа пачӗ, мӗншӗн тесен темиçе музей хутшăннă ку ӗçе. II Николай çемйинчен юлнă япаласем сахал, çӗршыври тӗрлӗ музейсене сапаланннă. Хусан федераллă университечӗн Н.Лобачевский ячӗллӗ наука библиотекин фончӗсенчен коронацине пыма чӗнекен йыхрав хучӗсем, çемье альбомӗсем, коронацин менюне, афишăсене илнӗ. ТР Наци музейӗ те экспонатсем парса хăйӗн тӳпине кӗртнӗ. Екатеринбургри Çветтуй çемьен музейӗ, Мускаври «Еткер» фонд тата ытти музейсемпе фондсем пулăшнă йӗркелӳçӗсене. Класа хăварни вырăнлă, кураври экспонатсем пурте чăнни — нихăшне те витринăна копи туса хуман.
Курава Тутарстан тата Хусан митрополичӗ Кирилл уçса пил пачӗ. «Наследие империи» Регионсен хушшинчи обществăлла юхăмăн председателӗ, генерал-лейтенант Леонид Петрович Решетников, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Андрей Кузнецов тухса калаçрӗç. Андрей Кузнецов Кирилл митрополита Раççей обществин пурнăçне аталантарнăшăн, культура еткерне упраса хăварма тăрăшнăшăн, ăс-хакăл никӗсне çирӗплетме вăй хунăшăн Патшалăх Думин ятӗнчен Тав çырăвӗ пачӗ.
Архирей хорӗ Раççей империйӗн официаллă гимне «Боже, царя храни» юрланă хыççăн Аркадий (Логинов) иероманах пухăннисемшӗн экскурси ирттерчӗ.
Çыртăмăр ӗнтӗ, курав июлӗн 31-мӗшӗччен ӗçлет. Кашни кунах 10.00 —16.00 сехетсенче пырса курма пулать. +7 965 546-60-75 телефонпа экскурси пирки алаçс татăлма пулать.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев